Новые
Ванькка чӑмӑрӗпе алӑка виҫҫӗ-тӑваттӑ тӳнлеттерсе илчӗ, пӑртак тӑнласа тӑчӗ.
2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Шалтан питӗрнӗ иккен.
2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Ванькка ҫенӗк алӑкне туртрӗ.
2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Ыттине ҫул ҫинче ҫисе ямах тиврӗ.
2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Кутамккара, салтак шӑкӑр-макӑрне шутламасан, пӗр кулачпа сахӑр катӑкӗсем кӑна юлнӑччӗ.
2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Ванькка шӑвӑҫпа сӑрнӑ лара уҫрӗ те, шӑшисем ан тапӑнччӑр тесе, ҫӑнӑха та, вирпе пӑрҫана та унӑн пӳлмисене ячӗ, унтан, кутамккине хулпуҫҫинчен ҫакса, пӳрте кайрӗ.
2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Паччушки, Урапасен кӗлетӗнче мӗн астӑвасса пулман кун пекки!
2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Куҫ хӑнӑхсан, хӑйне хӑй ӗненмерӗ: кӗлет пуш-пушах, утнӑ чухне сасӑ пӑнк! пӑнк! туса янӑрать.
2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Ахӑртнех, кунта чылайранпа ҫын пулман.
2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Шалта тӗттӗм, пӑнтӑх шӑрши кӗрет.
2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Уҫса ячӗ.

Пӑхрӗ те — алӑкне питӗрмен те иккен.
2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Ванькка тулли михӗпе хутаҫсене, черетпе йӑта-йӑта, кӗлет умне пырса лартрӗ.
2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Килтех-тӗк, лав ҫитсе чарӑннине, ун ҫинчен япала пушатнине илтмелле пек-ҫке, кантӑкран пиччӗшне курса, урама вирхӗнсе тухмалла пек…
2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Нивушлӗ уйран халь те таврӑнман?
2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Анчах хӑй ӑҫта-ши?
2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Асра тытать-ха, эппин, йӑмӑкӗ пиччӗшӗн сӑмахне…
2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
«Темле йывӑр пулсан та, лашана упра», — тенӗччӗ Ванькка иртнинче килсе кайнӑ чухне.
2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Чӑн та, хапхаран урапа тухса ҫӳрени палӑрать.
2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Хапха хӑми ҫӗре пуҫланӑ, юпи чалӑшнӑ.