Новые
Иккӗ тӗл пулсах «эс», «сан» тесе калаҫакан ҫак авар Курмышова тӳрех килӗшрӗ: пуҫласа курсах ҫывӑх ҫын вырӑнне хурать ӑна, капла пуплени Пашӑна килӗшет те; калӑпӑр, тӑтӑр вӑл халӗ «эсир», «сире», «каҫарӑр» текелесе — кун пек лару-тӑрура юрӑхлӑ марччӗ.
2 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 303 с.
Асту, кайран, пӗрре ӗҫе пуҫӑнсан, кунӗпех ҫиместӗн эсӗ, сан характерна кӑштах чухлатӑп.
2 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 303 с.
— Апатланмасӑр машина парса ямастӑп, — терӗ Умаров, — апачӗ янтӑ ӗнтӗ.
2 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 303 с.
Фронтри тусӗ час-часах кӑнтӑрти тусене, тусем хушшипе шарлаттарса анакан темле юханшыва асӑнкалатчӗ.
2 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 303 с.
Госпитальтен урӑх чаҫе лекнӗ Курмышов кусене пӗлмест.
2 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 303 с.
Берлина питӗ ҫитесшӗнччӗ Амир — ӗмӗчӗ тулчӗ-ши, сывах-ши вӑл?
2 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 303 с.
Шел, ӑна урӑх тӗл пулаймарӗ вӑл.
2 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 303 с.
Ҫулӑм хыпса илнӗ танкран Курмышова, тӑн ҫухатмаллах аманнӑскере, Амирсем туртса кӑларса медсанбата леҫнӗ тесеччӗ.
2 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 303 с.
Гитлера шӑна парнелеме килнӗ пирӗн Амир тесе шӳтлекелетчӗҫ унран, хушаматне кура.
2 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 303 с.
Паша сӑн-пуҫӗпе те, хул-ҫурӑмӗпе те унӑн ҫарти юлташне — хӑй танкӗн экипажӗнчи Амир Мухадарова — аса илтерчӗ.
2 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 303 с.
Ытахальтенех сӑнарах пӑхмарӗ ун ҫине Курмышов.
2 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 303 с.
Мӗншӗн тесен ҫулӗпе ӑна, ҫӳллӗ те тулли питлӗскере, хӗрӗхсенчен ытла параймӑн.
2 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 303 с.
Тем тесен те, тӳссе ирттернӗ инкек паллисем кусем.
2 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 303 с.
Ҫӗркаҫ Умаров хуйхӑ-суйхӑ мӗнне те пӗлмен шухӑрах йӗкӗт пекрех курӑннӑччӗ; халӗ Курмышов сӑнарах пӑхрӗ ун ҫине — лешин куҫӗсем шаларах путса кӗнӗ, пичӗ тӑртаннӑ, тӑнлав тӗлӗнче кӑшт пӗркеленнӗ, ҫӳҫӗнче кӑвакарнӑ пайӑркасем пур.
2 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 303 с.
Пирӗн ӑҫта вырнаҫмаллине пӑхчӑр.
2 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 303 с.
— Кулаковсем кунта юлччӑр.
2 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 303 с.
Унта пирӗн ҫынсем, ӑнланатӑн-и, Паша? — Умаров апата чӗннӗрен тата ним чухлӗ те васкаман пек курӑннӑран ҫапларах хыпкаланчӗ вӑл.
2 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 303 с.
Палатка, ҫипуҫ, техника, стройматериал…
2 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 303 с.
— Манӑн халех Хасавюртра пулмалла, — терӗ Курмышов ирхине пынӑ Паша Умарова, районти коммуналлӑ хуҫалӑх пуҫлӑхне, — унта кӗҫ-вӗҫ пирӗн эшелон ҫитмелле.
2 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 303 с.
Татах ҫӗр чӗтренесрен сыхланса, районти пур учрежденисем те, теприсен ҫурчӗсем сыхланса юлнӑ пулин те, палаткӑсемпе будкӑсене вырнаҫнӑ.
1 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 303 с.


