Корпус чувашского языка

Новые

Куҫ лупашкисем путса кӗнӗ пулин те, шалти вучӗ ӗлӗкхиех-ха Кӗҫенин.

6 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Кӗҫени, уринчен пӗрер пӑт кире пуканӗ ҫакса янӑн, хуллен утать, Матвипе Елькка ик айккинчен тытса пымасан — кӗптӗрт тӳнсе те каять пуль.

6 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

— Лаша, ав, ҫавӑнта, йывӑҫ хӳттинче тӑрать…

6 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Каясса тулӑ кӗлти пек айрӗ те, таврӑнасса — хурхух…

6 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Ҫапла каларӗ те чӗлхи вӗҫӗнчен вӗҫерӗнсе сирлӗнӗрен хӑй вӑтанса, аванмарланса ӳкрӗ: айпатурах, кам ку — Кӗҫени-и, урӑх хӗрарӑм-и?

6 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

— Чиперех-и?

6 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Пырса, иккӗшне те алӑ пачӗ.

6 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

— Ак, ҫитрӗҫ те, — тӑванӗсене курнипе тӑнӑҫланнӑран, сасӑлах каласа ячӗ вӑл ку сӑмахсене.

6 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Елькка, лашине посадка хӗррине тӑратса паҫӑртанпах ҫул енне тимлекенскер, Матвипе Кӗҫени автобусран аннине асӑрханӑ-асӑрхаман, утне вулӑран кӑкарса хӑварса, вӗсем патне хыпаланчӗ.

6 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Матви, Кӗҫение хулӗнчен тӗревленӗскер, йӗри-тавралла пӑхкаларӗ: кам та пулин кӗтсе илме тухакана шырарӗ.

6 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Тав сана, чирлешке ҫынна та туххӑмрах чӗрӗлӗх вӗрсе кӗртме нимӗскерне те чӗптӗм хӗрхенмен хӑватлӑ уй-хир, тав сана, ачам-пӑчама хӗвел хӗлхемӗ парнеленӗ ен!

6 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Кулачӑ шӑрши пек, капӑртма шӑрши пек ӑша-чикке вӑрккаттарать ытлӑхлӑ имӳ.

6 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Кӑкӑрна канлӗн хупӑрлакан капламлӑ юр айӗнчен те, ав, сӑмсана епле кӑтӑклантарса антӑхтарать сан шӑршу.

6 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Сипетлӗ иккен эсӗ, куҫҫульпе, тӑварлӑ ӗҫпе сӗткенленнӗ хура тӑпраллӑ ҫӗр!

6 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Хӑй вӑл тури чӑваш — вирьял таврашӗсем), хурӑнташланнӑ сывлӑш.

6 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Акӑ вӑл хӑнӑхнӑ, ытарайми тӑван ял (халь ӗнтӗ, кунта пурӑнма тытӑннӑранпа, упӑшкин ҫӗршывӗ те уншӑн тӑванран та тӑван.

6 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Кӗҫени, Шупашкар больницинче операци хыҫҫӑн уйӑх ҫурра яхӑн выртса хӑрушла хухнӑскер, юр тӑрӑх пӗр-икӗ утӑм ярса пусрӗ те ҫӑматтисемпе (ҫӑматтисене, тухмалли хыпарне пӗлсен, Матви хурса пынӑччӗ тӗп хулана), чарӑнса, умри ҫутҫанталӑка тӑранайми сӑнарӗ.

6 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Матвипе Кӗҫение лартса килнӗ автобус вӗсене ялне каякан ҫул хӗррине антарса хӑварчӗ те хӑй еккипе малалла вӗҫтерчӗ.

6 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Кунашкал ҫанталӑкра пӗртте вилӗм ҫинчен мар, пурнӑҫ ҫинчен ҫеҫ шухӑшлас килет…

6 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Кунӗ вара, чӑн та, ытармалла мар ӑшӑ та лӗм ҫилсӗр паян.

6 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Сайт:

 

Статистика

...подробней