Корпус чувашского языка

Новые

Ҫакӑн хыҫҫӑн техник барака килни-туни пулмарӗ.

Помоги переводом

ХIХ // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Асту, вӑйӑран вӑкӑр ан тухтӑр.

Помоги переводом

ХIХ // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Ну, ку техникӑн урине ҫапса хуҫатпӑр-ха, теҫҫӗ.

Помоги переводом

ХIХ // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

— Пирӗншӗн пулсан, эс ҫӳре, никам та нимӗскер те калас ҫук, анчах сана Атӑлкасси каччисем питӗ курайми пулса ҫитнӗ.

Помоги переводом

ХIХ // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Лешсем техника малтан шавламасӑр итлерӗҫ, анчах ытлашши йӑлӑхтарса ҫитерсен, Марине ӑна, вӑрттӑн хыпар каланӑ пек, ҫапла пӗлтерчӗ:

Помоги переводом

ХIХ // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Техник чӑнах та Марине бригадине час-часах ҫитетчӗ, пӗррехинче ҫапла каҫхи апат умӗн барака та пычӗ, хӗрарӑмсен ушкӑнне кӗрсе ларчӗ те пули пулми калаҫу пуҫласа ячӗ.

Помоги переводом

ХIХ // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Кӳлешрӗ-и вӑл ҫав ҫамрӑк техника е ӗҫленӗ хушӑра кансӗрлесе ҫӳренӗшӗн тулашрӗ?

Помоги переводом

ХIХ // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Сехре хӑй те ӑнланмарӗ.

Помоги переводом

ХIХ // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Маринене инке тесе чӗнет, хӑй ҫапах та ун умне сӑпса пекех ҫыпҫӑнать».

Помоги переводом

ХIХ // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

«Пулать те намӑссӑр ҫын, — терӗ вӑл, — арҫынсенчен те именмест.

Помоги переводом

ХIХ // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Сехре ӑшӗнче вӑрҫса та илчӗ:

Помоги переводом

ХIХ // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Мӗн ҫинчен калаҫрӗ вӑл хӗрарӑмсемпе — ӑна вӗсем пӗлмерӗҫ, анчах вӑл тунката ҫинче хӑяккӑн улпут пек ларни, аллинчи кукӑр авӑрлӑ патаккине вӗҫкӗнле вылятни тата час-часах Людмилӑпа Маринене юрпа перкелени Ваҫукпа Сехрене пӗрре те килӗшмерӗ.

Помоги переводом

ХIХ // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Часах вӗсен иккӗшӗн куҫӗсем те Марине бригади ҫине ӳкрӗҫ — унта ирхине килнӗ техник пырса ларчӗ.

Помоги переводом

ХIХ // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Малтан вӗсем ытлашши калаҫмасӑр, ыттисем мӗнле ӗҫленине пӑхмасӑр ӗҫлерӗҫ, — касса яраҫҫӗ те, пӗҫ тӗп таран юр ашса, тепӗр йывӑҫ патне пыраҫҫӗ, ӑна касса яраҫҫӗ те тата теприн патне пыраҫҫӗ.

Помоги переводом

ХIХ // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Сехре Иванӗпе Ваҫук, пӗр-пӗрин вӑйне тӗрӗсленӗ пек, малтанхи кӗреше пӗр канмасӑр татрӗҫ, ку иккӗшне те йывӑр пулчӗ курӑнать, йывӑҫ йӑванас патне ҫитсен, пӑчкӑ тӑкӑссӑн ҫӳреме пуҫларӗ, ҫапах та татакансем ӑна чармарӗҫ, касса янӑ кӗреш, турачӗсемпе ытти йывӑҫсене, ҫапӑнса, юр ҫине кӗрслетсе анчӗ, хӗрарӑмсем ӑна ваклама чупрӗҫ.

Помоги переводом

ХIХ // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Тепӗр минутран темиҫе ҫӗрте пӑчкӑ сасси илтӗнсе кайрӗ.

Помоги переводом

ХIХ // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

— Юрать, — алла пӑчкӑ тытрӗ Сехре.

Помоги переводом

ХIХ // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

— Иван пичче, эпир кӗрешсене йӑвантаракансем пулар пуль, хӗрарӑмсем сыпӑкӑн-сыпӑкӑн татчӑр, — терӗ ҫамрӑк бригадир.

Помоги переводом

ХIХ // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Сехре Ваҫук бригадине ҫакланчӗ.

Помоги переводом

ХIХ // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Пӗр ушкӑнӗн бригадирӗ Марине хӑй, теприн — комсомолец Ваҫук, пулчӗ.

Помоги переводом

ХIХ // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Сайт:

 

Статистика

...подробней