Новые
Утне кура лавӗ пулмалла, паллах.
1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Ҫавӑнпа-ши, тӗсне кура мар ҫуталса каять, ӑна темле йӑлтӑр ункӑ явакласа илет тейӗн.
1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Кӑвак тӗслӗскер, хуҫине курсан, малти урипе ҫӗре кукалесе, пуҫне мӑнаҫлӑн ухса кӑна тӑрать, ача.
1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Нумай иртрӗ-и вӑхӑт, сахал-и — Тӑвӑлран, чӑнах та, чип-чипер урхамах пулса тӑчӗ.
1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Ҫитерчӗ, шӑварчӗ, тасатрӗ, картишне кӑлара-кӑлара чуптарчӗ…
1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Тӑрантарчӗ вара Антун утне, киввине пӑрахӑҫласа, ҫӗнӗрен Тӑвӑл ят хунӑскере.
1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Ан ӳркен кӑна, тата стрелукран ан хӑра — хайхи санӑн утӑ пулать те…
1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Ара, вӑрман ҫумрах-иҫ, хирӗҫре пурӑнакансен анкартийӗсем хыҫӗнчех.
1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Утӑ-улӑма, мал ӗмӗтпе пурӑнаканскер, запас кутран тапмасть тенешкел, ашшӗ килӗнче чухнех хӑй валли те ҫителӗклӗ хатӗрленӗччӗ.
1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Антун, ӗнтӗ юлашки укҫипе темелле, сӗлӗ туянчӗ.
1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Те чухӑннипе, те кахаллипе, выльӑх апачӗ ҫителӗклӗ хатӗрлеймен курӑнать, нушалантарнӑ вара чип-чипер выльӑха…
1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Мӗскӗн янавар халлӗхе тин ҫеҫкерен тухнӑ пӑрҫа хутаҫҫи пек ырханни, хӑвӑрӑлса ҫитни вӑл — хуҫи тулӑксӑртан.
1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Лаша хаклама чиканран пӗртте кая мар вӗренсе ҫитнӗскер, вӑл унран чӑн-чӑн урхамах пуласса шанчӗ.
1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Антун пурпӗр кулянмарӗ.
1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Чӑн та, лешӗн ӑйӑр ячӗ кӑначчӗ, ҫавӑнпа хуҫи йӳне сутрӗ те ӑна.
1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Хӗле кӗрсен, ҫӗнӗ ҫул умӗн, выльӑх йӳнелме тытӑннӑ вӑхӑтра, вӑл, ашшӗпе хуньӑшӗнчен укҫа кивҫен илсех, ҫӗр вӑтӑр тенкӗ парса ӑйӑр туянчӗ.
1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Ҫапах кӑмӑла пуринчен ытларах ҫырлахтараканни уншӑн ку мар, урӑххи пулчӗ.
1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Авлансанах вӑл салтакран таврӑннӑ хыҫҫӑн ӗҫлесе пухнӑ тата хуньӑшӗ панӑ укҫапа пӳрт лартрӗ, ашшӗнчен уйрӑлса тухрӗ.
1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Антунӑн пурнӑҫӗ ҫапла йӗркеленсе кайнӑччӗ, чип-чиперех хӑй еккипе пыратчӗ.
1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Аптрамасть пек арӑм, килӗшет Антуна: сӑнран та чиперскер — вӑтам пӳллӗ, тӑпӑл-тӑпӑл кӗлеткеллӗ, кӑшт тӑрӑхларах питлӗ, куҫ харши — чӗкеҫ ҫунатти пек, куҫӗ вара, пысӑк та чакӑрскер, пӗрре пӑхсанах ҫунтарса илет; ӗҫре-мӗнре те акӑш-макӑш правурскер — мӗне пуҫлать, ҫавӑ ӑнать ун аллинче; кӑмӑл тӗлӗшпе вара чӑн-чӑн кӑвакарчӑн, унӑн ҫӑварӗнчен хӑҫан та пулин сивӗ сӑмах тухма пултарать тесен, тупата, никам ӗненес ҫук.