Корпус чувашского языка

Новые

Вӑрӑм телей-кун пултӑр сирӗн! — текелесе пӗрер курка пыллӑ сӑра йӑвантарчӗҫ складра ӗҫлекенсем.

3 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

— Кӗслепе, Микулай Уҫӑпӑч, кӗслепе каласа юрлаттарсан аванччӗ…

3 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Атте ман, Уҫӑп Тимахвейч, ҫак юрра пит юрататчӗ: юрлар-и эртелпе? — ыйтрӗ хуҫи.

3 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

— Ну, ачасем, пӗрле ӗҫленӗ — пӗрлех пурнӑҫа ирттерӗр.

3 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Рабочисене хисеплесе, паян вӑл чӑваш тӗрриллӗ кӗпе тӑхӑннӑ, ҫиелтен — жилет, аттине те ваксӑпа сӗрсе ӗнерех тасатса хатӗрленӗ пулнӑ.

3 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Микулай Уҫӑпӑч юлашки ҫулсенче ӗҫкӗ тума юратман, хӑнасене пуҫтарман.

3 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Ҫӑмарта хӑпартни кирлӗ те пулман: кам пӗлнӗ-ха куна?

3 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Хӑймаллӑ яшка кӑна мар — кукӑль те касса хунӑ сӗтел ҫине, пыллӑ сӑра та илсе килсе лартнӑ.

3 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Эртелпе ҫинӗ чух кирек мӗнле апат та тутлӑн туйӑнать, анчах паян Микул кунӗ-ҫке — хуҫа менелникӗ.

3 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Мӗншӗн апла пулса пынине тӗрӗслес тесе, Павлуш: Хӗветӗр патне кай, Хӗветӗр патне кай! — тесе, хӑймине кашӑкпа тӗртсе хӑй еннелле пуҫтарчӗ.

3 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Рабочисем ахӑлтатсах кулчӗҫ, вӗсемпе пӗрле Павлуш та каҫса кайса кулчӗ.

3 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Анчах хӑйми, Павлуш умне янӑскер, пӗтӗмпех каялла Хӗветӗр умнелле капланса пычӗ.

3 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

— Пире хӑймасӑр та юрӗ-ҫке, — текелерӗ хӑй.

3 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

— Хуҫа ачи патне кай, хуҫа ачи патне кай! — терӗ Хӗветӗр, хӑймине кашӑкпа Павлуш еннелле тӗртнӗ пек тукаласа.

3 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Купӑста яшкине пысӑк тӑм чашӑкпа сӗтел ҫине лартсан, ик кашӑк хӑйма ярса пачӗ Укҫине аппа.

3 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Апат ҫиме те рабочисемпе пӗрлӗх ларнӑ.

3 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Апат ҫиме вӑхӑт ҫитсен, Павлуш кайри алӑк умӗнчен склада ҫити карса пынӑ пралукран виҫӗ хутчен туртса шӑнкӑртаттарма юратнӑ.

3 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Шӑп ҫав вӑхӑтра складра шӑнкрав сасси илтӗнчӗ.

3 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

— Ҫӑмарта хӑпартнипе турӑх пит аван — Укҫине аппа виҫӗмкун пирӗн аннерен кӗвелӗк пырса илчӗ, ан манӑр, атьсемӗр! — вӗҫлерӗ Виктӑр.

3 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Мӗн чул пуҫтарӑнать — шутласа пӑхӑр-ха, — терӗ Яка Петӗр.

3 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Сайт:

 

Статистика

...подробней