Новые
Каштах чӑрмантарам, канаш ыйтмалли пур.
2 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.
Эсир кунта кӗнипе паҫӑр лаша шӑварма кайнӑ чух аякран куртӑм.
2 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.
Эпӗ, атьсемӗр, ятарласах кӗрсе тухас, терӗм.
2 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.
— Салам, Антонина Павловна.
2 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.
Килӗрех, килӗрех, — терӗ Марье, темшӗн хӗпӗртенӗ пек пулса.
2 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.
— И-и, Павел Алексеевич!
2 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.
Вӑл алӑкран кӗрсенех: — Ман килес, сывах пурӑнатӑр-и? — пӑлханнӑн калаҫма тытӑнчӗ.
2 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.
Вӗсен пуплевне Исмук Павӑлӗ татрӗ.
2 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.
— Ҫапли ҫаплах пулӗ те, ҫапах темӗнскерле, — ним марлӗ пулчӗ Марье.
2 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.
Камран пулӑшу кӗтес-ха пирӗн? — тарӑхса каларӗ учительница.
2 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.
Апат-ҫимӗҫ хатӗрлеме те укҫа-тенкӗ кирлӗ.
2 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.
— Хӑвӑр куратӑр: шкулсенче сивӗ, больницӑсенче чирлисем хӑйсен тумӗсемпе выртаҫҫӗ.
2 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.
Ытла пуян хуҫасене ҫеҫ налог тӳлеттермелле тунӑ, — ӑнлантарасшӑн пулчӗ Антонина Павловна.
2 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.
— Ҫаратса мар, Мария Николаевна.
2 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.
Ҫын туприне ҫаратма епле намӑс мар вӗсене?
2 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.
Ҫав тери хӑрушӑ ҫынсем-ҫке большевик текеннисем.
2 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.
— Атте пурӑннӑ пулсан, унӑн ҫӑмарта складне те тустаратчӗҫ-и, тен, ӑҫтиҫуксем?
2 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.
— Апла пирӗн Паймукӑн хӑмла склачӗсене те ӑмсанӗҫ? — тесе, Марье кантӑкран урамалла пӑхса илчӗ.
2 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.
Вӗсен хӑма ҫуракан заводне рабочисем хӑйсен аллине туртса илесшӗн.
2 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.
Шупашкарти Ехрем хуҫа ывӑлӗсене пысӑк налог тӳлеттермелле тунӑ, тет.