Новые
Ҫумӑрлӑ кунсем хыҫҫӑн ӑшӑтса ячӗ те, кӑмпа нумай кӑҫал.
3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Е Санюкпа Утар ҫумӗнчи вӑрмана кӑмпана каясчӗ.
3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Эх, халь лашана шыва кӗртсе кӑларасчӗ те выртасчӗ хӗвел питтинче хӗртӗнсе!
3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Хыр-чӑрӑш лӑссипе ытти йывӑҫ ҫулҫисем чӑлханнӑран пулнӑ хулӑн тӑрӑ та чараймасть унӑн пайӑркисене.
3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Хӗвелӗ вара хӗрте-ет.
3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Ахальтен мӗн тума вӗлермелле ҫав милиционерсене…
3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Ун вырӑнне, ак, каллех хӑй хӑюллӑ утаман пулнине кӑтартма тивет.
3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Унсӑрӑн Антун персе кӑна пӑрахӗччӗ Минина…
3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Ун майлӑ шухӑшлакансем сахал мар.
3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
«Калюк ытла ҫемҫешке кӑмӑллӑ ҫын, влаҫ умӗнче таса юлса, кайран пире пӑрахса каясшӑн. Пӗтетпӗр эпир унпа», — тенӗ вӑл пӗррехинче Йӗпреҫ леш енчи утар хуҫине…
3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Кӗҫ-вӗҫ ҫурӑлса каяс мина пекех халь вӑл, ахальтен мар-тӑр ятне те ҫаплах пачӗҫ ӑна.
3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Ҫав арҫури пӑтратать те пӑтратать ыттисене.
3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Пӗтӗмпех Минина пула тискерленме тивет.
3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Хӑйсене ҫавӑрса илнӗ те тарма май ҫук, ирӗксӗрех ҫапӑҫмалла тесен татахчӗ…
3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Милиционерсене мӗншӗн вӗлермелле вӗсен?
3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Ак халь мӗн туса выртать вӑл ҫакӑнта?
3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Эх, тепӗр тесен, йӑнӑшне унсӑр та нумай тӑвать-ҫке те!
3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Ҫапла, йӑнӑш турӗ ун чухне Антун, ҫавӑнпа арӑмӗ патне тепре кайсан, чи пирвай каҫару ыйтмалла унӑн.
3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Халӗ те асран тухмасть ҫав самант.
3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Кӑшкӑрмарӗ, макӑрмарӗ Санюк, пачах урӑхла, ахлатса илчӗ те ӑҫта тӑнӑ ҫавӑнтах урайне ларчӗ, чакӑр куҫне чарса, пӗр мӑчлаттармасӑр пӑхрӗ, пӑхрӗ вара упӑшкине…