Новые
Ҫур ҫӗр иртсен — сехет вуниккӗ ҫапнӑ хыҫҫӑн — аякра чиркӳ чанӗсем савӑнӑҫлӑ тӗнкӗлтетни илтӗнсе кайрӗ.
1 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.
Чылайччен ыйхӑ килменнипе аптрарӗ.
1 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.
Пӗррехинче ӑпӑр-тапӑр пасарӗнчен ӗнтӗркесе килнӗ хыҫҫӑн, Соня иртерех ҫывӑрма выртрӗ.
1 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.
Павлуш, тен, пӗрер пӑт ҫӑнӑх илсе килӗ Кутемертен, ӑна вӑл асра тытнӑ, анчах чӑваш ялне кайса пурӑнма е Миша аппӑшӗнчен пулӑшу ыйтса мӗскӗнленме вӑл пултарайман.
1 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.
Темӗнле йывӑр пулнӑ пулсан та, вӑл упӑшкин тӑванӗсем ҫинчен шухӑшламан, вӗсем патне ҫыру та ҫырман.
1 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.
Юрать, халӗ апат пӗҫерсе ҫимешкӗн ҫӑва тухсан вут-шанкӑ нумай кирлӗ мар.
1 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.
Хӑш-хӑш вак-тӗвеке Соня кив япала пуҫтарса ҫӳрекен тутарсене сутса ячӗ.
1 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.
Керенка кунран-кун йӳнелсе пынипе апат-ҫимӗҫ илмелӗх те укҫа ҫитейми пулчӗ.
1 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.
Часах вӑл Мишӑн тумтирӗсене толкучкӑна илсе кайса сутма тытӑнчӗ.
1 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.
Шуррисем таврӑнасса ӗмӗтленни Соньӑшӑн ахалех пулчӗ.
1 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.
Ӗпхӗве хӗрлисем тепӗр хут хупӑрланӑ сас та илтӗне пуҫларӗ.
1 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.
Хӗрлӗ Ҫар талккӑшпех хӗстерсе пынипе Колчакӑн чи вӑйлӑ чаҫӗсем Хусан патӗнчен каялла чака пуҫларӗҫ.
1 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.
Акӑ хӗвеллӗ кунсем те ҫитрӗҫ.
1 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.
Ҫичӗ ҫухрӑм ҫуран утасси вӗсемшӗн нимӗн те мар.
1 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.
Пӑр кайнине курма юратакансем кӑҫал кӑҫатпа мар, атӑпа е пушмакпах Атӑл хӗрне утаҫҫӗ.
1 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.
Трамвайсем ытти ҫулсенчен пӗр уйӑх маларах Атӑл хӗрне ҫӳреме пуҫларӗҫ, пулӑҫсем тахҫанах атмапа пул тытаҫҫӗ.
1 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.
Ма савӑнас мар?
1 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.
Атӑл пӑрӗсем пӗр-пӗринпе ӑмӑртса юхнине курас текенсем пит савӑннӑ ҫуркунне ир килнипе.
1 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.
Кукшаланнӑ чул сарнӑ урамсем ни ҫунапа, ни урапапа ҫӳремелле мар пулса кайрӗҫ.
1 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.
Кӑҫал урамсенче юр куписем вырӑнне часах тислӗк куписем курӑна пуҫларӗҫ.