Корпус чувашского языка

Новые

Ыттисем пымарӗҫ те сӗтел ҫывӑхне.

Помоги переводом

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Лешӗн мӗн тӑвас — ирӗксӗрех, кӑмака айӗнчен мунчала илсе, урайне тасатма тиврӗ.

Помоги переводом

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

— Тасат! — хушрӗ Калюков кӗскен Кучана.

Помоги переводом

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Калюков ҫаплах тусӗсене сӗтел хушшине чӗнмерӗ-ха, пачах урӑхла, апат тӗлӗшпе чӑтӑмсӑр Кучан чашӑкран пӗр ҫӗрулми илсен, ӑна аллинчен шап! ҫапрӗ те шуратса чӑмӑрла пӗҫернӗ паранкӑ урайне шеи! ӳкрӗ, кӗрпеклӗскер, пар! кӑна саланса кайрӗ.

Помоги переводом

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Мина, яланхи пекех, теме тарӑхнӑн мӑшӑлтаткаласа ларчӗ те турӑ кӗтессинчех тӗлӗрсе кайрӗ.

Помоги переводом

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Ӗҫмелли-ҫимеллине те паҫӑрах хатӗрлесе ҫитерчӗҫ.

Помоги переводом

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Вӗсем кунта килсе ҫитнӗренпе вӑхӑт икӗ сехете яхӑн иртрӗ ӗнтӗ.

Помоги переводом

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Кирлех-тӗк, шӑла ҫыртмалла.

Помоги переводом

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Тӳсмелле унӑн, тӳсмелле халлӗхе.

Помоги переводом

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Пӗр сӑмахпа, тарса кайсан, Телегинран усӑ пит нумаях пулаймӗ.

Помоги переводом

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Ҫав Сидор ӗнтӗ Калюков вӑрӑ-хурахӗсемшӗн шӑпах ҫар пуҫӗ вырӑнӗнчи ҫын пулас, ахальтен мӗншӗн пурте пекех итлеччӗр ӑна…

Помоги переводом

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Ҫарта хӗсметре нумай тӑнӑскер, Телегин ҫакна аван пӗлет: тӑшмана тӗппипех аркатас тесен, чи пирвай ҫар пуҫне пӑчлантармалла.

Помоги переводом

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Леш Сидорӑнне йӗрне-мӗнне те тупаймӗҫ.

Помоги переводом

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Утаманпа ҫывӑх ҫыннисем вара, ахӑртнех, тарса пӗтӗҫ.

Помоги переводом

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Ун хыҫҫӑн, паллах, Калюковӑн ялсенчи хӳрешкисене ярса илме май килӗ: вӗсем — хуҫалӑх тытса пурӑнакан хресченсем, хӑрушлӑх ҫывхарнине сиссен те таҫта тӗнче хӗррине тарса ҫухалас ҫук.

Помоги переводом

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Енчен пӗр чип-чипер кун, хурахсем патӗнчен тарса, хӗреснашшӗне мӗн пӗлнине каласа парсан?

Помоги переводом

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Анчах, пӗлсен-пӗлмесен те, малашне те каплах пулсан, вӑл хӗреснашшӗне, милицие нимӗн чухлӗ те усӑ кӳреймӗ.

Помоги переводом

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Хурахсен Йӗпреҫпе Вӑрнар енчи ҫыхӑнӑвӗсене те Телегин халлӗхе пӗлеймест.

Помоги переводом

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Сӑмахран, вӑл темиҫе хут та Сидор ята илтрӗ, ҫавӑн канашӗсене хурахсем пысӑка хунине те, Мина вара, пачах урӑхла, ним вырӑнне хуманнине те асӑрхарӗ, анчах Сидорпа хӑйпе ку таранччен тӗл пулма май килеймерӗ-ха.

Помоги переводом

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Ҫав вӑхӑтрах чылай япалана пӗлеймест-ха.

Помоги переводом

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Сайт:

 

Статистика

...подробней