Корпус чувашского языка

Новые

Николай Сергеевичпа ҫӗнӗ врач палатӑсене кӗрсе курасшӑн пулнине пӗлсен, часах пӗчӗк пӳлӗмрен халатсем илсе тухса пачӗ, тӑхӑнма пулӑшрӗ.

9 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Вестибюле Клавдия Ивановна фельдшер килсе тухрӗ.

9 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Унта халь ерекен чирпе аптракан ачасемпе амӑшӗсем выртаҫҫӗ.

9 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Петров каласа панӑ тӑрӑх, революциччен унта арҫынсене кӑна сыватнӑ, хӗрарӑмсем валли уйрӑм йывӑҫ ҫурт пулнӑ.

9 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Земство больницин тӗп корпусне халиччен арҫынсен корпусӗ тенӗ иккен.

9 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Эльгеев направленине вуласа пӑхнӑ хыҫҫӑн, Николай Сергеевич ӑна больница корпусӗсемпе паллаштарса ҫӳрерӗ.

9 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Кунта вӗсене Сергей Егорович смотритель кӗтсе илчӗ.

9 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Чирлисене йышӑнма фельдшера хушса хӑварса, Николай Сергеевич ҫамрӑк терапевта больница кантурне ертсе кайрӗ.

9 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Кун пек пулӑшу панине халиччен тӗл пулманччӗ-ха Эльгеев.

9 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Пыра ларнӑ шӑмӑ иккен.

9 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Ҫавӑнтах тем шӑкӑлт тухса ӳкнӗ пек туйӑнчӗ урайне.

9 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Унччен те пулмарӗ — Николай Сергеевич ачана ҫурӑмран виҫӗ хутчен вӑйпах шаплаттарчӗ.

9 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Петровпа Воронов — пӗринчен тепри вӑрӑмскерсем — ачана пуканене ҫӗкленӗ пек урисенчен тытса тӑчӗҫ.

9 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

— Мӗн тӑваҫҫӗ кусем? — тӗлӗнчӗ Эльгеев.

9 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Воронов макӑрайми пулнӑ ачана амӑш аллинчен илчӗ те пуҫхӗрлӗ ҫӗклерӗ.

9 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Ҫӳлерех ҫӗклӗр! — терӗ ҫавӑнтах фельдшера.

9 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Тытӑр-ха ачана…

9 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Пирӗн кунта асаттесен меслечӗпе усӑ курма тивет тепӗр чухне…

9 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

— Эсир унта, клиникӑсенче, рентгенпа ҫутатса пӑхнӑ пулӑттӑр, коллега.

9 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

— Кӑларма хӑтлантӑм — тухмарӗ, — терӗ фельдшер Николай Сергеевич ача пырне ҫутатса тӗрӗсленӗ хушӑра.

9 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Сайт:

 

Статистика

...подробней