Новые
Ҫил вӗрнине, юр-ҫумӑр ҫунине, шыв шӑнкӑртатнине, ҫулҫӑ шӗпӗлтетнине — пӗр сӑмахпа каласан, ҫӗр калаҫнине, хӗвел, уйӑх, ҫӑлтӑр ҫутине илтет-курать-тӗк, ӗмӗр-ӗмӗрех чӗрӗ вӑл, ӗмӗр-ӗмӗрех сывӑ этем.
9 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
— Сасартӑк чухласа илтӗм эпӗ ҫакна.
9 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Те ыйтӑвӗ унччен те пӗрре кӑна мар канӑҫ паманран, йӗкӗт мӗн тавӑрса каласса кӗтсе тӑмарӗ хӗр — пуҫланӑ пӑшӑрханчӑкне ҫав йӳтӗмпех малалла талкӑштарчӗ.
9 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Кала-ха, Андрей, мӗн тума ҫуралать этем ҫут тӗнчене?
9 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Ах, Володя, Володя…
9 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Пурнӑҫне те пурӑнса курнӑ, тутлине те, йӳҫҫине ҫителӗклех тутаннӑ, темелеччӗ.
9 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Ну, ватти ҫитсе ҫӗре кӗрсен татахчӗ хӑть.
9 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Ҫуралнӑ тейӗпӗр, тӗнче ҫутине асӑнмалӑх астивсе пӑхрӗҫ те яланлӑхах, ӗмӗрлӗхех сивӗ ҫӗр айне кӗрсе выртрӗҫ.
9 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
— Андрей, ну, мӗн пӗлтерӗшӗ пулчӗ-ха ӗнтӗ ҫак икӗ ҫын пурӑннинче?..
9 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Ҫавна кура ӑҫтан чурӑс чунланма пултарнӑ-ха эпӗ, э? — самантлӑха калаҫма чарӑнчӗ те Христина, савнийӗ енне ҫаврӑнса, чӑр-р! пӑхрӗ йӗкӗте.
9 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Каласса калатчӗ те апла — куҫӗнче хӑйӗн типӗ хуйхӑччӗ, иртсен иртсе пӗтми асапчӗ.
9 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Пӗрехмай калатчӗ мана Володя амӑшӗ: «Хӗрӗм, вилнӗ ҫынпа шӑтӑка пӗрле кӗреймӗн, хӑвна кин тесе курма пӳрмерӗ пулин те, ӗмӗрне хӑраххӑн пурӑнса ан ирттер, чун килӗштернине туп та ача-пӑча ҫитӗнтерӗр», тетчӗ.
9 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Ӑна та, иттуш чылай чӑтса пурӑнма хал ҫитернӗскере, пытартӑмӑр март пуҫламӑшӗнче.
9 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
— Халӗ, ак, — кӑмака патӗнчи тӗлсӗр-палсӑра паҫӑрхиллех тӗпсӗррӗн тинкерчӗ вӑл, — амӑшӗ те ҫук ӗнтӗ ҫӗр ҫинче текех.
9 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Пытартӑмӑр вара Володьӑна тепӗр ҫичӗ кунтан… — ҫапла каларӗ те Христина, ҫамки хӳттинче йӑпӑртлӑха тӑнӑҫ тупнӑ аллисем унӑн малтан кӑкӑрӗ тӗлӗпе, унтан чӗрҫи тайлӑмне йывӑррӑн, ӗшенчӗклӗн шуса анчӗҫ.
9 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Такам ирсӗрӗ пырса пӑрахнӑ сӳре ҫине пуҫ купташкипе ҫитсе тӑрӑннӑ иккен вӑл…
9 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
— Кайран больница…
9 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Тӳнчӗ те ҫырана… — хӗр, куҫӗ умӗнчи синкерлӗхрен тарса пытанасла, питне икӗ аллипе те лап хупласа хучӗ.
9 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Чӗп-чӗр юн хӑй — ҫӳҫӗ те, пичӗ-куҫӗ те…
9 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Тухрӗ те пӑртакран шывран…