Новые
Чугун ҫул икӗ айккипе тӑсӑлакан ҫӑра вӑрманӑн симӗс хӳми унӑн тӳрӗ ҫамкине, кӑшт каҫӑртарах сӑмсине, йӑмӑх хӗрлӗ тутине пушшех уҫҫӑн палӑртать.
1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Ҫавнашкал самантсенче унӑн ҫавракарах, анчах типшӗм пичӗ пушшех илемлӗн курӑнать — тупата, пӗр кашӑк пылпа ҫӑтса ярӑн…
1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Тӑрӑхларах пысӑк хура куҫне мӑч-мӑч хупать Улька, сывлӑш хумӗ вӑйлипе тӑрсан-тӑрсан тутине кӑ-ӑшт уҫать те, самантлӑха сывлайми пулса, пуҫне илемлӗн чалӑштарса пӑрать.
1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Пуйӑс тӗллӗн-тӗллӗн урхамахран хӑвӑртрах кайнине пула ҫаврӑнса тухакан ҫил, кантӑкран вирхӗнсе кӗрсе, пирвай Улькан хытӑ ҫавӑрса ҫыхнӑ хура ҫӳҫне арпаштарма хӑтланать, анчах темиҫе пӗрчӗ тӑпӑлтарса кӑларнисӗр пуҫне темех тӑваймасть те, хӗре питрен ачашшӑн ҫапкаласа алхасма тытӑнать.
1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Вакунӑн уҫӑ чӳречи умӗнче Улькапа, шкул ачисем пек каласан, Ольга Матвеевнӑпа, хире-хирӗҫ ларса пычӗ вӑл.
1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Ҫак кӗске ҫулҫӳреве Телегин, Раҫҫейӗн нумай-нумай кӗтесӗсенче те, поляксем патӗнче те пулса курнӑскер, тупата, ӗмӗрне манас ҫук.
1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Унта пухӑнса, пуйӑспа Улатӑра пӗтӗм йышпа кӗптӗрленсе тухса кайрӗҫ.
1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Вӗсене кӑнтӑрла тӗлне ҫывӑхри, Экеҫ ялӗнчен вуникӗ ҫухрӑмри, разъезда пыма каланӑччӗ.
1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Вулӑсри ликвидаторсенчен пӗри пулнӑ май Экеҫри ялхуҫалӑх юлташлӑхӗн председателӗ Телегин та кинотеатра лекрӗ, акӑ, ӗнер.
1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Пӗлтӗр кӑна-ха, 1926 ҫулта, йӗркеленнӗ «Чувашкино» иккӗмӗш картина ӳкернӗ те, ӑна ҫав хулари кинотеатрта чӑвашсен ҫутӗҫ активисчӗсене ятарласа кӑтартаҫҫӗ-мӗн.
1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Вӗсене, Хуралам вулӗҫтӑвкомӗ хатӗрленӗ мероприятисен планӗнчи пек каласан, ялти культстрой активисчӗсене — учительсене тата ҫитӗннисене хутла вӗрентекен ликвидаторсене, избачсене ӗнер пуйӑспа Улатӑра ятарласа кино курма илсе кайнӑччӗ.
1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
«Эй, паян вырсарни-ҫке, ҫӗнӗ тӗнрен куҫнӑ йӗркепе, уйра ӗҫлемелли кун мар, ир тӑмасан та юрӗ», — текелесе, Телегин хӑй те хуп турттарма васкам арӗ вара.
1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Хурапа шурӑ тӗслӗскерсем кӑна та-ха, чӗррисемех-ҫке!..
1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Нимӗн ҫук ҫӗрте, шап-шурӑ пир ҫинче, — эй тӗнче! — сасартӑк ҫурт-йӗр курӑнса каять, йывӑҫ-курӑк ӳсет, выльӑх-чӗрлӗх ҫӳрет, ҫынсем утаҫҫӗ.
1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Ара, пӗр шутласан, юмахри пекех пулчӗ-ҫке.
1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Паян, тӗрӗсрех, ӗнер кӑна-ха курнӑ-илтнӗ тӗлӗнмелле япаласем куҫ умӗнчен ниепле те каймаҫҫӗ, кайтарас та килмест вӗсене.
1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Тепӗр тесен, каккуй ҫывӑрас шухӑш халӗ!
1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Килне ҫур ҫӗр иртсен кӑна таврӑнчӗ пулин те, Иван Телегин — ялти пек каласан, Урапа Ванькки — час выртмарӗ, выртсан та, чаппанпа витӗннӗскер, улӑм тӳшек ҫинче чылайччен, йывӑҫ кравате чӗриклеттерсе, енчен енне ҫаврӑнкаларӗ, ҫывӑрса каяймасӑр нушаланчӗ.
1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Чӑваш сӑмахӗсен кӗнеки, XI том
Синкер // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Н.И. Ашмарин.