Корпус чувашского языка

Новые

Хӗрарӑмӑн килти ӗҫӗ — куҫа курӑнман ӗҫ, тенӗ авал.

Помоги переводом

XII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.

Канмалли кун уншӑн заводра ӗҫленӗ кунсенчен те кансӗртерех: ирех тӑрса пӳлӗмсене тирпейлемелле, урай шӑлмалла, апат пӗҫермелле, кӗпе-йӗм ҫумалла, якатмалла, пасара кайса килмелле, ачасене шыва кӗртмелле — сахал-им хӗрарӑм ӗҫӗ!..

Помоги переводом

XII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.

Натюш вӗсем хыҫҫӑн пӳлӗме тирпейлесе, урайне ҫуса тухрӗ, кухньӑра апат хатӗрлеме пикенчӗ, ҫав хушӑрах ваннӑйра кӗпе-йӗм ҫума шыв ӑшӑтма газ чӗртрӗ.

Помоги переводом

XII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.

Пӑртакран урайӗнчи ҫынсем те, мухмӑр пуснипе йынӑшкаласа, анаслакаласа вӑранчӗҫ те: «Часрах пасарта вырӑн йышӑнмалла», — текелесе, чей ӗҫмесӗрех тухса кайрӗҫ.

Помоги переводом

XII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.

Тепӗр тапхӑртан, Натюш кухньӑна кайсан, вӑл йӑпӑр-яшӑр тӑрса тумланчӗ те никам сисиччен тухса кайрӗ.

Помоги переводом

XII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.

Хӑйне ачашшӑн, хуллен кӑна сӗртӗнчӗҫ пулин те, студент вӑранчӗ, анчах, умӗнче ҫамрӑк хӗрарӑм тӑнине чунӗпе сиссе, куҫне уҫма именчӗ, ҫывӑранҫи пулчӗ.

Помоги переводом

XII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.

Натюш ӑна витсе ячӗ.

Помоги переводом

XII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.

Диван ҫинче выртакан студентӑн утиялӗ ҫӗре шуса ӳкнӗччӗ.

Помоги переводом

XII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.

Унтан, пысӑк пӳлӗме кӑшт уҫӑлтарас тесе, форточка уҫрӗ — тултан сивӗ сывлӑш шурӑ тӗтӗм пек палкаса кӗчӗ, пӑчӑ пӳлӗме хӑвӑрт уҫӑлтарса ячӗ.

Помоги переводом

XII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.

Пуринчен малтан, илӗм-тилӗмпех, Натюш вӑранчӗ те кухньӑра плита чӗртсе ячӗ.

Помоги переводом

XII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.

Темле хӑна та курма пулать ҫак тарават килте…

Помоги переводом

XII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.

Кӗҫтукпа Альтук вӑл чылай хушӑ килмесен: «Чике Старик Хур Сухал хӑҫан килет?» — тесе, амӑшне аптратаҫҫӗ, Кӑҫалхи ёлкӑра вӗсем старике Хӗл мучи турӗҫ.

Помоги переводом

XII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.

Хулана килмессерен старик хӑйӗн «пӗлӗш художникӗ» патне кӗрет, ачасене ялан кучченеҫ пылпа е панулмипе хӑналать.

Помоги переводом

XII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.

Макар Каюров «ҫичӗ ҫуллӑх паттӑрӗсем» ятлӑ картинӑсен серийӗ валли Сахрун мучи портретне те ӳкерчӗ, ҫавӑнтанпа иккӗшӗ туслашрӗҫ.

Помоги переводом

XII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.

Ялта ӑна Сахрун мучи тесе чӗнеҫҫӗ е Чике Старик Хур Сухал, теҫҫӗ.

Помоги переводом

XII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.

Вӑл — колхозри паллӑ пахчаҫӑ, хурт-хӑмӑр ӑсти.

Помоги переводом

XII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.

Кухньӑра выртакан старикӗ Макарпа пӗр енчисем, шӑпах Лавр Мухаровпа пӗр ялсем.

Помоги переводом

XII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.

Вӗсем ӗнер кунӗпе сивӗре тӑрса шӑннӑ та каҫхине килсен сӗтел хушшинче самаях «ӑшӑнчӗҫ» пулас, халӗ пур пӳлӗме те илтӗнмелле «хуп турттараҫҫӗ».

Помоги переводом

XII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.

Аш сутма килнӗ колхозникӗсем — Натюшпа пӗр ялсем.

Помоги переводом

XII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.

Вӑл ытла именчӗк, Натюшран та, ыттисенчен те хӑй чухӑннишӗн хытӑ вӑтанать, никам сисиччен килсе кӗрет, никама нимӗнпе чӑрмантармасть, Натюш пур чухне апата ларма та хӑяймасть, ирхине ирех никама вӑратмасӑр, систермесӗр тухса каять.

Помоги переводом

XII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.

Сайт:

 

Статистика

...подробней