Корпус чувашского языка

Новые

— Атте, тен, эпӗ кукша пирки тавҫӑраймастӑп мар-и?

Помоги переводом

Алӑпа пулӑ тытни // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Мӗнле-ха капла? — ҫиллененҫи пулчӗ ашшӗ.

Помоги переводом

Алӑпа пулӑ тытни // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Кукша пуҫсем ӑслӑ-пуҫлӑ, тавҫӑруллӑ пулаканччӗ, эсӗ пур, ҫавна та чухлаймастӑн.

Помоги переводом

Алӑпа пулӑ тытни // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

— Эх, чӑнах та-ҫке шӗвӗркке иккен эсӗ, ывӑлӑм.

Помоги переводом

Алӑпа пулӑ тытни // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

— Атте, мӗн турӑн вара эсӗ? — халӗ те ӑнланмасӑр ашшӗ куҫӗнчен пӑхрӗ Антун.

Помоги переводом

Алӑпа пулӑ тытни // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Пурте йӗркеллӗ пулнине ӗненсен, Энтрей ерипен пусма картлашки ҫине улӑхса тӑчӗ, шӑлаварне тӑхӑнчӗ, чӗлӗмне кӑларса, ҫӑвар туллин паклаттарса ӗмме тытӑнчӗ.

Помоги переводом

Алӑпа пулӑ тытни // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Кайран урисемпе те, аллисемпе те тӗрткелесе тӗрӗслесе пӑхрӗ.

Помоги переводом

Алӑпа пулӑ тытни // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Энтрей хапха патне пырса хӑман пӗр вӗҫне шыва чикрӗ, ӑна хапха юпин карчӗ хушшине хӗстерсе майлаштарчӗ, унтан тепӗр вӗҫне те ҫаплах вырнаҫтарчӗ.

Помоги переводом

Алӑпа пулӑ тытни // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Ҫапах та мӗн хӑтланать-ха халь унӑн ашшӗ?

Помоги переводом

Алӑпа пулӑ тытни // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Ҫаксене асне илсен, Антун нимӗн те шарламарӗ.

Помоги переводом

Алӑпа пулӑ тытни // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Ашшӗ вара паш та паш сывласа, милӗксене ташлаттарса ҫапӑнатчӗ-ҫапӑнатчӗ те шартлама сивӗ ҫанталӑкрах вак шӑтӑкне кӗрсе ларатчӗ е юр ҫинче выртса йӑваланатчӗ.

Помоги переводом

Алӑпа пулӑ тытни // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Хӑй вӑл, чӑтайманнипе, урайне тӑсӑлса выртатчӗ, вӗри пӑс унта ӑшалантарма пуҫласан, алкумне упаленсе тухатчӗ.

Помоги переводом

Алӑпа пулӑ тытни // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Антун Сахар мунчинче ашшӗ вӗри чул ҫине ӑшши парса ҫӗлӗкне хывмасӑр, аллине алсатуль тӑхӑнса тӳсме ҫук вӗрире ҫапӑннине аса илчӗ.

Помоги переводом

Алӑпа пулӑ тытни // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

— Кам каларӗ сивӗ тесе?

Помоги переводом

Алӑпа пулӑ тытни // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

— Атте, шывӗ сивӗ-ҫке, — ним ӑнланмасӑр мӑкӑртатса илчӗ вӑл.

Помоги переводом

Алӑпа пулӑ тытни // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Антун, ҫакна курсан, тӗлӗнсе хӑлхи хыҫне кӑтӑр-кӑтӑр хыҫса илчӗ: мӗне пӗлтерекен япала-ши ку?

Помоги переводом

Алӑпа пулӑ тытни // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Унтан, паҫӑр хапха айӗнчен илсе тӑратнӑ хӑмана хул хушшине хӗстерсе, шыва шапӑртаттарса кӗрсе кайрӗ.

Помоги переводом

Алӑпа пулӑ тытни // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Ҫакна курсан, Энтрей шӑлаварне хывса пусма ҫине хучӗ.

Помоги переводом

Алӑпа пулӑ тытни // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Палас кукӑрне капланса тулнӑ пӑр аранах тапранса кайрӗ — ун хыҫҫӑнах шыв хӑвӑрт чакма пуҫларӗ.

Помоги переводом

Алӑпа пулӑ тытни // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Тепӗр минутран Хветут ӑна лавккаҫ крыльци ҫинче ыталаса илчӗ те, тӑнне ҫухатса, урайне тӑсӑлса ӳкрӗ.

Помоги переводом

Ҫӑлӑнӑҫ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Сайт:

 

Статистика

...подробней