Корпус чувашского языка

Новые

Сасартӑк вӑл, пӗтӗм кӗлеткипе каялла туртӑнса ывӑтӑнчӗ, пуҫне сулкаласа илчӗ, питне-куҫне темле паламалла мар, хавассӑр, тӗксӗм — те йӳҫек, те ӳкӗнӳллӗ — кулӑ тапса тухрӗ.

Помоги переводом

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Ула Тимӗр, куҫне аса илӳ карри карнине пула, ӑна асӑрхамасть те тейӗн.

Помоги переводом

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

…Кӑвайт ҫӑтӑр-ҫӑтӑр-ҫӑтӑр та кар-кар-кар харсӑрлӑхне хӑварнӑ ӗнтӗ.

Помоги переводом

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Анчах вӗсем те, Ула Тимӗр пекех, ҫак пурнӑҫ хыттине пула пуҫӗсене усмарӗҫ, хушма укҫа тӑвас тесе хутран-ситрен е уйрӑмшаррӑн, е ушкӑнланса хулари предприятисене, хуҫалӑх организацийӗсене «хура ӗҫе» тухкаларӗҫ…

Помоги переводом

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Тӗрӗссипе, пӳлӗмре Ула Тимӗрпе пӗрле пурӑнакан ытти юлташӗсем те укҫа-тенкӗрен хӗсӗнкелесе-пӗсӗнкелесе, ӑна вӗҫрен вӗҫе ҫитеркелесе ҫеҫ пурӑнчӗҫ-ха.

Помоги переводом

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Ула Тимӗр, куҫ умӗнчен Полинӑна ҫухатмасӑр, ҫав ҫемӗпех, кӗреҫепе чашш! та чашш! ӑса-ӑса, кӑмакана ҫӗр кӑмрӑкӗ вашт! та вашт! вашлаттарать, лашт! та лашт! лашлаттарать — никам куҫӗнчен пӑхмасӑрах чунне ӳтре усрамалӑх, хӑйӗн ятне-чысне упрамалӑх «шӑтӑр-шӑтӑрне» те «чӑнкӑл-чӑнкӑлне» тӑвать.

Помоги переводом

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Ҫӳлте, пӗрремӗш этажри вестибюльте, нихӑҫан, нимӗнле усал, хаяр вӑй та хавшатайми, путлантарайми ҫамрӑклӑх, яшлӑх «чуччӑвӗ ярӑнса», вут-хӗмленсе, студентсем, ытларах аслӑрах курссенче вӗренекенсем (паллах, вӗсем те ачаллах ӗҫ туртине тӑмасӑр, «Сталин икерчине» ҫимесӗр ӳсмен), шуххӑн «кулса-выляса, тунсӑхпа кичемлӗхе «арпалантарса» вашкӑрттара-вашкӑрттара, кӗвӗ ҫемипе йӑкӑш та йӑкӑш, вӑшш та вашш вальс ҫавӑрттараҫҫӗ.

Помоги переводом

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Уяв кунӗсенче ӑна ӗҫшӗн икӗ хут та тӳлерӗҫ.

Помоги переводом

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Ку ӗҫре ытларах институтри занятисем хыҫҫӑн е каҫсерен-ҫӗрлесерен кӗрмешрӗ.

Помоги переводом

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Пӗрремӗш семестрти экзаменсене тытнӑ хыҫҫӑнах вӑл хӑй пурӑнакан общежитирех кочегар ӗҫне вырнаҫрӗ: путвалта, чан пек пысӑк хуранти шыва пӳлӗмсене пӑрӑхсем тӑрӑх ӑшӑ парса тӑмалла вӗрилетсе, вӗретсе, кӑмака хутса тӑчӗ.

Помоги переводом

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Кӗскен каласан, кӑлтӑр-кӑлтӑр кусакан пурнӑҫ урапи ҫинче чух кӑна тытӑнса юлма та Ула Тимӗре стипенди укҫи ҫитеймерӗ.

Помоги переводом

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Ҫынна хисеплесси, паллӑ ӗнтӗ, унӑн ҫи-пуҫӗнчен пуҫланать.

Помоги переводом

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Анчах, Аслӑ Турӑ асӑрхаттарнӑ пек, этем хырӑм тӑрантарасшӑн кӑна пурӑнмасть — ӑна чун-чӗре ҫимӗҫӗ те кирлӗ…

Помоги переводом

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Мӗнех, паянлӑха хырӑм тутӑ.

Помоги переводом

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Вӗсем хыҫҫӑн сӗтел ҫинче пуш турилккесем тыррине вырса илнӗ пуш уй пек ҫеҫ ялтӑраса юлаҫҫӗ.

Помоги переводом

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Ай, авӑрттараҫҫӗ, ай, тӗшӗреҫҫӗ…

Помоги переводом

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Пуҫлаҫҫӗ вара хырӑмӗсем хыр тӑрринченех пуш чашӑкпа чанкӑртатакан ҫамрӑксем, чей сыпкаласа, «бесплат» ҫӑкӑр явалама…

Помоги переводом

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Сӗтелӗсем ҫинче — хура ҫӑкӑр касӑкӗсем тӳпемиех тӳпелесе тултарнӑ тӗкӗр турилккесем…

Помоги переводом

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Ак вӗсем, Ула Тимӗр тата унӑн хӑйсем ҫинче ҫеҫ пурӑнакан ик-виҫӗ юлташӗ, хӑр е ҫурма тӑлӑхскерсем, пединститутран инҫех те мар вырнаҫнӑ столовӑйне кӗшӗл-кӗшӗл кӗшӗлтетсе, кӗпӗрленсе пырса кӗреҫҫӗ, виҫӗ пус тӳлесе стаканшар чей илеҫҫӗ те пушӑ сӗтел хушшине вӑшт-вашт кӗрсе лараҫҫӗ.

Помоги переводом

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Юрлӑхра, ҫити-ҫитми пурӑнакан студентсемшӗн, ҫав шутра Ула Тимӗршӗн те, чӑнах, ку ҫӑкӑр кӗтмен-туман ҫӗртен ҫӳлтен татӑлса ӳкнӗ телей тӗпренчӗкӗ пекех пулчӗ ӗнтӗ.

Помоги переводом

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Сайт:

 

Статистика

...подробней