Корпус чувашского языка

Новые

Аялти чӑтлӑхри ҫурасен виллисем енне вӑл пӑхмарӗ те.

Помоги переводом

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Ҫапла пытарчӗ паттӑррӑн ҫапӑҫса пуҫ хунӑ тискер кайӑксене.

Помоги переводом

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Унтан Сӑпани кашкӑр амипе ывӑлне, черетпе сӗтӗре-сӗтӗре, шӑтӑка юнашар вырттарчӗ, ҫиелтен тӑпрапа витсе хучӗ.

Помоги переводом

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Ҫӗҫӗ вӑл кӗреҫе мар, тӑпрана та алӑпах авӑсмалла тата, ҫавӑнпа самаях тӑрмашма тиврӗ пӗҫ кӑкӗ таран шӑтӑк чавиччен.

Помоги переводом

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Вӑл тӑчӗ те халӗ ӗнтӗ мӗскӗннӗн курӑнакан кашкӑр виллисене пӑхса илчӗ, унтан пиҫиххирен патрон сумкипе юнашар ҫакӑнса тӑракан сунар ҫӗҫҫине салтса вӗҫертрӗ те юнашарах ҫӗр алтма тытӑнчӗ.

Помоги переводом

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Апла-тӑк Сӑпани хӑватлӑ пулин те тӑвӑла тӳсеймен хыр вулли ҫинче самаях нумай ларать…

Помоги переводом

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Ӗнтӗ тӳпе пӗлӗтрен тасалсах ҫитрӗ темелле, анчах хӗвел нихӑш енче те курӑнмарӗ, ахӑртнех, анӑҫалла анса пырать вӑл.

Помоги переводом

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Кирлӗччӗ-ха, кирлӗччӗ, кӗр нӳрри йӑлӑхтарсах ҫитерчӗ…

Помоги переводом

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Эппин, кӗҫӗр шӑнтать.

Помоги переводом

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Ҫил ҫурҫӗр енчен вӗрнине шута илсен, ку вӑл — сивӗтессе.

Помоги переводом

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Уяртать.

Йӗпхӳ те пӗрӗхме чарӑннӑ иккен, тӳпе пӗлӗтсенчен тасалса пырать.

Помоги переводом

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Йӗри-тавра вӑрман пулсан та, кунта, тӳпемрех вырӑнта, ҫил самаях вӑйланни сисӗнет.

Помоги переводом

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Лешсем вара, ҫутҫанталӑк хӑйсене ҫапла ҫуратса янипе, этемрен ӑссӑртарах ҫав, сунарҫӑ хӑйсене инкек патне юри илӗртсе кӑларнине сисмерӗҫ; ҫитменнине, ҫемьере иккӗшӗ хӑравҫӑ пулчӗҫ тата…

Помоги переводом

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Ҫапла, вилӗм патӗнчен икӗ утӑмра кӑна тӑчӗ вӑл паян, ҫапах ҫӗнтерчӗ, мӗншӗн тесен хӑрамарӗ, кашкӑр амипе ҫурисенчен ӑслӑрах пулчӗ.

Помоги переводом

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Хӑйӗнчен икӗ утӑмра выртакан кашкӑрсене пӑхса илсен, вӑл халь ҫав тери ывӑннӑ кӑна мар, халран кайнине туйса илчӗ, сухӑрлӑ йывӑҫ вулли ҫине вӑйсӑррӑн лак! ларчӗ.

Помоги переводом

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

«Ухмахсем, — шухӑшларӗ хӑй шеллесе, — аннӳпе пиччӳпе пӗрлех мана тапӑннӑ пулсан, ним мар тавӑраттӑрччӗ вӗсен пуҫӗсене ҫинӗ сунарҫа, хӑвӑр та чӗрӗ юлаттӑрччӗ, пӑшала авӑрласа ниепле те ӗлкӗреес ҫукчӗ эпӗ…»

Помоги переводом

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Вӑл, самантрах тӗлле-тӗлле, иккӗшне те умлӑн-хыҫлӑн тӳнтерчӗ.

Помоги переводом

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Эй, ӑссӑрсем, Сӑпанирен ӑҫтан тарайӑн!

Помоги переводом

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Тепӗр икӗ ҫури ҫапӑҫма шутламарӗҫ, амӑшӗпе пиччӗшӗ пуҫ хунине курнӑскерсем, чӑтлӑхалла чавтарчӗҫ.

Помоги переводом

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Сайт:

Статистика

...подробней