Корпус чувашского языка

Новые

Ахальшӗн мар ӑна ялти ҫамрӑксем «Истукан» тенӗ.

5 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Патшашӑн пулсан — вал чунне сутма та хатӗррине такам та пӗлнӗ.

5 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Кантурта Константин Федорова пӗлмен ҫын ҫук.

5 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Каясах кантура, систерес исправнике, ан тив, уесри полици начальникне пӗлтерччӗр.

5 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Мӗнле савӑннӑ пулӗччӗ-ши вӑл ҫав Тимофей Николаевич ӗҫӗпе Элкей Микулине ҫыпӑҫтарса хунӑ пулсан.

5 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Тӗлӗнмелле: Константин Федоров Паймукпа тепӗр чух сӑмах та уҫать, чиркӗве те пӗрле ҫӳрет, анчах Элкей таврашне кураймасть.

5 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Ҫавӑнпах пулӗ, Элкей йӑхӗнчи ратнесем Паймук таврашӗпе пӗрлешме пӑрахнӑ, чиркӳ праҫникӗсенче те пӗр-пӗрин патне ҫӳреми пулнӑ.

5 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Паймук ятне асӑнман ҫын юлман таврара.

5 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Паймук хӑвӑрт пуйса кайнӑ (хӑмла ҫине вӗлтрен вӑрри нумай хутӑштарса сутать, тетчӗҫ ун патӗнче ӗҫлекенсем), ывӑлӗсене уйӑрса уйрӑм хӑмла авӑнӗ лартса панӑ.

5 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Вӗсен пӗр-пӗринпе тавлашмалли ҫук — таварӗсем конкурентлӑ мар, ҫапах темшӗн кӗвӗҫнӗ.

5 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

— Ман икҫӗр пинтен иртнӗ банкра, сан банкрот патне ҫывхарнӑ теҫҫӗ мар-и? — мухтаннӑ ҫав, Элкей Микулинчен кулса.

5 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

— Эй, ҫӑмарташник, миҫе вагон ҫӗртсе сутрӑн-ха ҫу каҫа! — тӑрӑхланӑ Паймук хуҫа, кӑвакарнӑ кӗреҫе сухал витӗр кула-кула.

5 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

— Пӑсӑк ҫӑмарта шӑрши лӗклентерет, пурҫӑн хӑмла шӑрши пуйтарать, — тенӗ.

5 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

— Мана виличчен пурӑнма ҫитет, хуть те кашни кун ӗҫкӗ ту, — мухтаннӑ хӑмла хуҫи, ҫӑмарта хуҫисенчен тӑрӑхласа кулса.

5 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Ватӑлнӑ Ҫытӑр Энтрейч пуйса та кайрӗ.

5 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Нумаях та вӑхӑт иртмерӗ, ытти хуласене те Паймук хӑмли йӑтӑнса кая пуҫларӗ.

5 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Паймук хуҫа хӑмла пресласа сутма пуҫларӗ, ятарласа брикетланӑ хӑмлана Кутемертен Хусана сӑра завочӗ валли турттарма пуҫларӗ.

5 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Юлашки вӑхӑтра, тата, ялта хӑмла ӗҫӗ сарӑлчӗ.

5 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Мӑйӑр авӑнӗ те лартса пӑхрӗ, анчах мӑйӑр суттипе нумай пайта кураймарӗ.

5 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Кӗркуннепе тыр илсе хуни тупӑш паманнине кура, Константин Федоров кирпӗч сарайӗ лартса пӑхрӗ, анчах тулкки пулмарӗ: кирпӗч ҫапаканнисем, темшӗн «Истукан» патне каясшӑн пулмарӗҫ, ҫӑмарта ӗҫне юратарах параҫҫӗ.

5 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Сайт:

 

Статистика

...подробней