Корпус чувашского языка

Новые

— Э-э, чим-ха, пӗлмен хулана справкӑсӑр пырса кӗме аван мар, — терӗ те Павӑл Павленковӑн энциклопеди словарьне уҫса пӑхрӗ.

1 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Эпир Хусана ҫӳретпӗр: вӗренме те, сухан сутма та, тур амӑшне пуҫҫапма та…

1 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

— Шупашкарта пулса курнӑ-и эс, Ваня? — ыйтрӗ Эльгеев юлташӗнчен, ҫула тухма хатӗрленнӗ хушӑра.

1 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Чылай калаҫса ларнӑ хыҫҫӑн, Эльгеев кайма тӑрсан, Анисим Митрофанович ӑна хӑй патнерех чӗнсе илчӗ те: — Кирек кам пулсан та, Эльгеев, хӑв халӑхна ан ман. Кӑткӑс музыкӑна итлеме хӑнӑхиччен — малтан вӑл таса куҫлӑ, витӗр хӑлхаллӑ, ҫутӑ сӑн-питлӗ те ҫирӗп сывлӑхлӑ пулма вӗрентӗрччӗ. Эп вак халӑхсем хушшинче ӳснӗ, вӗсен нушине хам ӗмӗрте чылай курнӑ. Сывлӑх кирлӗ вӗсене кирек мӗнле самантра та! — терӗ.

5 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Профессионал пулма тур килмесен те, нумай ҫынна савӑнтарма пултарӑн эс ку сӗрме купӑспа, — терӗ Анисим Митрофанович; кун хыҫҫӑн Хусанти хӑш-хӑш профессорсен ячӗсене — хӑйсен ирӗкӗпе музыкӑна вӗреннисене — аса илчӗ.

5 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

— Тембр енчен ку сан Амати сӗрме купӑсӗ пулмалла.

5 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Профессор ыйтнипе тӗрлӗ арпеджио тата илемлӗ импровизацисем каласа кӑтартрӗ Эльгеев.

5 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

— Пултарнӑ таран вӗренесехчӗ-ха сирӗн патӑрта, — терӗ Эльгеев, ҫӗнӗ сӗрме купӑс туянни ҫинчен пӗлтерсе.

5 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Иккӗленӳллӗ шухӑша парӑнас килмерӗ Павӑлӑн.

5 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Сӗрме купӑс учителӗ хӑй профессине хирӗҫ каласса Эльгеев пӗрре те кӗтменччӗ.

5 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Медицина ӗҫне ҫине тӑрсах вӗренсен усӑллӑрах пулмӗ-ши сана, Павлуша?

5 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Эсӗ вара пӗтӗм вӑйна хурса купӑсҫӑ пулма хыпаланатӑн…

5 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Вӗсем сана тем тери пархатарлӑ пулӗҫ!..

5 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Вара тӑванусем патне кайӑн та чахоткӑпа, куҫ чирӗпе, чӗре чирӗпе аптраса пурӑнакансене сиплеме тытӑнӑн.

5 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

— Эс виҫҫӗмӗш курс студенчӗ ӗнтӗ, тепӗр виҫӗ ҫултан врач дипломне илӗн.

5 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

— Сана ман ак мӗн калас килет, чӑваш ачи, — терӗ вӑл юлашкинчен.

5 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Чей ӗҫнӗ хушӑра профессор Эльгеев ӗҫӗ-хӗлӗсем ҫинчен ыйтса интересленчӗ.

5 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Ҫармӑс пылӗпе! — хавассӑн йышӑнчӗ Эльгеева Анисим Митрофанович.

5 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

— О-о, Павлуша, ларсам — чей ӗҫер пӗрле!

5 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Ҫав каҫах вӑл профессор патне васкарӗ.

5 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Сайт:

 

Статистика

...подробней