Корпус чувашского языка

Новые

Матви, ав, кайрӗ те пӗрре, каласа, картса хунӑ пекех шат та пат улӑштармарӗ кӑмӑлне.

6 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Сарас вырӑнӗ те сивӗ, пӳрт ӑшчиккийӗ те юнран ӳт илнӗ тӑван ача сассисӗр…

6 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Ельккан вара хӗр чухнехи, ҫирӗмри майлах — пушӑ, пӗччен, мӑшӑрсӑр.

6 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Асли, ав, Чулхулара, систерсе хума та ӗлкӗрнӗ, пӗлтерет: чипер хӗр тупӑннӑ иккен ун тӗлне, авланма шухӑш тытнӑ, килйышланать — часах туйне йыхравлама пулать.

6 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Вӗсенчен (кунҫул йӗрки ҫапла-тӑр ӗнтӗ) хыпар-хӑнарӗ те халь ҫыру халлӗн ҫеҫ.

6 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Шӑллӗсем, ӳсен-пӗри, тӗкленчӗҫ, ура ҫине тӑчӗҫ, тӑван йӑваран вӗҫе-вӗҫе тухса кайса пӗтрӗҫ.

6 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

«Уйӑхшӑн-хӗвелшӗн» тесе те каланӑччӗ те вӑл ун чухне — кӑчӑр-кӑчӑр каҫранпа уйӑхӗ те, хӗвелӗ те пайтах ҫавра турӑҫ пуль хӑй, еккипе — Елькка пурнӑҫӗ, ав, сирмен ҫивитти пекех нимӗн те улшӑнмарӗ, чӑлт-шурӑ.

6 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Пурӑнни, кӗтни, ӗненни, ав, шанни — кӗтни-ӗненнипех, шаннипе-ҫемҫелменнипех, йӑшманнипех юлчӗ.

6 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Хӑй кӑмӑлӗ те, вӗҫе-вӗҫ капла тӑмасан, йӑшӗ, ҫемҫелӗ тесе пурӑннӑ.

6 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Шанман мар, шаннӑ вӑл Матви каялла тапса килессе, унпа варлӑ, арлӑ-арӑмлӑ пуласса кӗтнӗ, ӗненнӗ.

6 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Хӗр чухнехи хушамат хӗрӗхре те улшӑнмарӗ, тени, ав, шӑп та лӑп Елькка тӗлнех синкерленсе анчӗ.

6 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Ҫапла, туй пӗркенчӗкӗ пӗркенме, хӗр йӗрри йӗрсе Матви Никоновсен килне кин пулса кӗме пӳрнӗ ҫӗртенех шатӑрт икке пайларӗ ӑнсӑрт инкек икке пайланмалла мар телеех.

6 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

… Туй пӗркенчӗкӗ…

6 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Тусан, тусан, тусан…

6 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Хӑтлӑ, чӗрӗ каҫхи тӗнче, уҫӑ, кӑчӑр-кӑчӑр…

6 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Кӗлте илме пӗшкӗннӗ май вӗлт пӑхать те Елькка Матви еннелле куҫӗпе вӗлт салам ярать, вӗлт йӑтать те кӗлтине — вӗлт салам ярать; тути хӑйӗн, тута хушшине хурас чӑп-чӑмӑр ҫӗр ҫырлилле, пӑхмассерен йӑл-л ирӗлет, пӑхмассерен йӑл-л ирӗлет…

6 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Каллех вӗлт те вӗлт сӗлӗ кӗлти ҫӳлелле, ух та ух молотилка хырӑмӗ.

6 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Ҫутӑ капламланчӗ молотилка тавра, мотор хӑюлланчӗ.

6 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

— Васкарах!..

6 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Капана пӗтерсе пӑрахар! — йӗтем ҫӳллӗшне чӗнӳленсе хӑпарчӗ ӗҫ умне тӑма хистекен патвар сасӑ.

6 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Сайт:

 

Статистика

...подробней