Новые
Шупашкарӑн-пульницан ҫӳресе те чылаях тӑккаланчӗ-тӗр.
6 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Хӑй те, ак, ку яхӑнта ӗҫ ҫумне ҫыпҫӑнаймарӗ, уссинчен ытла тӑкакне ҫеҫ кӑтартрӗ пулмалла.
6 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Кӗрекенни ҫук таҫтанах.
6 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Ай-яй перекетлӗ тыткаламалла та ӑна халь ҫине.
6 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Матвийӗ те, хӗрӗхри хӗрелмес, хӗрхенмен укҫи-тенкине, туй пӗркенчӗкӗне аппӑланнӑ.
6 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Тепле, сывалаясчӗ те Кӗҫенин ҫавӑнччен, тӑраясчӗ те ури ҫине…
6 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Ҫуркуннене тухсан, ак, ҫӗршыв хытма-типшӗрме пикенсен, йывӑра тапӑнмалли пулать-ха Матвипе иккӗшӗн, никӗс ямалла, ҫӗнӗ пӳрт хӑпартмалла пулать.
6 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Инҫе ҫав-ха унччен, инҫе, ҫывӑх мар…
6 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Халь ӗне пушанасса та тепӗр икӗ уйӑх кӗтмелле-ха, ав.
6 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Ӗне-пӑруласан, ҫуркуннене хирӗҫ, ӑшӑ сӗт ӗҫкелеме тытӑнсан, самаях ӑша пыраканччӗ те вӗт вӑл.
6 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Самайлянсан, вӑй пухарахпа, тепре хума пулчӗҫ операцие…
6 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Тухтӑрсем те йӑпатнисӗр, мӗн-ку апат ҫимеллисемсӗр пуҫне нимӗнех те уҫҫи-хуппине калаймарӗҫ, иртессе шантарса, ӑшӑ сӑмахсемпе ҫеҫ самайланма сӗнчӗҫ.
6 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Ҫук-тӑр, пӗрре ҫӑлчӗ, иккӗ ҫӑлчӗ Матви, виҫҫӗмӗшӗнче те ҫӑлас, терӗ…
6 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Лартрӗ те, ак, ҫӗлен павнӑ пек пӑвӑртса…
6 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Ним хуйха-суйха, эрлӗке-кулянӑҫа пӗлместчӗ йӑлтӑр кӑмӑллӑ хӗрарӑм.
6 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Вӗҫсе, чӗвӗл-чӗвӗлтетсе тӑватчӗ вӑл алла лекен-мӗн ӗҫе.
6 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Мӗнешкел тӑп-тӑр уяр та хип-хитреччӗ Кӗҫенин иртнине малаш кунӗсем.
6 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Пиҫмелле те, ырӑ-сывӑ майлашӑнсан, хӑйӗн ҫимӗҫ кӳме тытӑнмалла: ачи-пӑчи йӑкӑлтӑккин-йӑкӑлтӑк сикме тытӑнмалла чӗрҫи ҫинче…
6 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Юрласа, чӑп-чӑмӑркка пиҫмелле.
6 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Мӗн ӗнтӗ, мӗн тӑвас тен, хӗвелӗ пӑхать-тӗк, ҫумӑрӗ ҫӑвать-тӗк — пиҫмеллех ӗнтӗ пиҫмелли ҫимӗҫӗн.