Корпус чувашского языка

Новые

Амӑшӗ те пӑрахса кайрӗ, ав, Ҫуткас ҫутине яланлӑхах, хӑй те, Дина, вутлӑ юрату вучӗпе сасартӑк антӑхса, сисӗмлӗ чӗрине сасартӑк кӗллентерсе пӑхрӗ…

8 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Ӗнтӗ, ав, лайӑх, тӑнк! ҫӑмхаланма тытӑннӑ ҫирӗп ҫипех умлӑ-хыҫлах икӗ тӗлтен шарт! татӑлса кӑтартрӗ-ха.

8 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Ҫӗнетме, чиперлетме килчӗ-ши вӑл, пурӑнан пурнӑҫа е ҫӗнни, чиперри хӳттинче йӑшаланма, йӑмшакланма кӑна?..

8 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Эппин, ӑҫта-ши Дина пурнӑҫӗн ҫынсем хушшинчи пӗлтерӗшӗ?

8 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Мӗн тума килчӗ пулать-ха Дина, эппин, Ҫуткас тӳпи айне паян?

8 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Паян, ҫак самантра, пурӑнса ирттернӗ ҫак вунҫичӗ ҫул тӑршшинче патварланать те ӗнтӗ хӗрӗн ӑстӑнӗ, кӗлетки, ҫулӑмланать те ӗнтӗ чӗри, ӗмӗчӗ.

8 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Ни аллӑ ҫул каялла та, ни аллӑ ҫул малалла та килме пӳрмен ӑна ҫак хаяр та хӑй кӑмӑлне ҫеҫ уякан хӑтлӑха.

8 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Ҫак Ҫуткас урамӗ, ҫак тӳпе, ҫак сывлӑш.

8 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Дина вӑхӑчӗ те ҫакӑ.

8 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Ҫут тӗнчен ҫутӑ-ҫутӑ сасси…

8 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Иртнипе малашлӑхӑн пӗр картламӗ.

8 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Куҫпа курса, чунпа туйса тӑракан варри.

8 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Куҫпа пахаламалли пуҫламӑшӗ те, вӗҫӗ те ҫук ку ҫӑмхан, варри ҫеҫ пур унӑн.

8 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Иртет вӑхӑт, иртет, ҫип ҫӑмхи пек ҫӑмхаланать те ҫӑмхаланать пысӑк-пысӑк ҫӑмхана.

8 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Вунӑ ҫулталӑк!..

8 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Класс!..

Юратать Андрей Васильевича Дина, аякри-аякри ҫӑлтӑр енне тинкернӗн, ытарайми пӑхать, пӑхать ӑна…

8 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Ан тив, Динӑшӑн мар, теприншӗн арасланнӑ пултӑр учитель юратӑвӗ-хевти, анчах та хӑйне юратма чараймасть-чараймастех вӑл Динӑна.

8 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Уншӑн халь Андрей Васильевич — Динӑра пысӑк-пысӑк туйӑм вӑратнӑ ҫын, ҫав туйӑма хаклама, ӑна упрама вӗренсе ҫитмеллине ӗнентерекен, татах та татах сума сумалли ҫын.

8 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Эрлӗклӗ тата, пушанчӑк кӑмӑллӑ.

8 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Сайт:

Статистика

...подробней