Корпус чувашского языка

Новые

Пӗр шутласан, Ваньккапа ыран ир тӗл пулсан та темех марччӗ темелле.

Помоги переводом

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Ара, Телегина илсе килсенех унпа калаҫасшӑнччӗ Крапивин, мӗншӗн ҫапла пулса тухнине ӑнлантарасшӑнччӗ, ӗҫ-пуҫ урӑхларах явкаланса пыни чӑрмантарчӗ…

Помоги переводом

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Ҫав вӑхӑтрах ӑна, пач айӑпсӑр ҫынна, тӗрмене хуптарса, миҫе кун асаплантарать ӗнтӗ.

Помоги переводом

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Эппин, Крапивин халӗ Ваньккашӑн хреснай ашшӗ кӑна мар, вӑл уншӑн халӗ чӑн-чӑн ашшӗ пекех.

Помоги переводом

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Ҫавӑн чухне вӗлерес пек хӗнеҫҫӗ те ӗнтӗ ӑна Микула тусӗсем…

Помоги переводом

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Анчах Хӗлимун ӑҫта пурӑннине Ҫтаппан пӗлмен, пӗлсен те, ахӑртнех, каласа парас ҫукчӗ.

Помоги переводом

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Ҫав тӗллевпе унӑн тусӗсем пӗррехинче Ванькка ашшӗне Урапа Ҫтаппанне вӑрманта тытса чараҫҫӗ.

Помоги переводом

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Паллах, Крапивин ӑҫта тарса пурӑннине Кашкӑр Микули шутсӑр пӗлесшӗн пулнӑ.

Помоги переводом

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Ҫавӑнтанпа туса пырать те ӗнтӗ парти ӗҫне…

Помоги переводом

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Каярах Хӗлимун ун урлах большевиксемпе паллашать, Хусана куҫать.

Помоги переводом

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Юлташӗ ӑна унтах ӗҫе вырнаҫтарать.

Помоги переводом

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Куславккана, яппун вӑрҫинче пӗрле ҫапӑҫнӑ юлташӗ патне каять вӑл.

Помоги переводом

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Ҫилли-тарӑхӑвӗ тулса ҫитнӗ Хӗлимун чӑтаймасть, савнийӗ вилнӗ каҫах, тавӑрас шутпа, Кашкӑрсен кил-ҫуртне те, шыв арманне те вут тӗртсе ҫунтарать, хӑй ялтан тухса тарать.

Помоги переводом

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Ку ҫеҫ мар, тепӗр ҫулхине, мӑшкӑлпа пусмӑра тӳсеймесӗр, Альтюк шыва путса вилет…

Помоги переводом

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

1906 ҫулта яппун вӑрҫинчен таврӑннӑ салтак Хӗлимун Крапивин хӑрушӑ хыпар пӗлет: унӑн савнӑ хӗрне Альтюка Кашкӑр Микулин кӗҫӗн ывӑлӗ Алюш вӑйпах качча илнӗ иккен.

Помоги переводом

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Вулакана ӑнланма ҫӑмӑлрах пултӑр тесе, кунта ҫакна каласа хӑвармалла.

Помоги переводом

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Ванькка ашшӗне, Урапа Ҫтаппанне — Филимон Петровичӑн ялта чухнехи пӗртен-пӗр чӑн-чӑн юлташне, тӗрӗссипе, ял кулакӗ Кашкӑр Микули ӑна пула вӗлерттернӗ-ҫке.

Помоги переводом

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Вӑл — Урапа Ванькки, Крапивинӑн хреснай ывӑлӗ.

Помоги переводом

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Тӗрӗсрех каласан, япала мар вӑл, чӗрӗ ҫын, Крапивиншӑн, тен, тӗнчери чи ҫывӑх, ӑна тӑван ҫӗрпе-шывпа, амӑшӗ ҫуратса ӳстернӗ ялпа ҫыхӑнтарса тӑракан пӗртен-пӗр ҫын.

Помоги переводом

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Киле кайма чараканни тепӗр япала та пур.

Помоги переводом

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Сайт:

 

Статистика

...подробней