Корпус чувашского языка

Новые

Кунашкал шухӑша сиплемелле, эсерсене итлеме юрамасть! — кӑшкӑрчӗ татах Вандюков.

8 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

— Ҫук, тӑвансем!

8 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

— Тӗрӗс мар, Вандюков, пӗрре те тӗрӗс мар, — кӳреннӗн тавӑрчӗ Исмук Павӑлӗ.

8 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

— Кулаксем енне сулӑннӑ вӑл! — кӑшкӑрчӗ Вандюков.

8 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Тӑлӑха юлнӑ ҫемьесен, лашасӑр, ҫӑкӑрсӑр ҫынсен выҫӑпа вилсе пӗтмелли ҫеҫ юлать капла.

8 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Вӗсем хӑйсен тырри-пуллине шӑшисене ҫитерсе е тӑпра айӗнче ҫӗртсе пурӑнччӑр пулать!

8 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Павел Алексеевич ҫулӗпе каяс пулсан, пирӗн пуянсемпе кулаксене тивме юрамасть.

8 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Халӑх пурлӑхне никам та тӗкӗнме пултараймасть, тетпӗр.

8 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Халӗ эпир ытларах пӗччен ҫын хуҫалӑхӗ пирки мар, обществӑлла харпӑрлӑх пирки калаҫатпӑр.

8 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Анчах вӑл хальхи революцие ӑнланса илеймен.

8 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Пӗр вӑхӑтра «Хыпар» хаҫат редакторӗ те пулнӑччӗ.

8 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Вӑл 1905-мӗш ҫулсенче, эпӗ астӑвасса, Тимофей Николаевичпа пӗрле хастар ӗҫлетчӗ.

8 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Павел Алексеевича эсир аван пӗлетӗр.

8 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Сӑмахран, кунти калаҫусенче те икӗ тӗрлӗ шухӑш пурри палӑрчӗ.

8 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Анчах нумайӑшӗ тӗрӗс ӑнланайман иккен декрета.

8 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Эсир ун ҫинчен илтнӗ ӗнтӗ, хӑш-хӑш ҫӗрте ҫав ӗҫе пурнӑҫлама та тытӑннӑ.

8 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Кӑҫал, июнӗн 11-мӗшӗнче, чухӑнсен комитечӗсене тӑвасси ҫинчен декрет тухнӑччӗ.

8 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Паянхи пухура тапратнӑ ыйтусем пирки те темиҫе сӑмах калам.

8 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Тытӑннӑ ӗҫе тӑвасах пулать!

8 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Хальхи вӑхӑтра тӗнчери контрреволюци темӗнле вӑйлӑ пулсан та, эпир, рабочисемпе хресченсем, ҫӗнтеретпӗрех!

8 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Сайт:

 

Статистика

...подробней