Корпус чувашского языка

Новые

— Ҫаплах, хам ирӗкпе, — куҫне ҫӗклемесӗр тавӑрчӗ Карачӑм.

Помоги переводом

ХХIV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

— Мӗнле вӑл вӑрҫа каять? — терӗ Михала пичче.

Помоги переводом

ХХIV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

— Карачӑм вӑрҫа каять…

Помоги переводом

ХХIV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

— Киле таврӑнатпӑр, ҫимелли пӗтрӗ-ха, — айӑплӑн сӑмах хушрӗ Анушка.

Помоги переводом

ХХIV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

— МТС-ра ӗҫлес пулать!

Помоги переводом

ХХIV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

— Эсир мӗн, ҫынсем ӗҫленӗ вӑхӑтра каллӗн-маллӗн утса ҫӳретӗр? — ятланӑ пек кӗтсе илчӗ вӗсене Кӑтра Михала.

Помоги переводом

ХХIV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Кӑнтӑрла тӗлӗнче ӗҫлекенсем патне районран таврӑнакан Анушкапа Карачӑм пырса ҫитрӗҫ.

Помоги переводом

ХХIV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Пӗри, хӑранӑ пек пулса, хыттӑнах ҫухӑрса ярать, ыттисем пӗтӗм улӑх илтмелле ахӑлтатса кулаҫҫӗ, улӑх кулӑпа чӗтресе тӑрать.

Помоги переводом

ХХIV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

— Майӗпентерех, урана касатӑн!

Помоги переводом

ХХIV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

— Асту, Марине, такӑнса ӳкен, ак кунта тӗмеске пур!

Помоги переводом

ХХIV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

— Пӑрӑнӑр, хӗрсем, таптаса каятпӑр! — кӑшкӑрать Марине.

Помоги переводом

ХХIV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

«Ӑста ҫулать, ҫавӑнпа хӑйӗн ӗҫне халӑха кӑтартма та вӑтанмасть», — тет ӑшӗнче Ятман.

Помоги переводом

ХХIV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Марине, тӑпачӑпа авӑн ҫапнӑ чухнехи пек, хутран-ситрен вӑй хушмалла «э-эх!» тесе кӑшкӑрса илет, унтан ҫавипе ҫеҫ мар, пӗтӗм кӳлепипе малалла туртӑнать.

Помоги переводом

ХХIV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Ятман ҫавине кӑшт сулӑмлӑрах сулса ярсан, лешӗ те ҫави хӑвӑртлӑхне ӳстерет, ҫапла вӗсем ҫависене килӗштерсе ывӑтса пыраҫҫӗ.

Помоги переводом

ХХIV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Ятман Марине ҫави ҫине, лешӗ Ятман ҫави ҫине пӑхать.

Помоги переводом

ХХIV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Тикӗссӗн выртса пырать ҫава ҫивӗччӗшӗпе касӑлнӑ курӑк.

Помоги переводом

ХХIV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Хӑвӑрттӑн илеҫҫӗ вӗсен ҫависем.

Помоги переводом

ХХIV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Вӑл тӑрӑшарах ӗҫленӗрен-и е Марине ӑна юри кӗтерех панӑран, акӑ вӗсем танлашрӗҫ, унтан вара иккӗшӗ те тата пикенерех ҫулма тытӑнчӗҫ.

Помоги переводом

ХХIV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Ятмана ҫавапа ӗҫлеме кансӗр, мӗншӗн тесен аманнӑ урипе хыттӑн пуснӑ чухне ури ырата-ырата каять, ҫапах та Ятман ҫавине курӑк ӑшне шалтан-шала ярать.

Помоги переводом

ХХIV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Ятман хӗрсене ҫитме ӗмӗтленмест, вӗсем нумай инҫе кайнӑ ӗнтӗ, анчах Маринене вӑл ҫитетех.

Помоги переводом

ХХIV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Сайт:

 

Статистика

...подробней