Новые
Тапта, пытар, усра сала хул хушшинче — пурпӗрех эсӗ, канӑҫне ҫӗтернӗ текерлӗкле, ҫӳлте, пӗлӗт айӗнче — нӑйкӑш-нӑйкӑш, ҫӳҫенчӗк-ҫӳҫенчӗк.
7 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Этем терчӗ-савӑнӑҫӗ пекех авалхи ҫӑра, йышлӑ тымарлӑ эсӗ.
7 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Юрӑ!..

Ҫичӗ ютра сар хӗр тупса илсессӗн, Пырса курӑр пирӗн пата, тӑвансем…

Хӑнӑхнӑ вырӑнсене пӑрахса халиччен курман-пулман кӗтессене, ҫӗнӗ ҫӗре хӑпса тухнӑ чӑвашсен авалхи хурлӑхӗпе тата пирӗн вӑхӑтри ӑш вӗҫнӗ йӗкӗтӗн сӑмаххисемпе ҫав кӗвве май вӗр-ҫӗнӗллелнӗскер вӑл — чуна пушшех те тӑвӑнчӑк кӗртсе — кумать, хӗвӗшет, пӗтӗрӗнет ирхи тӑнӑҫлӑхра, хут-купӑс хуҫин нимпе лӑплантарсан та лӑпланайми хуйхи-хыпӑнчӑкӗ пирки анлӑн та ҫилӗллӗн калать.
7 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Ҫутӑлас умӗнхи урама ҫуйхантарса, каллех вӗҫет, каллех вӑйкӑна-вӑйкӑна хӑпарса, каллех юр капламӗсемпе кӗрт хӳттисене лӑпчӑна-лӑпчӑна выртать ҫак тунсӑхлӑ, ҫак шухӑшлӑ-шухӑшлӑ юрӑ.
7 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Ҫичӗ ютра сар хӗр тупса илсессӗн, Пырса курӑр пирӗн пата, тӑвансем…
7 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Ирӗксӗрех каяс пулать ют яла Ҫичӗ ютра сар хӗр тупса илмешкӗн.
7 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Урам варринче ҫӑка шӑтса ӳсейрес ҫук, Анне мана сар хӗр илсе парайрас ҫук.
7 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Анне мана сар хӗр илсе парас, тетчӗ, Урам варринче ҫӑка шӑтса ӳссессӗн.
7 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Виталий ҫӗрлехи тӗнчепе хӑйӗнчи тӗнчене тӑнласа тӑчӗ-тӑчӗ те темиҫе самант, хуткупӑс ҫаккине сылтӑм хулпуҫҫи ҫине хӑпартса, каллех тӑкӑскӑ, эрлӗклӗ кӗввине тӑсса ячӗ:
7 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Ӑт тӗлӗнтермӗш, ӑт инкек!..»
7 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Ара, Виталий ача ашшӗ пулас ҫын-и?
7 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Хур аҫи, Иван Гаврилович калашле.
7 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Тьфу, чӑн та, сӗнкӗл-сенкӗл этем кӑна пулмалла ҫав эсӗ, Виталий.
7 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Вӑл пур, ак, унӑн ашшӗпе, Иван Гавриловичпа, темтепӗр сумсӑрсем калаҫса пӗтрӗ.
7 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Эппин, больницӑна илсе кайнӑ-ха Нинӑна?
7 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Вӑл, ав, бал-маскарадӑн — Динӑсен хапхи умӗн янах икерчи ҫисе ҫӳрерӗ.
7 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Ҫаплаччӗ ҫав: ун-кун сиксе тухас-тӑк, Виталий хуралӗччӗ ҫав кӗҫӗр.
7 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Нинӑна больницӑна илсе кайнӑ-и?