Корпус чувашского языка

Новые

Аппа курки сар курка та, Сакӑр ҫухрӑмран сар ӳкрӗ.

Помоги переводом

Ӗҫке-ҫикӗ мыскари // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Йыснан черкки ҫут черкке те Ҫич ҫухрӑмран ҫут ӳкрӗ, Ун ҫуттипе килтӗмӗр те, Ун ҫуттипе килтӗмӗр.

Помоги переводом

Ӗҫке-ҫикӗ мыскари // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Тӑванпа тӑван пуҫтарӑнса Тӑванпа тӑван ӗҫнӗ чух, Ҫичӗ ютӑн мӗн ӗҫ пур та Ҫичӗ ютӑн мӗн ӗҫ пур.

Помоги переводом

Ӗҫке-ҫикӗ мыскари // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Шӑнкӑрч чӗппи шыв ӗҫнипе Чӗкеҫ чӗппин мӗн ӗҫ пур?

Помоги переводом

Ӗҫке-ҫикӗ мыскари // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Шӑнкӑр-шӑнкӑр шыв юхать те, Шӑнкӑрч чӗппи шыв ӗҫет.

Помоги переводом

Ӗҫке-ҫикӗ мыскари // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Пурин сасси те кӗвӗпе килӗшӳллӗн шӑранса юхма тытӑнчӗ.

Помоги переводом

Ӗҫке-ҫикӗ мыскари // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Сӗтел умӗнчи пукан ҫинче ларакан кӑтра йӗкӗт хут купӑсне нӑйкӑштарса илчӗ, мӑйӗнчен ҫакнӑ шап-шурӑ ал шӑллипе тарланӑ питне шӑлчӗ те пурнӑҫ хавасӗ тапса тӑракан кӗвӗ тӑсса ячӗ.

Помоги переводом

Ӗҫке-ҫикӗ мыскари // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Ӗҫкӗ хӗрсех пычӗ.

Помоги переводом

Ӗҫке-ҫикӗ мыскари // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Ахаль те хӗрлӗ сӑнӗсем ытларах хӗрелме пуҫласан, уҫӑрах, янӑравлӑрах сасӑпа шавласа калаҫма пуҫларӗҫ.

Помоги переводом

Ӗҫке-ҫикӗ мыскари // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Хӑнасем, кил хуҫи сӗтелне мухта-мухтах, вӗсене пурне те тутана-тутана пӑхрӗҫ.

Помоги переводом

Ӗҫке-ҫикӗ мыскари // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Кӗрекере ҫиме-ӗҫме тем те пур: пӑсланса ларакан вӗри шӳрпе, тултармӑшӗ те, шӑрттанӗ-чӑкӑчӗ те, ҫупа ӑшаланӑ ҫӑмарти те, кукӑлӗ-пӳремечӗ те, сӑри те, тутлӑ шывӗ те…

Помоги переводом

Ӗҫке-ҫикӗ мыскари // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Сахарпа Петӗр вӗсене, авалтан килекен йӑлапа, умлӑн-хыҫлӑнах виҫшер черкке ӗҫтерчӗҫ.

Помоги переводом

Ӗҫке-ҫикӗ мыскари // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Хӑнасем те кил хуҫинчен юлмарӗҫ.

Помоги переводом

Ӗҫке-ҫикӗ мыскари // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Хӑй ӗҫне пӗтерсен, Сахар сӗтел умнерех пычӗ, тулли черккине пуҫӗнчен те ҫӳле ҫӗклесе, пурин ҫине те ӑшшӑн пӑхса ҫаврӑнчӗ, унтан: — Ытарайми ырӑ тӑванӑмсем, пӗр-пӗринпе сайра хутра ҫеҫ тӗл пулакан пултӑмӑр. Хальхинче эпӗ сире пӗр куна мар, эрне тесен эрне те хӑналама чӗнтӗм. Пурсӑр та кӑмӑл тӑраниччен ӗҫсе ҫийӗр, юрлӑр та ташлӑр, савӑнӑр! Ӗмӗр асӑнмалӑх пултӑр. Пурне те ман пек ӗҫме сӗнетӗп, — терӗ те вӑл, аллинчи черккене пушатса та хучӗ.

Помоги переводом

Ӗҫке-ҫикӗ мыскари // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Хӗрарӑмсем куркасене куҫа-пуҫа шӑтарса кӑпӑкланакан сӑра тултарчӗҫ.

Помоги переводом

Ӗҫке-ҫикӗ мыскари // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Петӗрӗ хӑнасене алӑк енчен сӑйлама пуҫларӗ.

Помоги переводом

Ӗҫке-ҫикӗ мыскари // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Сахар ывӑс ҫинчи черккене илсе эрех тултарать те малтанах турӑ кӗтессинче ларакан ҫут ҫамкаллӑ йыснӑшне тыттарать, унтан малалла йӗркипе парса пырать.

Помоги переводом

Ӗҫке-ҫикӗ мыскари // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Хуҫапа Петӗр иккӗшӗ икӗ тулли четвӗрт тытрӗҫ — вӗсем умне тӗрӗллӗ ывӑссем ҫине пушӑ черккесем лартнӑ икӗ хӗр пырса тӑчӗ.

Помоги переводом

Ӗҫке-ҫикӗ мыскари // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Часах хӗрарӑмсем тӗпелти, арҫынсем алӑкран сулахайри капӑр палас витнӗ вӑрӑм саксем ҫине ларса тухрӗҫ.

Помоги переводом

Ӗҫке-ҫикӗ мыскари // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Анчах ку вӑраха пымарӗ.

Помоги переводом

Ӗҫке-ҫикӗ мыскари // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Сайт:

 

Статистика

...подробней