Новые
Килӗм-ҫуртӑм тирпейсӗр мар манӑн, шухӑшларӗ вӑл малалла, ывӑлӑм тырӑ-халлӗн те, укҫан та сахал мар ӗҫлесе илет, хӗрӗм те унран юлсах каймасть — пурте ҫителӗклӗ, халӗ ак вӗсем ҫумне тата кинӗн укҫи хутшӑнать.
XII // Александр Алга. А. Е. Алга. Ҫамрӑксем: повеҫсем — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 244 с. — 107–243 с.
Хӑратмарӗ кӑна та мар, вӑл кӳршӗ-аршӑри хӗрарӑмсем умӗнче мухтанкаларӗ те: «Манӑн ывӑл мӗнле илемлӗ учительницӑна качча илчӗ, кӑмӑлӗ мӗнле ырӑ тата!» — тесе ҫын илтмеллех мухтанчӗ, хӑй ӑшӗнче: ывӑлӑм та сирӗн услапӑрсем мар ҫав, терӗ.
XII // Александр Алга. А. Е. Алга. Ҫамрӑксем: повеҫсем — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 244 с. — 107–243 с.
Терентей Укахвине — ҫавӑ, каларӑмӑр-ха, пӗркеленменпе пӗрех питлӗ, ҫӳхе туталлӑ, хӑмӑр куҫлӑ, тӑн-тӑн кӗлеткеллӗ, аллӑран иртнӗ сатур хӗрарӑма — кинӗ учительница пулни йӗп чухлӗ те хӑратмарӗ.
XII // Александр Алга. А. Е. Алга. Ҫамрӑксем: повеҫсем — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 244 с. — 107–243 с.
Тепри, кам пӗлет, тен, шикленнӗ те пулӗччӗ-и: «Учительница, пирӗн ӗҫе пӗлмест, мӗн усси унран, тейӗччӗ, вӑл килти ӗҫсем ҫине ҫаврӑнса та пӑхас ҫук, пирӗнтен, вӗренмен ҫынсенчен, йӗрӗнме те пултарӗ, ӑна тасалӑх, тирпейлӗх кирлӗ — юра-ха ҫавӑн пек кине!» — тесе те калӗччӗ.
XII // Александр Алга. А. Е. Алга. Ҫамрӑксем: повеҫсем — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 244 с. — 107–243 с.
Иринӑна хунямӑшӗ пуласси — Терентей Укахвийӗ (эпир ун ҫинчен маларах кӑштах каласа иртсе кайнӑччӗ) — ырӑ кӑмӑлпа йышӑнчӗ.
XII // Александр Алга. А. Е. Алга. Ҫамрӑксем: повеҫсем — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 244 с. — 107–243 с.
Ир тӑрса пуҫтарӑнсан, Ирина шкула тухса утать, Иван — колхоза, амӑшӗ киле юлать, пӳрт ӑш-чиккине тирпейлет, выльӑх-чӗрлӗхне пӑхать, чӑххисене ҫитерет, кӑнтӑрлахи апат хатӗрлет — хӗрарӑма килӗнчи ӗҫӗ мӑй таранах.
XII // Александр Алга. А. Е. Алга. Ҫамрӑксем: повеҫсем — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 244 с. — 107–243 с.
Ҫапла вара, малти пӳртӗнче Иринӑпа Иван иккӗшех пурӑнаҫҫӗ, темелле.
XII // Александр Алга. А. Е. Алга. Ҫамрӑксем: повеҫсем — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 244 с. — 107–243 с.
Хунямӑшӗ кайри пӳртре ҫак ҫинче ҫывӑрать, унӑн хӗрӗ — Таиҫӗ фермӑран сайра хутра кӑна киле-киле каять, вӗсен унта общежити пур, апатне те ҫавӑнтах пӗҫерсе ҫиеҫҫӗ.
XII // Александр Алга. А. Е. Алга. Ҫамрӑксем: повеҫсем — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 244 с. — 107–243 с.
Килӗ-ҫурчӗ, кивӗрех пулин те, начарах мар вӗсен; пӑлтӑрӗ пысӑк, унтах чӑлан, пӑлтӑртан кӗрсен — апат пӗҫермелли, ларса ҫимелли пӳлӗм, урӑхла ӑна «кайри пӳрт» теҫҫӗ, кунта вырӑс кӑмаки тем сарлакӑш кӳлепипе йӑтӑнса ларать; тепӗр пӳлӗмӗ — малти пӳрчӗ — аслӑ, ҫутӑ; ӑна икке пайланӑ: пӗринче сӗтел-пукан, гардероб, буфет, комод (кусене туй умӗн Иван ҫамрӑк арӑмӗ валли туяннӑ), стена сехечӗ, пысӑк тӗкӗр; тепринче — кӗмӗлленӗ тимӗр кровать ҫине сарса хунӑ вырӑн.
XII // Александр Алга. А. Е. Алга. Ҫамрӑксем: повеҫсем — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 244 с. — 107–243 с.
Ирина Игнатьевна — ҫӗнӗ ҫын (мӗнле кулӑшла сӑмах пек туйӑнать ҫакӑ ӑна!) — ҫӗнӗ килте пурӑнма тытӑнчӗ.
XII // Александр Алга. А. Е. Алга. Ҫамрӑксем: повеҫсем — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 244 с. — 107–243 с.
Пӗр сӑмахпа каласан, туйӗ пулчӗ, ҫуйӗ пулмарӗ.
XII // Александр Алга. А. Е. Алга. Ҫамрӑксем: повеҫсем — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 244 с. — 107–243 с.
Иванӑн юлташӗсем те, ытти чух ӗҫкӗре-мӗнре хӗрсе каяканскерсем, халӗ те ютшӑнчӗҫ, те именчӗҫ — хӑйсене хӑйсем питӗ сӑпайлӑн тытрӗҫ.
XII // Александр Алга. А. Е. Алга. Ҫамрӑксем: повеҫсем — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 244 с. — 107–243 с.
Вӗсем тухса кайсан, унӑн юлташӗсемпе те ытлах савӑнасси килмерӗ, вӑл вӗсемпе калаҫса, юрласа йӑлине кӑна турӗ.
XII // Александр Алга. А. Е. Алга. Ҫамрӑксем: повеҫсем — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 244 с. — 107–243 с.
Иринӑшӑн ытла савӑнӑҫлах пулмарӗ вӑл: ӑна ашшӗ-амӑшӗ хавасланманни (вӗсем пӑртак ларчӗҫ, ӗҫкелесе ҫикелерӗҫ, кӑштах калаҫкаларӗҫ те тухса та кайрӗҫ) кулянтарчӗ.
XII // Александр Алга. А. Е. Алга. Ҫамрӑксем: повеҫсем — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 244 с. — 107–243 с.
Туй иртсе кайрӗ.
XII // Александр Алга. А. Е. Алга. Ҫамрӑксем: повеҫсем — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 244 с. — 107–243 с.
Хӗрӗн пурнӑҫӗнче вара чи малтанхи хут икӗ куҫӗнчен икшер тумлам куҫҫулӗ пӑчӑртанса тухрӗ, пичӗ ҫине йӗр хӑварса, урайне тумларӗ.
XI // Александр Алга. А. Е. Алга. Ҫамрӑксем: повеҫсем — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 244 с. — 107–243 с.
Амӑшӗ ӑна ҫурӑмӗнчен ҫупӑрларӗ.
XI // Александр Алга. А. Е. Алга. Ҫамрӑксем: повеҫсем — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 244 с. — 107–243 с.
Вӑл хӑвӑртрах ун умне пырса тӑчӗ те пуҫне кӑкӑрӗ ҫине хучӗ.
XI // Александр Алга. А. Е. Алга. Ҫамрӑксем: повеҫсем — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 244 с. — 107–243 с.
Унӑн ӑна, малалла шухӑшласа тӑрса, кӳрентерес килмерӗ.
XI // Александр Алга. А. Е. Алга. Ҫамрӑксем: повеҫсем — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 244 с. — 107–243 с.
Ирина амӑшӗн шухӑшне куҫран пӗрре пӑхсах сисрӗ.