Корпус чувашского языка

Новые

Пӗр кун чул тӑва кунӗпе кисретнӗ хыҫҫӑн пӑлхав пуҫлӑхӗсем ҫапӑҫӑвӑн иккӗмӗш кунне тарӑн шӑтӑкра ларакан ӑтӑрсем пек кӗтрӗҫ.

Помоги переводом

8. Мӗн ҫинчен юрлатӑн, Какшан? // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Вырӑссемпе Ту енчи мӑрсасен крепоҫе тӗппипех аркатса тӑкма вӑй ҫитеймерӗ пулас, куншӑн Кӗркке кулянчӗ, анчах ханпа ун ҫыннисен, чи малтан Мамич-Бердейӗн сехрине хӑпартнӑшӑн чунтанах хӗпӗртерӗ Алттыш хӗрӗ.

Помоги переводом

8. Мӗн ҫинчен юрлатӑн, Какшан? // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Вӑл «упӑшкине» хӑй кӗсле калама пӗлни ҫинчен шарламан та.

Помоги переводом

8. Мӗн ҫинчен юрлатӑн, Какшан? // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ҫак ирсӗр ҫынсем патне килнӗренпе алла кӗсле тытман.

Помоги переводом

8. Мӗн ҫинчен юрлатӑн, Какшан? // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Кӗтсех тӑр, савӑнтарать сана.

Помоги переводом

8. Мӗн ҫинчен юрлатӑн, Какшан? // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ӗҫсе-ҫисе иртӗхсе кӑна пурӑнать, упӑшкине кӗсле каласа савӑнтарать теҫҫӗ пулӗ ҫав.

Помоги переводом

8. Мӗн ҫинчен юрлатӑн, Какшан? // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Сурмасӑр, Кӗркке, Мамич-Бердейӗн ҫураҫса хунӑ хӗрӗ, хан арӑмӗ пулса тӑнӑ!

Помоги переводом

8. Мӗн ҫинчен юрлатӑн, Какшан? // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Нумайӑшӗ йӗрӗнсе урайне лач сурчӗ пуль ун ятне илтсен.

Помоги переводом

8. Мӗн ҫинчен юрлатӑн, Какшан? // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Тупӑнчӗ-тӗр, ун пек хыпар халӑх хушшине час сарӑлакан.

Помоги переводом

8. Мӗн ҫинчен юрлатӑн, Какшан? // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Мамич-Бердей вӑрласа кайрӗ те, ҫавӑн арӑмӗ пулса тӑчӗ теҫҫӗ-ши е ӑна ҫармӑс мӑрси мӗнле мӑшкӑл тунине пӗлтерекен тупӑнчӗ-ши?

Помоги переводом

8. Мӗн ҫинчен юрлатӑн, Какшан? // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Мӗн тесе шутлаҫҫӗ-ши ун пирки килтисем?

Помоги переводом

8. Мӗн ҫинчен юрлатӑн, Какшан? // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Хапха умӗнче сыв пуллашнӑ чухнех аса илчӗҫ пулӗ-ха хӑйсен ӑраскалсӑр хӗрне ашшӗпе амӑшӗ.

Помоги переводом

8. Мӗн ҫинчен юрлатӑн, Какшан? // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Сисрӗ вӑл: Ту-ҫи енчи мӑрсасем вырӑссене пулӑшма килнӗ пулсан ун ашшӗ те пур ӗнтӗ вӗсен хушшинче, вӑл та аркатать хӑйӗн ҫыннисемпе Ар-Сӗнтӗр крепоҫне.

Помоги переводом

8. Мӗн ҫинчен юрлатӑн, Какшан? // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ҫапӑҫу кунӗ Кӗркке вӗҫӗмсӗр ашшӗ ҫинчен шутларӗ.

Помоги переводом

8. Мӗн ҫинчен юрлатӑн, Какшан? // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Хӗр ача кӗл тунӑ пек, тӳпе те пуҫ ҫине йӑтӑнса анмарӗ, ҫӗр те ҫӑтмарӗ.

Помоги переводом

8. Мӗн ҫинчен юрлатӑн, Какшан? // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ӑна та пулин, ҫылӑхлӑ хӗрарӑма, пӗр ухӑ та, пӗр йӗтре муклашки те килсе ҫапмарӗ-ҫке чӗререн.

Помоги переводом

8. Мӗн ҫинчен юрлатӑн, Какшан? // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Унӑн чи хаяр тӑшманӗсем виҫҫӗш те чӗрӗ юлчӗҫ.

Помоги переводом

8. Мӗн ҫинчен юрлатӑн, Какшан? // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Илтмерӗ пулмалла ҫав ҫӳлти турӑ вӑл кӗл тунине.

Помоги переводом

8. Мӗн ҫинчен юрлатӑн, Какшан? // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Крепость ҫине тупӑран персе тӑнӑ хушӑра Кӗркке ялан турра кӗл турӗ: пулӑш вырӑссене хӑвӑн хӑватупа, ҫӳлти турӑ, ним юлми аркатса тӑкчӑр вӗсем Ар-Сӗнтӗр крепоҫне, ханӗ те, Мамич-Бердейӗ те, Усеин-Сеичӗ те чул купи айне пулччӑр, мана та ан хӗрхен, эп те ҫак тамӑкран чӗррӗн тухам мар терӗ.

Помоги переводом

8. Мӗн ҫинчен юрлатӑн, Какшан? // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Хӑрушӑ-тӑр ун пек вилме, анчах урӑх ҫул ҫук.

Помоги переводом

8. Мӗн ҫинчен юрлатӑн, Какшан? // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Сайт:

 

Статистика

...подробней