Новые
Халӗ ӗнтӗ Урӑлманкин та хӑйӗн йӑшӑк, «хӗсӗк куҫлӑ» куллипе фельдшер урапи ҫине йӑпӑр-япӑр хӑпарса ларчӗ: пӗри машина кузовӗнчен юхса тӑкӑнакан йӑшӑр-йӑшӑр тип хӑйӑр саслӑн чыхӑна-чыхӑна, янахне вӗттӗн-вӗттӗн, автоматла сиктерсе чӑхлатать, тепри йывӑҫ каткара йӳҫекен пӑрака лӗкӗр-лӗкӗр лӗкӗртетнӗ пек пӗтӗм кӗлеткипе «вӗресе» лӗхлетет.
Трофим // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 96–116 с.
— Чӑх-чӑх-чӑх-чӑх…
Трофим // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 96–116 с.
Фельдшерӑн куҫ харшисем каллех сӑмси кӑкӗ тӗлне «чикеленчӗҫ».
Трофим // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 96–116 с.
— Тӗкрӗ? —

— Пирте вара, вирьял енче, «тӗкрӗ» теҫҫӗ.
Трофим // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 96–116 с.
— Ну, пирӗн енче, анатра, мӑйракаллӑ выльӑх кама та пулин пуҫӗпе е мӑйракипе пырса тӗкӗнчӗ е тӑрслаттарчӗ пулсан, «сӗкрӗ» теҫҫӗ те-ха.
Трофим // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 96–116 с.
Урӑлманкинӑн тӗксӗммӗн сарӑхнӑ капан шӑлӗ ҫап-ҫутӑ пӳлӗме «анакан хӗвелӗн типӗ тӗтрине путарчӗ».
Трофим // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 96–116 с.
— Мӗнле каламаллаччӗ вара? —
Трофим // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 96–116 с.
Ара, эсир ҫине-ҫинех «тӗкрӗ» те «тӗкрӗ» терӗр те, эпӗ чӑнах пӗр-пӗр чӑркӑш ҫатта темле хыт япалапа сан шӑмму-шаккуна имӗрнӗ пуль терӗм.
Трофим // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 96–116 с.
— Ну и ну!!

Тарӗ-пӑсӗ тухса пӗтсен, пуҫне сулкаласа илчӗ:
Трофим // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 96–116 с.
Фельдшер куҫӗ самант ҫавракаланса, чарӑлса кайрӗ, вара вӑл, йӑплака тунката пек хытса тӑрса, янахне сиксе вӗрекен хура тулӑ пӑтти пек вӗттӗн чӗтрентерсе, чӑхлатса кулса ячӗ.
Трофим // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 96–116 с.
— Качака таки?? —
Трофим // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 96–116 с.
Мӗн, ҫӗпре тӑрри сыпма та ман унран ыйтса тӑмалла-и?
Трофим // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 96–116 с.
Хӑйне ытлашши ӑсла хурать-ха вӑл, мӑнтӑрпа асаканскер…
Трофим // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 96–116 с.
Ӗнер те ӑна пулах сирӗн пациент пулма тиврӗ.
Трофим // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 96–116 с.
Ман кукамаях: «Качака ахаль выльӑх мар вӑл, мӑрса евӗрлӗ хӑтланать», тетчӗ.
Трофим // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 96–116 с.
— Юлашки вӑхӑтра ытлашши иртӗхме пуҫларӗ те…
Трофим // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 96–116 с.
Урӑлманкин, хӑйне итлекене ҫӗнӗ япала ҫинчен пӗлтерсе шанках тӗлӗнтернӗн туйса, лӗп кулам пекки турӗ, хӑмпӑланса, ӑшӑнса илчӗ, анчах ку нумая пымарӗ — хыҫҫӑнах пичӗ ҫинчи ҫав хавшак кулӑ шӳтсӗрлӗх, кӳренӳ сулхӑнӗпе тӗксӗмленсе ларчӗ:
Трофим // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 96–116 с.
— Каласси каларӑм-ха, тунмастӑп, анчах Трофимӗ вӑл ҫын мар, качака таки, хамӑн килти качака таки! —