Корпус чувашского языка

Новые

«Вӑл, ҫамрӑк пулсан та, аслӑ, хуҫалӑха тытма пӗлет», — тетчӗҫ ун ҫинчен.

Помоги переводом

VII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Мӗншӗн тесен вӗсем Ятман колхоза вӑйлӑлатассишӗн мӗнле тӑрӑшнине курса тӑнӑ.

Помоги переводом

VII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Ӑна ват ҫынсем те хисепленӗ.

Помоги переводом

VII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Чи кӑра характерлӑ хӗрарӑмсем те ун ҫине нумай вӑхӑт хушши ҫиленсе ҫӳреме пултарайман, вӑл хӑтӑрарах, вӗрентерех каланӑ чух шӑрт-март тукаласа илнӗ, ҫавӑнтах, килӗшӳ ыйтнӑ пек, юрӗ-ҫке, Ятман, эс каланӑ пекех тӑвӑпӑр, — тесе каласа хунӑ.

Помоги переводом

VII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Ялта мӗнпур ҫын кӑмӑлне кайма ҫуках ӗнтӗ, темле ырӑ пулсан та, сана хурлакан тупӑнатех, ҫапах та Ятмана ялта пурте тенӗ пекех юрӑтнӑ.

Помоги переводом

VII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Ӗҫре Ятман яланах Куҫмана кирлӗ пек тӗплӗ пулнӑ, ҫынсемпе кӑшкӑрса мар, хӑшпӗрисем пек ҫӑвар вылятса та мар, ӗҫлӗ калаҫнӑ, вӑл ҫынсен кӑмӑлне никамран лайӑх пӗлсе тӑнӑ, ҫавӑнпа та кашни ҫын валли унӑй хӑйне уйрӑм сӑмах тупӑннӑ.

Помоги переводом

VII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Унпа вӑл ҫулталӑк ытла пӗрле ӗҫленӗ, ҫак ҫулталӑк хушшинче ҫиленмеллипех ҫиленсе курман.

Помоги переводом

VII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Ыйтас пулсан, мӗншӗнне уҫҫӑнах каласа пама та пӗлес ҫук, ҫапах та ӑна вӑл хӑйӗн тӑван ывӑлне савнӑ пек савать.

Помоги переводом

VII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Ак вӑл Ятмана калама ҫук юратать.

Помоги переводом

VII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Кӑна вӑл куҫ умӗнчех каламасть, ҫапах та сисет, курать.

Помоги переводом

VII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Ӑна та хӑш-пӗр ҫынсем кӑмӑлне каяҫҫӗ, хӑш-пӗрисене вӑл тӳсме пултараймасть.

Помоги переводом

VII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Куҫма кашни ҫынпа пакӑлтатма пултараймасть, ҫынна тӳрех чӗрине уҫса памасть, ҫапах та унӑн хӑйне кура чунӗ пур, хӑйне кура вӑл савӑнма та, хурланма та, тарӑхма та, хӑпартланма та пултарать.

Помоги переводом

VII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Анчах вӑл ӗҫре калама ҫук чӑтӑмлӑ, шухӑш ун ҫирӗп.

Помоги переводом

VII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Ҫиелтен пӑхсан, ҫак этем ӗнтӗ-пурнӑҫра урӑх нимшӗн те тӑрӑшмасть пек, ун нимӗнле ӗмӗт те ҫук пек.

Помоги переводом

VII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Ку сӑмахсене те Куҫма типпӗн, шут шӑрҫисене васкамасӑр шутара-шутара хунӑ пек, калать, вӑл мӗнле каланинчен Куҫма пичче чӑнах та питӗ кичем пурнӑҫпа пурӑннине туйса илетӗн.

Помоги переводом

VII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Вот, ҫапла пурӑнатӑп пӗр майлӑ.

Помоги переводом

VII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Ҫавӑнпа эвакуаципе килнӗ украинка ҫемйине кӗртрӗм.

Помоги переводом

VII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Килте ӗнтӗ ман никам та ҫук, хӗрача ҫара кайрӗ.

Помоги переводом

VII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Кунӗпе кунта ларап, ӗҫ питӗ нумай.

Помоги переводом

VII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

— Пурӑнатӑп ҫапла.

Помоги переводом

VII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Сайт:

 

Статистика

...подробней