Корпус чувашского языка

Новые

Ахаль куҫпа пӑхсан, нимӗнле улшӑну та курӑнмасть пек туйӑнать.

4 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Ҫурхи кунсенче каччӑсемпе хӗрсем ҫеҫ мар, чечексем те мӑшӑрланас умӗн пӑлханаҫҫӗ.

4 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Йывӑҫ-курӑкӑн чунӗ ҫук тени — суя япала, юлташсем!

4 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Кӗтмен ҫӗртен юрату туйӑмӗ чӗрере вӑранать-и, сарӑмсӑр инкек е хурлӑх чуна пусарать-и — тӗрлӗ йышши ӳсентӑрансемпе йывӑҫсем, тутлӑ шӑршлӑ чечексемпе кайӑк-кӗшӗксем ҫын кӑмӑлне ҫӗклентереҫҫӗ, ҫӗнӗ вӑй-хӑват параҫҫӗ, шанӑҫ кӳреҫҫӗ.

4 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Хура чунлӑ этем кӑна, ҫут тӗнче ырлӑхӗнчен пӑрӑнса, ӗмӗрне кичеммӗн ирттерет.

4 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Вӗҫӗ-хӗррисӗр ҫеҫенхирсем, куҫа илӗртекен улӑхсемпе вӑрмансем, чуна савӑнтаракан пин-пин тӗслӗ капӑр чечексем!..

4 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

— Кам пӗлмест: мӗн тери илемлӗ пирӗн ҫутҫанталӑк, мӗн тери пуян!

4 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Ботане — грек чӗлхинчи сӑмах, ешӗл йывӑҫ-курӑк тенине пӗлтерет, — тепӗр хут вулама тытӑнчӗ хӑйӗн лекципе Гордягин профессор.

4 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

— Пирӗн предмет «Ботаника» ятлӑ.

4 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Тем вӑхӑтра аудиторинче шӑпӑртах пулса тӑчӗ.

4 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Ҫакӑн хыҫҫӑн ҫӗтӗк шинеллӗ салтаксем: — Пӗр сӑмахпа каласан, ку прохвессор мар — ват-супнӑ контра кӑна, — терӗҫ те, кутамккисене пуҫтарса, пӳлӗмрен тухса кайрӗҫ.

4 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

— Профессорпа калаҫас тетӗр пулсан, эсир, юлташсем, малтан ҫӗлӗкӗрсене хывӑр тата чӗлӗм туртма пӑрахӑр е… аудиторинчен тасалӑр, — сасӑ хӑпартмасӑрах витӗмлӗн асӑрхаттарчӗ Гордягин.

4 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Ҫӳлти ретре ларакансем ӑна хирӗҫ шӑхӑра-шӑхӑра кӑшкӑра пуҫларӗҫ.

4 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

— А эс, прохвессор, миравай революци ҫинчен доклад туса пар пире, господасемпе мӗн тумаллине эпир сансӑр пуҫне те аван пӗлетпӗр, — хушса хучӗ тепри.

4 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Мӗн пакӑлтатать ку йӳтенӗ профессор! — хыттӑнах каларӗ пӑтӑ ҫисе ларакан салтаксенчен пӗри.

4 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

— Государьсене эпир тахҫанах вырӑнтан кӑларса ывӑтнӑ.

4 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

— Эпир вӗренме тытӑнмалли предмет…

4 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

— Хисеплӗ государыньӑсем, хисеплӗ государьсем! терӗ профессор, лекцине вулама тытӑнас умӗн кафедра патне пырса тӑрса.

4 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Аслӑ Гордягин профессора паллатчӗҫ вӗсем, унӑн йывӑҫсемпе курӑксем ҫинчен ҫырнӑ кӗнекисене вуланисем те сахал марччӗ.

4 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Аудиторине пухӑннӑ ҫамрӑксем хушшинче вӑрҫӑран таврӑннӑ чӑн-чӑн студентсем те пурччӗ.

4 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Сайт:

 

Статистика

...подробней