Корпус чувашского языка

Новые

— Ара, кӗтӳ вӑл кашни ялтах пур ӗнтӗ чӑвашра, унсӑрӑн епле-ха, — терӗ президиум сӗтелӗ умӗнчех шкултан илсе тухнӑ сак ҫинче ларакан Кӑртти Йӑванӗ.

Помоги переводом

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Колхоза кӗнӗ хресченсем ҫӗрӗҫне пӗрле тӑваҫҫӗ кӑна мар, выльӑх-чӗрлӗхе те пӗр ушкӑнра пӑхса усраҫҫӗ.

Помоги переводом

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Пӗлетӗр-и, ҫӗршывра, вӑл шутра Чӑваш Республикинче те, совхозсемпе танах колхозсем те йӗркеленеҫҫӗ ӗнтӗ.

Помоги переводом

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Эпир ҫакна ҫирӗп шанатпӑр: вӑхӑт нумаях та иртмӗ, сирӗн ялхуҫалӑх юлташлӑхӗ, вӑй илсе, чӑн-чӑн пӗрлешӳллӗ хуҫалӑх — колхоз — пулса тӑрӗ.

Помоги переводом

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Хӑвӑр ӗмӗтленнӗ пекех, сире хӗлле валли те ӗҫ тупса парӑпӑр, чӑпта ҫапмалли станоксене ҫывӑх вӑхӑтрах Йӗпреҫри промартельрен турттарса килме пултаратӑр.

Помоги переводом

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Кивҫенле.

Районти ҫӗрӗҫ пайӗ сире кӑҫалах жнейкӑпа триер, ҫитес ҫул молотилка уйӑрса парӗ.

Помоги переводом

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Хам енчен эпӗ сире ҫакна пӗлтересшӗн: район Совет ӗҫтӑвкомӗ сирӗн Калинин ячӗпе хисепленекен юлташлӑха, хурахсем унӑн ултҫӗр тенкӗ укҫине ҫаратса кайнине шута илсе, пур енӗпе те пулӑшма йышӑнчӗ.

Помоги переводом

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

— Ку ыйтӑва тӗплӗнрех республикӑри НКВДӑн угрозыск пайӗн начальникӗ Крапивин юлташ ҫутатса парӗ.

Помоги переводом

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

— Юлташлӑхра тӑрать-и, тӑмасть-и, Кудрявцев юлташ тӗрӗс калать, — лӑплантарчӗ Никифоров ял Совет председательне.

Помоги переводом

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Халӑх шавлама чарӑнчӗ ӗнтӗ, малалла мӗн пуласса кӑсӑкланса кӗтрӗ.

Помоги переводом

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Иртнинче килсе кайнӑ чухне пӗлнӗ тӑрӑх, унӑн ялти лавкки халӗ те ӗҫлет-ха, кооператив лавккипе пикенсех тупӑшать.

Помоги переводом

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Революциччен вӑл ял старости пулнӑ, ялта — лавкка, Хураламра пасар ҫумӗнче хупах тытса тӑнӑ.

Помоги переводом

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Симун Кудрявцева Крапивин лайӑх пӗлет.

Помоги переводом

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

— Эс, Симун Лӑриванчӑ, юлташлӑх ҫынни мар, ма санӑн ҫав тери кӗҫтет уншӑн? — пӳлчӗ ӑна Шиков.

Помоги переводом

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Сӗм вӑрман, пӗр сӑмахпа.

Помоги переводом

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Вӑрман вара вӑл…

Помоги переводом

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Кунта, ав, хамӑр ялти юлташлӑха ӑрсарить туса кайрӗҫ, пурпӗр никама нимӗн тӑваймарӗҫ.

Помоги переводом

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Эй, унта мӗн чухлӗ чӑрмав сиксе тухӗ-ха.

Помоги переводом

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Ют ҫӗршывсене ӑсатмалӑх вӑрман касасси вӑл калама канас.

Помоги переводом

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Сайт:

Статистика

...подробней