Корпус чувашского языка

Новые

Ак иккен, ейӳ ямалли, сикки сикмелли хӗпӗртӗк, ҫав асаилӳ, хуйхӑ тӗлне ҫеҫ капланчӗ-мӗн.

6 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Ара, туй пӗркенчӗкӗ илсе пама пулнӑччӗ-ҫке Кӗҫение вӑл, шарлак кӑлӑкӗ евӗр шурӑ-шурӑ пӗркенчӗке.

6 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Епле тавҫӑрма ӑс ҫитерчӗтӗр Матви Хирти Тӗнкӗрӗн хир урамӗпе анса лавкка урамнелле пӑрӑнсан, янках вӗтелесе илчӗ ун ӑшӗ-чиккине: ара, вӑт, каттӑршнӑй пуҫӗ, шантарса тӑнӑ япала туянса парӑп тесе арасланса пурӑннӑ ҫӗртенех пуҫран тӑнч тухах ӳк.

6 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Йӑлтах, чирлӗ ҫынна юлашки хут илемӗпе савӑнтарса хӑварасла, капӑр, сарлака, ынатлӑ.

6 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Таҫта ҫурҫӗрӗ-кӑнтӑрӗ, таҫта сулахайӗ-сылтӑмӗ кунта…

6 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Аташса, ҫӗтсе ҫуна йӗрӗнчен пӑрӑнас-тӑк, чӑн та, ӑҫталла утмаллине те тӗшмӗртсе пӗтереймӗн тӳрех.

6 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Тӳпе ачисем — юр пӗрчисем, хӗлле валли васкасах ҫӑмламас кӗпе ҫӗлеме хыпӑннӑн, талккишӗпех шурӑ, шурӑ, шурӑ.

6 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Ни хӗрри, ни хыҫӗ, ни умӗ курӑнмасть унӑн.

6 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Пӗтӗм хир анлӑшӗпех лап-лап-лап.

6 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Юр, тӳпе хапхине яри уҫса янӑн, татти-сипписӗр тӑкӑнать.

6 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Ку ял витӗр тухсан, ҫырма урлӑ каҫса тепӗр сӑрта хӑпарсан — вӗсен ялӗ — Анатпа Тури Сӑрмӑшсем.

6 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Унӑн тепӗр енче, сӑрт ҫамкинче, хӗвел питтин — Хирти Тӗнкӗр ялӗ.

6 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Шухӑшпа хӗвӗшсе пынӑҫемӗн ҫул катӑлни те сисӗнмест: ҫуна йӗрӗ, лапамран паҫӑрах иртсе, сӑрт тӳпине хӑларчӗ.

6 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Елькка Матвипе Кӗҫени килйьшӗшӗп — ҫутӑ хунар, куллен тав туса пӗтермелле мар этем.

6 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Пирвайхи, Дини, ҫуралсассӑн та, хӗреснамӑшне кама тумаллине пуҫӗсене ватса тертленмерӗҫ арӑмӗпе упӑшки, иккӗшӗ те, тахҫан-тахҫан калаҫса татӑлнӑн, Ельккапа тӑванлашрӗҫ.

6 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Пӗр варта ӳтленнӗ йӗкӗрешсемле — вӗҫӗмех тату, вӗҫӗмех шӑкӑл-шӑкӑл вӗсем.

6 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Кӗҫенипе Матви ачи-пӑчи тӗлӗшпе-и, е килте-ҫуртра татса памалли мӗн те пулин урӑххипе-и (хӗрарӑм вак-тӗвекӗ вӑл тупӑнах тӑрать) — канаш тытаканӗсем ни Кӗҫенийӗ Ельккасӑр, ни Елькки Кӗҫенисӗр утӑм та ҫук ниҫталла.

6 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Ҫавӑншӑнах, ӑшпиллӗхӗ чӑп-чӑммиех тапса тӑнӑран, чӑн-чӑннипех килӗштерсе пӑрахрӗ те ӑна Кӗҫени.

6 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Малтан-малтан та, ун хыҫҫӑлхи кунсенче, вараран вара та, вунсакӑр кун тӗшши пек кӑна мар вунсакӑр ҫул тӑршшинчи самантсенче, ни Кӗҫени, ни Матви чӗптӗм те хуйхатмарӗҫ кузоври, шӑн ҫил ҫинчи, тасаран та таса асаилӗве, яланлӑхах чӗресенчен кӑларса сӗвӗртнӗ тӑварлӑ хӳхлеве.

6 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Кӗҫение чунне кӑларса парасла тӑвӑнчӑк хӑй, мӗскӗн.

6 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Сайт:

 

Статистика

...подробней