Новые
Урама тухсанах Ахтупай тӗттӗмре ҫӗлӗк тӑхӑннӑ пӗр хӗр ачана курчӗ, ун хыҫҫӑн васкаса утрӗ — ҫак хӗрача ӑна Эрнепи пекех туйӑнчӗ.
5. Тӑшман // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.
Ахтупай ҫамрӑксене пӗр-икӗ хутчен шӑпӑр каласа хӑратса пӑхрӗ, анчах амӑшӗ вӑрҫса тӑкнӑ хыҫҫӑн хӑйӗн чун уҫҫине мачча ҫине печӗ те тек ӑна пӗрре те алла илмерӗ.
5. Тӑшман // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.
Иливан вилнӗ хыҫҫӑн тахӑшӗ ялта Ахтупай шӑпӑрӗ вӑл асамлӑ япала тесе сӑмах кӑларнӑ, ҫавӑнпа та ун сассине илтсенех ҫынсем пурте айккинелле пӑрӑнма тӑрӑшаҫҫӗ.
5. Тӑшман // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.
Ӗлӗк пулсан вӑл улаха кайнӑ чухне, паллах, шӑпӑрне илетчӗ, анчах халь хӑйӗн тем пек шӑпӑр калас килсен те ӑна илме пултараймарӗ: ун кӗввипе хӗрсем ташӑ ташлама пӑрахрӗҫ.
5. Тӑшман // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.
Ахтупай турткаланса тӑмарӗ, вӑл кӑҫал кӗркунне пулнӑранпа улаха пӗрре те ҫитсе курман-ха.
5. Тӑшман // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.
Юрӗ ӗнтӗ, халех ҫывӑрма выртас ҫук, кайса ҫӳре кӑштах.
5. Тӑшман // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.
Хамӑра та кирлӗ, ҫынсене сыватма та…
5. Тӑшман // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.
Хӗлле вӗсемсӗр май килмест.
5. Тӑшман // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.
Тавах сана, ывӑлӑм.
5. Тӑшман // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.
Кур-ха, хаяр курӑкӗ те пур, ӗмпӗр тымарӗ те пур, чӗмере курӑкӗ те.
5. Тӑшман // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.
— Ҫапах та вӗсене шырама пӗлес пулать.
5. Тӑшман // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.
Вӑрманта сахал-им вӗсем!
5. Тӑшман // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.
— Ӗнтӗ мана кирлӗ курӑксене пӗлсе ҫитрӗн-и?
5. Тӑшман // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.
— Ай-ай, нумай кунта сан! — савӑнчӗ амӑшӗ.
5. Тӑшман // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.
— Паян пуҫтартӑм, — терӗ вӑл именчӗклен.
5. Тӑшман // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.
Ун вырӑнне вӑл пӳрт умне тухрӗ те унтан амӑшне эмел тума кирлӗ курӑксене пӗр ҫӗклем илсе кӗчӗ.
5. Тӑшман // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.
Ахтупай ҫак вӑхӑтра амӑшне мӗнле те пулин ӑшӑ сӑмах каласшӑн, ӑна йӑпатасшӑн пулчӗ, анчах кӑна тума пӗлмерӗ, унӑн ҫаврӑнӑҫусӑр чӗлхи нимле ӑшӑ сӑмах та тупса калаймарӗ.
5. Тӑшман // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.
Май килсен мӑрсана сӑмах хушса пӑхасчӗ сан, Ахтупай…
5. Тӑшман // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.
Пурлӑхӗ чакса пырать хамӑрӑн, ясакне ӳстернӗ ав.
5. Тӑшман // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.
Пӗтерет ҫав Урасмет.