Корпус чувашского языка

Новые

Роман никӗсӗ те ҫапларах пек — юптарӑвӑн эстетика тӗшшине прозаик калӑплӑ хайлав анине акать, ытарлӑхне вара «нумай туратлӑ ӳсентӑран пек пӑхса ҫитӗнтерет».

Помоги переводом

Ум сӑмах // Георгий Фёдоров. Федоров Г. И. Сӑнарлӑ сӑмах шыравӗ: Тӗпчев ӗҫӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 1996. — 224 с.

Н. Максимов аллегорийӗ тепрер чух (тӗпрен тесен те ҫылӑхах мар пуль) юптарусенчи евӗрлӗ — арӑслан, серте, вак-халых тенисен ытарлӑхӗ пире унчченех паллӑ шухӑшсене ас илтерет.

Помоги переводом

Ум сӑмах // Георгий Фёдоров. Федоров Г. И. Сӑнарлӑ сӑмах шыравӗ: Тӗпчев ӗҫӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 1996. — 224 с.

А. Емельяновӑн пултарулӑхӗнче ҫакнашкал енсем татах та чӗрӗрех, туллирех, анлӑрах.

Помоги переводом

Ум сӑмах // Георгий Фёдоров. Федоров Г. И. Сӑнарлӑ сӑмах шыравӗ: Тӗпчев ӗҫӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 1996. — 224 с.

Кунашкал мехелпе публицистикӑллӑ шухӑш хӗрӳне ӳстерет Вутлан, хӑй геройне сӗвемшерӗн хак парса пырать.

Помоги переводом

Ум сӑмах // Георгий Фёдоров. Федоров Г. И. Сӑнарлӑ сӑмах шыравӗ: Тӗпчев ӗҫӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 1996. — 224 с.

Ват ҫӑхана сӑнланинех илер — малтан такси шоферӗпе пӗр чӗлхе тупаймасть вӑл (вулакан герой хытӑ чунлӑ тата сӑхӑ пулнине ӑнланать), каярахпа писатель ӑна тусӗпе ун хушшинчи килӗшӳсӗрлӗх енчен хаклать (вулаканшӑн кунта урӑх ен уҫӑлать — туслӑха та пайтапа виҫет иккен), унтан ун пекех разведка ӗҫӗнче тӑракан чунлӑ Амировран расна кӑмӑллӑ пулнине систерет (каллех тепӗр енӗ курӑнчӗ геройӑн: хӑйӗн ӗҫтешӗсенчен те ютшӑнарах тӑрать-мӗн вӑл).

Помоги переводом

Ум сӑмах // Георгий Фёдоров. Федоров Г. И. Сӑнарлӑ сӑмах шыравӗ: Тӗпчев ӗҫӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 1996. — 224 с.

Сюжечӗ хӑйне евӗрлӗ, герой (Ватӑ ҫӑхан, Казанбаев, Махмуд…) тӗрлӗ лару-тӑрусене лекет, кашнинчех темелле писатель унпа хирӗҫ-тӑруллӑ, полемикӑллӑ енсем тупать.

Помоги переводом

Ум сӑмах // Георгий Фёдоров. Федоров Г. И. Сӑнарлӑ сӑмах шыравӗ: Тӗпчев ӗҫӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 1996. — 224 с.

Анчах ку вӑл — чӑваш публицистикин пӗртен-пӗр ҫулӗ мар, И. Вутлан та хӑйле мехел тупать уншӑн: сӑмахне пӗр герой тавра сыпӑнтарать вӑл «Ҫул — пӗрре» кӗнекинче.

Помоги переводом

Ум сӑмах // Георгий Фёдоров. Федоров Г. И. Сӑнарлӑ сӑмах шыравӗ: Тӗпчев ӗҫӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 1996. — 224 с.

Акӑ унчченхинчен расна хевтеллӗ хайлав ҫуралать, Н. Максимовӑн ҫак тӗлӗшлӗ шыравне вара вырӑна хурас килет.

Помоги переводом

Ум сӑмах // Георгий Фёдоров. Федоров Г. И. Сӑнарлӑ сӑмах шыравӗ: Тӗпчев ӗҫӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 1996. — 224 с.

Тӑхтирен вӗренмелӗхне, Н. Максимов аллегори мелне калӑплӑн ӗҫлеттерес кӑмӑлпа ҫунатланса каять — «Пурнӑҫри вырӑн» романра (повесть тесен те ҫителӗклӗ мар-ши?) ӑна тӗрлӗ техӗм, сӑпат кӳрет — чӑвашсем пек халӑхсене пӗрлӗхлӗ пӗр сӑнара хывать ҫыравҫӑ, вак-халых тет вӗсене сӑнлӑхлӑн, наци шӑпине ҫывӑх курнӑ Серте поэт сӑнне ӳкерет (Ҫеҫпӗле ас илтерет-и, тен, писатель?), пултаруллӑ ҫыравҫӑна кӗрешес хевте парнелет, Арасланов хушаматлӑ тӑвать.

Помоги переводом

Ум сӑмах // Георгий Фёдоров. Федоров Г. И. Сӑнарлӑ сӑмах шыравӗ: Тӗпчев ӗҫӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 1996. — 224 с.

Публицистикӑллӑ прозӑра та куратпӑр кунашкал уйрӑмлӑхсене.

Помоги переводом

Ум сӑмах // Георгий Фёдоров. Федоров Г. И. Сӑнарлӑ сӑмах шыравӗ: Тӗпчев ӗҫӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 1996. — 224 с.

Хайхи, тата ҫӗнӗ ен тупӑнать пирӗншӗн — тахҫан-тахҫан хывӑннӑ культура, хайлав, шухӑш, коллизи прототип шайне ӳкет, литературӑра вӑл ҫӗнӗ пурнӑҫ мехелӗ тӗвӗлет, илемлӗх мелӗ пулса тӑрать.

Помоги переводом

Ум сӑмах // Георгий Фёдоров. Федоров Г. И. Сӑнарлӑ сӑмах шыравӗ: Тӗпчев ӗҫӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 1996. — 224 с.

Чылай чухне (тен, тӗпрен тесен юра пырать пулӗ) тӗнче, наци культури те сӑнлӑх-сӑнар картне ларать ун пултарулӑхӗнче; е сӑнарлӑ тӗпчев проблеми пулса тӑрать, е Хусанкайӑн философиллӗ тавракурӑмне калӑплакан, чӗр вӑй парса тӑракан мехел пек калӑпланса, аталанса пырать.

Помоги переводом

Ум сӑмах // Георгий Фёдоров. Федоров Г. И. Сӑнарлӑ сӑмах шыравӗ: Тӗпчев ӗҫӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 1996. — 224 с.

-Ай, -ей пек аффикссемпе виҫене пӗлсе ӗҫлени те ӑна халӑх поэзинчи мехеле тытса илме пулӑшать (каяйрасчӗ, килеесчӗ)…

Помоги переводом

Ум сӑмах // Георгий Фёдоров. Федоров Г. И. Сӑнарлӑ сӑмах шыравӗ: Тӗпчев ӗҫӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 1996. — 224 с.

Час-часах, тет Г. Я. Хлебников, хӑй шухӑшне мана уҫӑ кӑмӑллӑн пӗлтерсе, сӑвӑҫ чӑваш салтакӗсен юррисемпе ӑнӑҫлӑ усӑ курать («Таня» поэма).

Помоги переводом

Ум сӑмах // Георгий Фёдоров. Федоров Г. И. Сӑнарлӑ сӑмах шыравӗ: Тӗпчев ӗҫӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 1996. — 224 с.

«Тилли юррисенче», сунарпа ҫыхӑннӑ сӑвӑ ярӑмӗнче, «Лирика» кӗнекере пуҫтарса кӑларнӑ хайлавсенче ку питӗ аван сисӗнет.

Помоги переводом

Ум сӑмах // Георгий Фёдоров. Федоров Г. И. Сӑнарлӑ сӑмах шыравӗ: Тӗпчев ӗҫӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 1996. — 224 с.

Ҫапах та чӑваш сӑвви-юрри, ваттисен сӑмахӗсемпе каларӑшсем, тенешкел халапсем, пурнӑҫ философийӗн вӗсенче упраннӑ ытарӑш-вӑйтармӑшӗ те сиплӗ ун поэзийӗшӗн.

Помоги переводом

Ум сӑмах // Георгий Фёдоров. Федоров Г. И. Сӑнарлӑ сӑмах шыравӗ: Тӗпчев ӗҫӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 1996. — 224 с.

Тӗнче литератури, эппин, ун ӑшне нумай енлӗн кӗрсе вырнаҫать, пултарулӑх таппине хӑйне евӗрлӗ ӳсӗмлӗх парса пырать.

Помоги переводом

Ум сӑмах // Георгий Фёдоров. Федоров Г. И. Сӑнарлӑ сӑмах шыравӗ: Тӗпчев ӗҫӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 1996. — 224 с.

Вулакан шавах ун сӑвви-юрри Пушкин сӑнлӑх-сӑнарӗпе, Гейне поэтизмӗсемпе, Шекспир геройӗсемпе… диалоглӑн ҫывӑхланнине туйса пырать.

Помоги переводом

Ум сӑмах // Георгий Фёдоров. Федоров Г. И. Сӑнарлӑ сӑмах шыравӗ: Тӗпчев ӗҫӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 1996. — 224 с.

Строфасен кӑшӑлӗ, сонет, октава, сӑвӑлла роман час-час тӗл пулать ун пултарулӑхӗнче.

Помоги переводом

Ум сӑмах // Георгий Фёдоров. Федоров Г. И. Сӑнарлӑ сӑмах шыравӗ: Тӗпчев ӗҫӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 1996. — 224 с.

Сӑвӑсен, поэмӑсен жанрӗпе поэтики те расналанать хайхи.

Помоги переводом

Ум сӑмах // Георгий Фёдоров. Федоров Г. И. Сӑнарлӑ сӑмах шыравӗ: Тӗпчев ӗҫӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 1996. — 224 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней