Корпус чувашского языка

Новые

Буксир анаталла май васкаса анать, ун хумӗсем шултра та вӑйлӑ, кимӗсенчен пӗри ҫӑмӑллӑн вылянса тӑрӑхла май ҫаврӑнсан, хумсем ӑна ҫийӗнчех ӳпӗнтерсе янӑ пулӗччӗҫ, ҫавӑнпа кӗсменпе ӗҫлекенсем тата кормовойсем халран кайсах юхӑма урлӑ ишеҫҫӗ.

Помоги переводом

XI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Пушӑлла пулсан, ҫамрӑксем хум сиккипе ярӑнма хӑйсем шаларах кӗрсе кайнӑ пулӗччӗҫ ӗнтӗ, буксира хыҫалтан хӑвалатчӗҫ, халӗ унтан часрах пытанма тӑрӑшаҫҫӗ.

Помоги переводом

XI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Ҫамрӑксем, кӗсменсемпе вӑйлӑн ишсе, перевоз патне васкарӗҫ; вӗсем ӗнтӗ ҫыран хӗрринех ҫитнӗччӗ, ҫав вӑхатра тулли кимӗсене Атӑл варринчен капланса килекен хум вӑйлӑн пырса ҫапрӗ.

Помоги переводом

XI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Кимӗсем ҫыранран хускалса кайнӑ чухне Атӑл ҫинче нимле пароход та курӑнмастчӗ, ҫамрӑксем хӑйсене «Мӗн парохочӗ пултӑр халӗ пӑр ларас ӳмӗн?» тесе те лӑплантарчӗҫ, тепӗр ҫырана ҫитеспе вара ҫӳлти кӳкӑртан кӗтмен ҫӗртен икӗ баржа кӑкарса янӑ буксир персе тухрӗ.

Помоги переводом

XI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Вӗсемшӗн виҫӗ кимме утӑ капанӗсем пек тиесе тултарасси йывӑр ӗҫ пулмарӗ, анчах Атӑл урлӑ каҫма яланхи пекех чӑрмавлӑ пулчӗ.

Помоги переводом

XI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Каҫ кӳлӗм, кӑшт ӗҫлесен, Михалапа Сахрун ҫамрӑксене каснӑ хулла кимӗсем ҫине тиеме хушрӗҫ.

Помоги переводом

XI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Халӗ ӗнтӗ халӑх, парка хӑва шыраса, темиҫе ҫухрӑма сапаланчӗ.

Помоги переводом

XI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Ҫынсем каллех ӗҫе пикенчӗҫ.

Помоги переводом

XI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Тутаркассинчен ват ҫынсем йышлӑн каҫса ҫитсен, ташӑ пӗтрӗ.

Помоги переводом

XI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Садыков хӑй ташласа ывӑннӑ хыҫҫӑн икӗ ҫамрӑка туртса кӑларчӗ, вара пӗр ҫын юлми ташличчен Карачӑма канма та памарӗҫ.

Помоги переводом

XI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Ташӑ хӑвӑртлӑхӗ ӳснӗҫемӗн ура айӗнчи хӑйӑр айккинелле вӑркӑшрӗ, ҫиеле шап-шур та типӗ хӑйӑр тухса пычӗ, пӑртак тӑрсан ташлакансен ушкӑнӗ ҫийӗн тӗтре евӗр тусан йӑсӑрланса хӑпарчӗ.

Помоги переводом

XI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Стариксем курчӗҫ, лутрарах кӑна, анчах пӗвӗпе тӗреклӗ тутар ачи, Садыков, ушкӑн варрине тухса пиҫиххине тӳрлетсе илчӗ, шӑмшакӗпе сатуррӑн ҫӳлелле ҫӗкленчӗ, вара, нӳрлӗ хӑйӑра тӗшӗрсе, ҫынсен умӗпе хӑвӑрт-хӑвӑрт утса ҫаврӑнчӗ, ҫавӑнтах купӑсҫӑ умне чарӑнса пӗр-икӗ хутчен урипе ҫӗр ҫине тапрӗ те кӑлтӑрмач пек ҫаврӑнма пикенчӗ.

Помоги переводом

XI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Ҫав вӑхӑтра Атӑл хӗрринчен Ваҫукпа пӗрле Тутаркас ачисем виҫҫӗн-тӑваттӑн пырса тӑчӗҫ, вара ташӑ хӗрмеллипех хӗрсе кайрӗ.

Помоги переводом

XI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Акӑ халь те Карачӑм чи малтан «Михала кӗввине» каласа ячӗ, унтан, Михала килес ҫуккине пӗлсе, урӑх кӗвӗ пуҫларӗ.

Помоги переводом

XI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Сахрун ҫакна кура хӑй тӗллӗн кулса илчӗ: вӑрҫӑ Михала кӑмӑлне те хытарнӑ иккен, кун пек чухне ялан ҫамрӑксемпе пӗрле пулакан старик ташлама та манчӗ темелле, сӑмахпа хӑйне хӑпартлантарса, хӑрах урипе ташлам пекки тукаласа илет те ҫавӑнтах лӑпланать, купӑсҫӑ пӗтӗм ял пӗлсе тӑракан «Михала кӗвви» каланине илтмӗш пулать.

Помоги переводом

XI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Анчах хӑй ҫамрӑксем патне кайма кӑмӑл тумарӗ, Сахрунпа юнашар тӗмеске ҫине вырнаҫса ларчӗ те кӗсйинчи табак хутаҫҫине шырама пикенчӗ.

Помоги переводом

XI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

— Ташӑ вӑл чуна ҫемҫетекен япала!

Помоги переводом

XI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

— Эх, эсӗ ташӑ-юрӑ таврашне юратмастӑн вара! — кӑмӑлсӑр пулчӗ Михала.

Помоги переводом

XI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

— Кирлӗ мар, йӑпанччӑр хӑйсемех, — алне сулчӗ лешӗ.

Помоги переводом

XI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

— Мӗнле, Сахрун, кайса ват шӑмшаксене ҫемҫетер мар-и?

Помоги переводом

XI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Сайт:

 

Статистика

...подробней