Корпус чувашского языка

Новые

Ятман уксахланине кура, Липа питӗ майӗпен утса пычӗ, ҫавӑнпа икӗ ҫухрӑм ҫула вӗсем тӗттӗм пуличченех утрӗҫ.

Помоги переводом

ХХIV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Ачи хыҫҫӑн васкам пекки туса, Кабир Ятманпа Липӑна хыҫала тӑратса хӑварчӗ, вара лешсем киле иккӗш ҫеҫ таврӑнчӗҫ.

Помоги переводом

ХХIV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

— Э-э, чӑнах та, тӑваттӑн-иҫ! — ашшӗ аллинчи шӑхличе куҫран вӗҫертмесӗр пӑхса тӑракан пӗчӗк Мирза патне пӗшкӗнчӗ Липа.

Помоги переводом

ХХIV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

— Эс ман ачана мӗншӗн ҫын вырӑнне хумастӑн?

Помоги переводом

ХХIV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

— Виҫҫӗн мар, тӑваттӑн, — хирӗҫлерӗ ывӑл ачине шӑхличӗ туса парас тесе аппаланакан Кабир.

Помоги переводом

ХХIV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

— Эпир виҫсӗмӗр ҫеҫ юлтӑмӑр, пурте кайса пӗтрӗҫ.

Помоги переводом

ХХIV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Хӑй ҫавӑнтах йӗри-тавралла ҫаврӑнса пӑхрӗ.

Помоги переводом

ХХIV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

— Йӗрӗнсе мар, вӗсем киленсе, пӗр-пӗринпе тупӑшса кӑшкӑраҫҫӗ, — терӗ Липа.

Помоги переводом

ХХIV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

— У, мурсем, хӑйсен сассисенчен хӑйсем те йӗрӗнмеҫҫӗ, — шывалла чул ывӑтрӗ Ятман.

Помоги переводом

ХХIV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Шывра ҫеҫ карма ҫӑвар шапасем, такамран кулнӑ пек, виҫерен тухса ахӑраҫҫӗ.

Помоги переводом

ХХIV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Этем кӑна мар, каҫ енне кайсан кайӑк-кӗшӗк те лӑпланчӗ.

Помоги переводом

ХХIV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Ҫаран шӑп.

Ӗнтӗ унта халь юрӑ та, ҫава сасси те, савӑнаҫлӑ кулӑ та илтӗнмест.

Помоги переводом

ХХIV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Улӑх таврана каҫ сулхӑнӗ ҫапсан ҫеҫ пушанчӗ.

Помоги переводом

ХХIV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Ашшӗ-амӑшӗсем каймасан, вӗсем кунта ҫӗр каҫма та юлмалла.

Помоги переводом

ХХIV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Темиҫе ача шыва кӗрсе кайнӑ та, кӑвакалсем пек, вӗҫӗмсӗр шыв айнелле чӑмаҫҫӗ, вӗсем кунта ашшӗ-амӑшӗсемпе пӗрле ирех килсе тухнӑ та мӗн каҫченех ҫапла выляҫҫӗ, шыва кӗреҫҫӗ, хурӑн ҫырли татаҫҫӗ, шӑхлич тӑваҫҫӗ, киле илсе кайма шыв хӗрринче шапа хуранӗ пек япаласем пуҫтараҫҫӗ.

Помоги переводом

ХХIV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Татса кайнӑ пӗве патне пӗр кӗтӳ ача пуҫтарӑннӑ, вӗсем ҫӑка шӑхличсемпе тем тӗрлӗ кӗвӗ те калаҫҫӗ.

Помоги переводом

ХХIV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Ҫӳлте паҫӑрхи пекех кайӑксем хӑйсен юррине чӗнтӗрлеҫҫӗ.

Помоги переводом

ХХIV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Тарлӑ ҫурӑма уҫӑлтарса лӑпкӑ ҫил вӗрет.

Помоги переводом

ХХIV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Хӗвел шевлисем ҫавасем ҫине ӳкеҫҫӗ те, вӗсем вара тӗкӗрсем пек йӑлтӑртатса каяҫҫӗ.

Помоги переводом

ХХIV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Сайт:

Статистика

...подробней