Новые
Эппин, ӑҫта-ши ҫак сӑлтавӑн калама ҫук хыпӑнчӑк тупсӑмӗ?
5 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Ҫапла, писмеллилех писрӗ ҫамрӑк йыш асламӑшӗсемпе амӑшӗсем, аппӑшӗсем сӗм аваллӑхран упраса ҫитернӗ чипертен те чипер йӗркерен.
5 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Каҫпулттипе, хӗвел ансан, йӑлине тытса пымалла тенӗ пек, пуҫтарӑнаҫҫӗ текӗвӗ каламалли яланхи вырӑна, карталанса уяв сипетне кӑшт-кашт кӳркеленӗ хыҫӑл, кам ӑҫталла — саланса та пӗтеҫҫӗ: е клуба, е урӑх ҫӗре.
5 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Пӗчӗккӗн-пӗчӗккӗн вӑйӑ кӗвви-илемле манӑҫа кӑларса пынӑҫемӗн, савӑнма — юрӑ юрлама тӑватӑ ял лапамне пухӑнма кӑна мар, кӑнтӑр ҫутипе Анат Сӑрмӑшла Тури Сӑрмӑш пӗрлешнӗ хушша та тухма пӑрахнӑ ял яш-кӗрӗмӗ питрав кунӗ.
5 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Мӗн ӗнтӗ ку чухне?
5 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Эх, пуҫ тӑрне каҫ чатӑрӗ ӳпленичченех ӑшри ҫамрӑклӑх варкӑшне хӑпӗртеттерсе, вӗҫеври халь-халь татӑлса анас хуракӑшла, ян та ян тӑратчӗ лапамри питрав савӑнӑҫӗ.
5 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Нина пӗчӗкрех чухне питрав тенӗ кун халиччен выляса-кулнисене ӑсатма кӑнтӑрла сулӑнсанах пухӑнатчӗҫ те Анат Сӑрмӑшпа Тури Сӑрмӑш пӗрлешсе кайнӑ пысӑках мар хушша, хӗрсем вӑйӑ каласа хӗрсе-чиперленсе ҫитсен, кӗперпе ҫырма урлӑ каҫса, тӑватӑ ял хӗруправӗ ҫуллен пуҫтарӑнакан курӑклӑ лапама кӳршӗллӗ йышла кӗвӗ хыҫҫӑн кӗвӗ шӑрантарма карталанса утатчӗҫ.
5 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Вӑййи те ӗлӗкхи чухнехи вӑй мар ӗнтӗ халь.
5 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Ытти хӗрсемшӗн епле-тӗр те, Нинӑшӑн вара, чӑн та, вӑййа тухасси кӗҫӗрхи «питрав каҫчен анчах у».
5 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Шинлӑ урапа кусасси Кӗркуннеччен анчах у, Эпир вӑййа тухасси Питрав каҫчен анчах у. Ия ҫав: «Эпир вӑййа тухасси питрав каҫчен анчах у».
5 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Ҫӑлтӑр хушка ҫӳрен ут Вылять хӗвел тухнӑ чух, Сар ачапа сарӑ хӗр Вылять ҫырла пиҫнӗ чух.
5 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Пирӗн вӑйӑра ҫитмӗл хӗр, Ҫитмӗлӗш те сарӑ хӗр.
5 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Чӑн тӳпере ҫич ҫӑлтӑр, Ҫиччӗшӗ те ҫут ҫӑлтӑр.
5 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Пӗр каҫ вӑййа тухмасан, Ашӑм вӑр-вӑр тӑвать-ҫке.
5 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Леш айккинчи вӗренен Ҫулҫи вӑр-вӑр тӑвать-ҫке.
5 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Ача…

Хӗр тӗпелӗнче уявччӗ, хӗрсе хӗвел пӑхакан ҫуркуннеччӗ.
5 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Ырра, пархатара шанатчӗ.
5 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Юратнӑ ҫыннипе ҫемьеллӗ пулса, килйыш ӑшши-сипетне шӑкӑл-шӑкӑл калаҫса-упраса пурӑнас тесеччӗ вӑл, ҫуралан ачи-пӑчине телейлӗн утьӑкка сиктере-сиктере Виталипе хӑйӗн: кӑмӑлне яри кӑтартмалӑх хӗпӗртес тесеччӗ.
5 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Ҫук, пӗртте кунашкал хисепсӗре ӗмӗтленменччӗ хӗр.