Корпус чувашского языка

Новые

Пӗр авӑк пуҫа усса, тӗлсӗр-палсӑр, унтан вак хумсем ҫырана вӗҫрен-вӗҫ йӑмпӑлт та йӑмпӑлт ҫапса чӗмпӗлтетнине, вӗлт-вӗлт чалтӑртатнине, шур ҫилхеленсе кӑтраланнине, шывра дебаркадер мӗлки вылянчӑклӑн ӗмӗлтетнине лӑпкӑн, ӑс-тӑн привочӗсене хивре карӑнтармасӑр, ӗмӗт-шухӑша инҫе ямасӑр, кӑпӑшлатса киленсе пӑхкаласа тӑтӑм.

Помоги переводом

Вӑрттӑн сыхлавҫӑ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 36–70 с.

Таҫта хыҫалта тӗкӗлтура алхасуллӑн нӑрӑлтатни те хӑлхана йӳҫӗхтерет.

Помоги переводом

Вӑрттӑн сыхлавҫӑ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 36–70 с.

Пӑттӑм-пӑттӑм тӗрӗллӗ сарӑ лӗпӗш пуҫ ҫийӗн вӗлтӗр-вӗлтӗр вӗлтӗртеттерсе, кутӑн-пуҫӑн пӑтрашса вӗлкӗшет.

Помоги переводом

Вӑрттӑн сыхлавҫӑ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 36–70 с.

Тар каснӑ кӗпене, ҫухине ярханах ярса, кӑкӑр тӗлӗнчен тытса силлекелесе илтӗм.

Помоги переводом

Вӑрттӑн сыхлавҫӑ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 36–70 с.

Ура тупанӗ вӑчӑлтатать.

Помоги переводом

Вӑрттӑн сыхлавҫӑ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 36–70 с.

Вӗриленнӗ ӗшенчӗк ҫан-ҫурӑм сӑрӑлтатса кӑна тӑрать.

Помоги переводом

Вӑрттӑн сыхлавҫӑ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 36–70 с.

Ытти пассажирсем пекех, ура лӑнчӑрах кайнипе карлӑк ҫумне сӗвентӗм.

Помоги переводом

Вӑрттӑн сыхлавҫӑ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 36–70 с.

Таса, ытаруллӑн хӗрхӗлтӗмленекен анӑҫри лӗп хӗвелӗ, урисене ҫилсӗрлӗх янкӑрлатнӑ Атӑлта ҫиҫтеркелесе чӳхекелекенскер, пиҫсе-тулса ҫитнӗ апельсина аса илтерет.

Помоги переводом

Вӑрттӑн сыхлавҫӑ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 36–70 с.

Каҫ кӳлӗм сӗмлӗхӗ те ҫӑранах палӑрмасть-ха.

Помоги переводом

Вӑрттӑн сыхлавҫӑ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 36–70 с.

Утмӑлтурат сенкерӗ ҫапнӑ тӳпе яп-янкӑр.

Помоги переводом

Вӑрттӑн сыхлавҫӑ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 36–70 с.

Ҫанталӑкӗ тӑп.

Помоги переводом

Вӑрттӑн сыхлавҫӑ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 36–70 с.

Каютӑра пӑчӑ пирки палубӑна тухрӑм.

Помоги переводом

Вӑрттӑн сыхлавҫӑ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 36–70 с.

Пӑрахут тапраниччен татах ҫичӗ минутчӗ.

Помоги переводом

Вӑрттӑн сыхлавҫӑ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 36–70 с.

Дебаркадер ҫумне юнашнӑ пӑрахутӑн пассажирсене йышӑнмалли площадкине, унтан билетра (ӑна икӗ кун маларах илсе хунӑччӗ) кӑтартнӑ иккӗмӗш хутри каютӑна кӗтӗм, хама лӑштӑрах ярса, плаща йӑрхахран ҫакса, чӑматана ҫӳлӗк ҫине вырнаҫтарса, ларкӑч ҫине майлашса лартӑм.

Помоги переводом

Вӑрттӑн сыхлавҫӑ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 36–70 с.

Порт таврашӗнче, мӑнаҫлӑ, тӳлек Атӑла ӗҫе кӳлсе, ун питне хатӑррӑн урлӑ-пирлӗ чӗркелесе-ҫуркаласа, моторлӑ кимӗсем йӳрӗккӗн кускалаҫҫӗ, йӑрӑ катерсем ӑмӑртса ишеҫҫӗ, шурӑ чарлансем ярӑнса ӑшӑ ҫил ҫавӑрттараҫҫӗ, виражсем тукалаҫҫӗ, чалтӑртатакан-хӗмленекен хумсем ҫийӗн ярӑнакан-йӳрӗнекенсем те пур.

Помоги переводом

Вӑрттӑн сыхлавҫӑ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 36–70 с.

Алла чӑматан тата плащ тытса, ҫаксемпе сывпуллашрӑм та пӳлӗмрен тухрӑм, унтан сӗлкӗшшӗн порталла васкарӑм.

Помоги переводом

Вӑрттӑн сыхлавҫӑ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 36–70 с.

Ҫулҫӳревҫӗ…

— Ҫак хулан хӑни ҫеҫ.

Помоги переводом

Вӑрттӑн сыхлавҫӑ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 36–70 с.

Кнутов, ман еннелле ҫаврӑнса, куҫне чурӑссӑн пысӑклатрӗ:

Помоги переводом

Вӑрттӑн сыхлавҫӑ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 36–70 с.

— Ку Дружока манран кучченеҫ пултӑр.

Помоги переводом

Вӑрттӑн сыхлавҫӑ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 36–70 с.

Сайт:

Статистика

...подробней