Корпус чувашского языка

Новые

Машинине нӑйкӑштара-нӑйкӑштара нимӗн тулӑкӗ те тухманран, шофер кабинӑран анчӗ.

6 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Улӗм ялан тӑту пурӑнаҫ икӗ этемӗн икӗ мӑшӑр алли танлӑн пӗр-пӗрин ывӑҫне кӗрсе, пӑчӑртанса пӗр-пӗрне хӗрӳн ӑшӑтрӗҫ.

6 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Мана — Кӗҫени теҫҫӗ.

6 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

— Туссем пулӑр, эппин, яланлӑхах.

6 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Матви ҫын пирки нихӑҫан та усал калаҫмасть, — Кӗҫени Ельккана ӑшӑ сӑмахсем татах та, татах та каласшӑнччӗ-тӗр те, пуҫласа куракан ҫынпа алла таранах сӑпайсӑрланни хитрех курӑнманнине сиссе, ҫавӑнтах хӑй еккине ҫепӗҫ-ҫепӗҫ куллипе сӗвӗртрӗ.

6 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

— Ҫук, ыррине кӑна.

6 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

— Япӑххине пуль? — кӗтменлӗх саманчӗпе шӗлтӗркесе, калаҫу майне ҫеҫ тӑнласа тӑчӗ хӗр.

6 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

— Сирӗн пирки мана Матви нумай-нумай каласа кӑтартнӑ.

6 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Елькка, килӗшсе, пуҫӗпе сулчӗ.

6 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

— Елькка пуль? — упӑшки енне ыйтуллӑн вӗлт пӑхса илчӗ Кӗҫени.

6 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

— Паллашӑр та — туссем пулӑр.

6 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

— Паллашӑр, манӑн арӑм, — пырса тӑнӑ чиперккене ҫурӑмӗнчен ҫупӑрларӗ Матви.

6 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Килес ҫул, ҫуркуннепе, ҫӗршыв типнӗ-типменех, пӳрт хӑпартас тесеттӗмӗр.

6 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Пӳрт никӗсне хытарнӑ чухне кирлӗ пулать тесе хӑйӑра кайрӑмӑр та, ак, лакса лартӑмӑр-ха кӑкранах…

6 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

— Эпех-ха…

Пылчӑша вараланнӑ аллине, фуфайки ҫумне сӗркелесе тасаткаласа, хирӗҫ хӑюсӑррӑн тӑсрӗ хӗр.

6 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

— Вӑт-тӑк тӗлпулу!

6 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Матви алӑ пырса пачӗ:

6 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

— Елькка?!.

— Матви?!.

Сайт:

Статистика

...подробней