Новые
Ҫав вӑхӑтра, пурне те хӑвӑрт курса ас туса юлма хӑнӑхнӑ Петрянкин машинӑн номерӗсене асӑрханӑ: радиатор умӗнче «ХЦ — 31 — 71» пулнӑ, кузов ҫинче урӑхла — «КФ — 31 — 71»…
1. Вӑрланӑ машина тата суя майор // Леонид Агаков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 49-55 с.
Хӑвӑрт килекен грузовик унран иртсех кайнӑ, анчах ҫапах та чарӑннӑ.
1. Вӑрланӑ машина тата суя майор // Леонид Агаков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 49-55 с.
Ҫапла иккӗленсе илнӗ те сержант, машинӑна хирӗҫ шоссе варринерех тухса тӑрса, аллинчи регулировщиксен патакне ҫӗкленӗ.
1. Вӑрланӑ машина тата суя майор // Леонид Агаков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 49-55 с.
Ӑнсӑртран, шоферӗ «ҫунтармаллипе» хӑйне ытларах «заправить» туман-ши?
1. Вӑрланӑ машина тата суя майор // Леонид Агаков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 49-55 с.
— Мӗнле лихач вара ку, ӑҫта кун пекех васкать?
1. Вӑрланӑ машина тата суя майор // Леонид Агаков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 49-55 с.
Хула патне ҫывхарса пынӑ чух машинӑна кун пек хытӑ хӑвалама та юрамасть, хуллентерех килес пулать.
1. Вӑрланӑ машина тата суя майор // Леонид Агаков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 49-55 с.
Питӗ хӑвӑрт килнӗ вӑл, ҫатма пек таса асфальт ҫинче те ун хыҫҫӑн тусан мӑкӑрланса пынӑ.
1. Вӑрланӑ машина тата суя майор // Леонид Агаков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 49-55 с.
Унтан, пӗр сехет тӗлнелле, аякран ГАЗ-51 грузовик курӑнса кайнӑ.
1. Вӑрланӑ машина тата суя майор // Леонид Агаков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 49-55 с.
Пӗр вун пилӗк-ҫирӗм минут хушши пачах та пӗр машина та пулман.
1. Вӑрланӑ машина тата суя майор // Леонид Агаков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 49-55 с.
Кӑнтӑрла иртсен, темшӗн, Етӗрне енчен машинӑсем сахалтарах килме пуҫланӑ.
1. Вӑрланӑ машина тата суя майор // Леонид Агаков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 49-55 с.
Вӑл, ҫак постра час-часах пулаканскер, нумай машинӑсене, вӗсен шоферӗсене те палланӑ, ҫавӑнпа та сайра хутра кӑна машинӑсене чарса тӑратса тӗрӗсленӗ.
1. Вӑрланӑ машина тата суя майор // Леонид Агаков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 49-55 с.
Сержант кашни машинӑнах куҫӗсемпе тимлӗн сӑнаса ирттерсе янӑ.
1. Вӑрланӑ машина тата суя майор // Леонид Агаков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 49-55 с.
Хӑш-пӗр грузовиксем ҫинче хӗрлӗ ялавсем вӗлкӗшнӗ, михӗсем ҫийӗнче ларакан ҫамрӑксем хаваслӑ юрӑ шӑрантарнӑ.
1. Вӑрланӑ машина тата суя майор // Леонид Агаков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 49-55 с.
Колхозниксем государствӑна тырӑ, ҫӗр улми сутмалли плансене ирттерсе тултарма тӑрӑшнӑ.
1. Вӑрланӑ машина тата суя майор // Леонид Агаков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 49-55 с.
Шупашкар еннелле вӑл кун — октябрӗн саккӑрмӗшӗнче — пуринчен ытларах тырӑ миххисем, кузов тулли ҫӗр улми тиенӗ йывӑр машинӑсем килнӗ.
1. Вӑрланӑ машина тата суя майор // Леонид Агаков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 49-55 с.
Машинӑсен чуппи пӗр самантлӑха та чарӑнман.
1. Вӑрланӑ машина тата суя майор // Леонид Агаков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 49-55 с.
Пӗрисем Шупашкаралла килнӗ, теприсем Етӗрне, Горький еннелле ыткӑннӑ.
1. Вӑрланӑ машина тата суя майор // Леонид Агаков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 49-55 с.
Ытлари — ӗҫ кунӗ, ҫавӑнпа та ҫул тӑрӑх машинӑсем — автобуссем те, груз турттармаллисем те, ҫӑмӑллисем те — «Волгӑсем», «Победӑсем», «Москвичсем», «запорожецсем» калле-малле вӗҫӗмсӗр чупнӑ.
1. Вӑрланӑ машина тата суя майор // Леонид Агаков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 49-55 с.
Вӑл — госавтоинспекцире, «РУДра» ӗҫлекен ҫын, унӑн автомашинӑсем мӗнпе ҫӳренине сӑнамалла, ҫул ҫинчи йӗркене пӑсма памалла мар, кам та пулин ҫав йӗркене пӑхӑнмасть, пӑсма пӑхать пулсан, ӑна ҫавӑнтах тытса чармалла, шофер аллинчи пур документсене те тӗрӗслемелле, кирлех пулсан, ответ тыттармалла та тӑвас пулать…
1. Вӑрланӑ машина тата суя майор // Леонид Агаков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 49-55 с.
Вӑл кун Геннадий Петрянкин сержант, ҫамрӑк кӑна сар каччӑ, Совет Ҫарӗнчен пӗлтӗр ҫеҫ таврӑнса милицире ӗҫлеме кӗнӗскер, постра мула хӗрринче, Етӗрне ҫулӗ ҫинче тӑнӑ.