Корпус чувашского языка

Новые

Столовӑйран тухсан, урам тӑршшипех — хула театрӗ патне ҫитичченех — арҫын ачасем ахӑлтатса пычӗҫ, пӗр-пӗринчен ирттерсе — тӗве пек хартлатса пычӗҫ.

1 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Калмӑксен пушхирӗнче шуррисемпе ҫапӑҫнӑ чух сахал мар ҫинӗччӗ эпир тӗве яшки, — текелесе, ҫисе ячӗ Дмитровский турилкке тӗпӗнчи ҫурхахлӑ какай турамӗсене.

1 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

— Мӗн йӗрӗнмелли пур тӗве апатӗнчен: хуть шӑнӑр яшки, хуть тӗве шӳрпи — маншӑн нимӗн те мар.

1 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

— Ах, тур, хӑстарать! — терӗ те, сӗтел хушшинчен васкаса тухрӗ Ырзем.

1 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Арҫын артистсем ахӑлтатса илчӗҫ, хӗрарӑмсем йӗрӗнсе ҫиме пӑрахрӗҫ.

1 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

— Самара килмен пулсан, тӗве яшки те ҫисе курас ҫукчӗ, — хартлатрӗ тепӗр хут.

1 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Унпа-ҫке вӑл какӑрттарать, — терӗ те Эльгеев, мӑйне тӑрса, тӗве пек хартлатса илчӗ.

1 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

— Тӗве?!.

— Тӗве ӑҫтан ҫуллӑ пултӑр, айван! — шӑл тунисенчен какай юлашкисене чава-чава кӑларнӑ хушӑра, тӗртсе илчӗ Шевле.

1 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Ҫавӑнпа шӳрпи те тӑрӑ — шыв пек, — ӗнентерчӗ Эльгеев.

1 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

— Ӗне мар вӑл, вӑкӑр какайӗ, ҫусӑр…

1 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Ватӑ ӗне пулнӑ пулӗ, — текелерӗ Данилов, шӑл тунисене шӑрпӑкпа тасаткаласа.

1 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

— Ашне, чӑнах, хӗрхенмен те… шӑнӑрлӑ питӗ.

1 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Турилкке хӗррипе тан хурса панӑ!

1 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Ашне хӗрхенмен вара, Ваня.

1 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

— Кун пек какай яшки ҫименни темиҫе ҫул та пулӗ…

1 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

— Вӑт ку апат! — тулнӑ хырӑмне сӑтӑра-сӑтӑра хавасланчӗ Эльгеев.

1 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Кӗрсе апатланчӗҫ.

1 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Хирӗҫ калакансем пулмарӗҫ.

1 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Дмитровский апатланма чӗнчӗ.

1 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Сайт:

Статистика

...подробней