Новые
Тӑнӗ-пуҫӗ тесен, ачи вӑл енӗпе унчченех аптрамастчӗ.
3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Пиччӗшӗнчен унччен те кӑшт ҫӳллӗрехчӗ-ха вӑл, анчах хӑрпӑкрахчӗ, халӗ вара сарӑлса тӗрекленнӗ, чӑн-чӑн арҫын пулса тӑнӑ.
3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Ҫемен тепӗр ҫур сехетрен килсе ҫитрӗ.
3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Ҫавӑнтах пӳртрен шӑппӑн тухса кайрӗ — тин кӑна-ха кунта тӑман та тейӗн.
3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Ҫемен килӗнчех, тен…
3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
— Тулӗк аҫу килеес ҫук, каларӑм ӗнтӗ, вырӑнпах выртать вӑл.
3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Паҫӑр кӑна упӑшкине ҫак ҫулсенче тарӑхни, ӳпкелени, кӗвӗҫни, эрленни, намӑсланни, нушаланни мӗн чухлӗ капланса ҫитнине пӗтӗмпех-пӗтӗмпех каласа тӑкас шухӑшлӑскер, Санюк Антуна куҫран хӗрхенсе-хӗрхенсе пӑхрӗ те: — Юрӗ, — терӗ ассӑн сывласа.
3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Нумай кирлӗ-и хӗрарӑма.
3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Сире, хӗрӗмпе иксӗре, малашне пурӑнма ҫӑмӑлрах тӑвас пирки те сӑмах татӑп вӗсемпе.
3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Хӑвах ӑнланма тивӗҫ, хӑҫантанпа ӗнтӗ курманни.
3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Манӑн вӗсемпе шутсӑр калаҫас килет.
3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
— Луччӑ аттепе Ҫемене чӗнсе кил, юрать-и?
3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Калюков мӑшӑрне ачашшӑн ыталарӗ те шӑппӑн кӑна: — Санюк, чунӑм, эс те пулин ан кӑшла-ха мана, — терӗ айӑплӑн.
3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Епле хӑйӑн ӑна вӑрҫма-ятлама…
3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Ах, мӗн тери чипер-ҫке вӑл ҫак самантра!
3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Вӑл саппун аркин тӳрчӗпе питне шӑлса типӗтрӗ те, макӑрнипе пушшех йӑлтӑрккаланнӑ чакӑр куҫлӑскер, хӗрелсе кайнӑ ҫаврака питлӗскер, йӑрст тӳрленсе тӑчӗ.
3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Чӑнах, текех йӗнинчен усси ҫук пуль ҫав ӗнтӗ, чуна пустуй кишеклени кӑна…
3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Санюкӑн мӗн тӑвас?
3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Шӑллуна, Ехреме, пӑртак ӗҫлеттер, аппӑшне пулӑшнӑшӑн алли-ури хӑрас ҫук, ман шӑллӑма Ҫемене те чӗнсех тӑр.
3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Хуҫалӑх ӗҫӗсем тесен, ҫынсене укҫалла тара тыт.