Новые
Ҫак ҫирӗп ӗненӳ, хӑш-пӗр чух паянхи куна шанманни («шӑршлӑ каҫ йывӑрри») асаплӑхра «чӑваш ячӗ таҫта аслатиллӗ саспа» чӗрӗлнине туйса тӑнинчен те килнӗ.
«Чӑваш эпӗр пултӑмӑр…» // Георгий Фёдоров. Федоров Г. И. Сӑнарлӑ сӑмах шыравӗ: Тӗпчев ӗҫӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 1996. — 224 с.
Тен, ҫавӑнпах «ӗмӗт наклоненийӗ», пулас вӑхӑт таппи хытӑ сисӗнет сӑвӑҫ хайлавӗсенче: «иртӗ ҫав (иртнӗ вӑхӑтӑн тискерлӗхӗ. — Г. Ф. ) самана»; «Вӑхӑт ҫитӗ, вӑхӑт пулӗ: Ҫӗн йӗрке килсен,… юхмӗ тек куҫҫулӗ, Ҫӗнӗ пурӑнӑҫ хӗвелӗ ҫунӗ ҫутатса»; «пуласси хӗвел пекех ҫап-ҫутӑ»; «Интернационал кӗперӗ анӗ»; «Чӗрере ачашшӑн ҫунӗ, ҫулӑмланӗ Тантӑшлӑх, тӑванлӑх, юрату кӑварӗ»…
«Чӑваш эпӗр пултӑмӑр…» // Георгий Фёдоров. Федоров Г. И. Сӑнарлӑ сӑмах шыравӗ: Тӗпчев ӗҫӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 1996. — 224 с.
Паянлӑхра телей тупаймасть вӑл, ун оптимизмӗ те килес кунсен ытарлӑхне туйса тӑнинче палӑрать хӑш чухне.
«Чӑваш эпӗр пултӑмӑр…» // Георгий Фёдоров. Федоров Г. И. Сӑнарлӑ сӑмах шыравӗ: Тӗпчев ӗҫӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 1996. — 224 с.
В. Г. Родионов сӑнанӑ тӑрӑх, Ҫеҫпӗлӗн трагедийӗ те эстетика тӗлӗшӗнчен кӑтартуллӑ — сӑвӑҫ шавах ырӑ вӑхӑт килессе шанать, ӑна ыранлӑхра кӗтет.
«Чӑваш эпӗр пултӑмӑр…» // Георгий Фёдоров. Федоров Г. И. Сӑнарлӑ сӑмах шыравӗ: Тӗпчев ӗҫӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 1996. — 224 с.
Вӑл ҫӗнӗ пурнӑҫ юрӑҫи пулнине асӑрханӑ.
«Чӑваш эпӗр пултӑмӑр…» // Георгий Фёдоров. Федоров Г. И. Сӑнарлӑ сӑмах шыравӗ: Тӗпчев ӗҫӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 1996. — 224 с.
Унччен эпир поэт оптимист пулнине мала хунӑ.
«Чӑваш эпӗр пултӑмӑр…» // Георгий Фёдоров. Федоров Г. И. Сӑнарлӑ сӑмах шыравӗ: Тӗпчев ӗҫӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 1996. — 224 с.
… Ахальтен мар поэт сӑввисем хӑш чух проза ритмне ҫывӑх, вӗсенче анлӑ эпикӑлӑх таппи вӑйлӑ.
«Чӑваш эпӗр пултӑмӑр…» // Георгий Фёдоров. Федоров Г. И. Сӑнарлӑ сӑмах шыравӗ: Тӗпчев ӗҫӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 1996. — 224 с.
Поэтӑн сӑнарлӑхӗ те ҫавна май пӗтӗм тӗнчене ярса илекен, ытамлакан, витерекен сӑнлӑх-сӑнар — «тапранӗ кӑвар кайӑкла», «кун-ҫул утти», «чӗрӗлет чӑваш ячӗ таҫта аслатиллӗ саспа», «Эй, эсир, чӗррисем!»
«Чӑваш эпӗр пултӑмӑр…» // Георгий Фёдоров. Федоров Г. И. Сӑнарлӑ сӑмах шыравӗ: Тӗпчев ӗҫӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 1996. — 224 с.
Ахальтен мар поэт чӗнсе, тилмӗрсе, ыйтса каланӑ чух ытларах ватӑсем, чӑвашсем, Ҫӗнӗ кун, вӑхӑт, Ҫӗн поэт, чӑваш ачи йышши пӗтӗмлетӳллӗ сӑнарсем ытларах тӗл пулаҫҫӗ.
«Чӑваш эпӗр пултӑмӑр…» // Георгий Фёдоров. Федоров Г. И. Сӑнарлӑ сӑмах шыравӗ: Тӗпчев ӗҫӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 1996. — 224 с.
Вӑхӑт анлӑшӗ, тӗнчери пулӑмсен хӑвачӗ тухать куҫ умне.
«Чӑваш эпӗр пултӑмӑр…» // Георгий Фёдоров. Федоров Г. И. Сӑнарлӑ сӑмах шыравӗ: Тӗпчев ӗҫӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 1996. — 224 с.
-Лӑх, -лӗх аффикссемпе хушӑнса пулнӑ япала ячӗсем те, повторлӑ, ик хут калакан сӑмахсем йышлӑ пулни те («хуп-хура, сип-симӗсӗн», «хар-хаяррӑн», «хӗрлӗ-хӗрлӗ…), эпитетсем, предложенисем, фразӑсем анлӑ пулни те («вӗри вутлӑ ҫулӑм», «ӗлӗкхи ӗмӗрсен ӗмӗлки», «чӑваш чӗлхи ҫеҫке ярса чечекленсен»…) туйӑма вӑйлатнипе пӗрлех панорамӑллӑ сӑнсем ӳкерме пулӑшать.
«Чӑваш эпӗр пултӑмӑр…» // Георгий Фёдоров. Федоров Г. И. Сӑнарлӑ сӑмах шыравӗ: Тӗпчев ӗҫӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 1996. — 224 с.
Поэтшӑн сӑмах таппи, ун ӳсӗмлӗхӗ сарӑлса пыни, ҫавна ӗненни мала тухнине пӗлтерет вӑл.
«Чӑваш эпӗр пултӑмӑр…» // Георгий Фёдоров. Федоров Г. И. Сӑнарлӑ сӑмах шыравӗ: Тӗпчев ӗҫӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 1996. — 224 с.
Чӗнсе, тилмӗрсе, хистесе калани вара синтаксис ӑшне-чиккине шӑнӑрласа пырать.
«Чӑваш эпӗр пултӑмӑр…» // Георгий Фёдоров. Федоров Г. И. Сӑнарлӑ сӑмах шыравӗ: Тӗпчев ӗҫӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 1996. — 224 с.
Ҫавӑнпа уншӑн синтаксис туйӑмӗ, тӗрлӗ пулӑмсене, енсене, шухӑш пайрӑмӗсене сыпӑнтарса пымалли мел-мехел тӗп вырӑнта.
«Чӑваш эпӗр пултӑмӑр…» // Георгий Фёдоров. Федоров Г. И. Сӑнарлӑ сӑмах шыравӗ: Тӗпчев ӗҫӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 1996. — 224 с.
Ҫак мӗн пур туйӑма, шухӑша, васкавсӑрлӑха, ӳсӗмлӗхе, ытти нумай пахалӑха пӗр тӗвве ҫыхасшӑн Ҫеҫпӗл.
«Чӑваш эпӗр пултӑмӑр…» // Георгий Фёдоров. Федоров Г. И. Сӑнарлӑ сӑмах шыравӗ: Тӗпчев ӗҫӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 1996. — 224 с.
Ав мӗншӗн ун лирика геройӗ те эпика таппи-хевтипе пурӑнать, унра чӑваш чӗри тапать, сунӑм-юнӑмӑн нациллӗ тайлӑмӗ-хуҫлӑмӗ сисӗнсе тӑрать.
«Чӑваш эпӗр пултӑмӑр…» // Георгий Фёдоров. Федоров Г. И. Сӑнарлӑ сӑмах шыравӗ: Тӗпчев ӗҫӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 1996. — 224 с.
Ҫапах та чунӑн ҫак кӗтессине ҫеҫ илесшӗн мар художник, халӑхӑн нациллӗ сӗмне тупасшӑн ҫине тӑрулӑхра.
«Чӑваш эпӗр пултӑмӑр…» // Георгий Фёдоров. Федоров Г. И. Сӑнарлӑ сӑмах шыравӗ: Тӗпчев ӗҫӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 1996. — 224 с.
Ҫине тӑрулӑх, вӗри кӑмӑл, паллах, уйрӑм ҫын чӗринче, ун романтикӑллӑ чунӗнче.
«Чӑваш эпӗр пултӑмӑр…» // Георгий Фёдоров. Федоров Г. И. Сӑнарлӑ сӑмах шыравӗ: Тӗпчев ӗҫӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 1996. — 224 с.
Ун поэтики пӗр сӑмахран теприне, унтан фразӑна, предложение, периода куҫса пыракан ӳсӗмлӗхпе паха.
«Чӑваш эпӗр пултӑмӑр…» // Георгий Фёдоров. Федоров Г. И. Сӑнарлӑ сӑмах шыравӗ: Тӗпчев ӗҫӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 1996. — 224 с.
Ҫавӑнпах вӑл уйрӑм сӑмахра ҫеҫ тӗвӗленсе чӑмӑртаннӑ сӑнарлӑха кӑмӑлламасть.