Новые
Тап-тап утса пыраканскер, Лена чӗпписен клеткисем патне ҫитсен, хӑйӑрпах ҫуса тасатнӑ шап-шурӑ урайне пусма хӑяймасӑр пӗр хушӑ тӑпах чарӑнса тӑчӗ, унтан хӗрӗн ӗҫӗнче мӗнле те пулин кӑлтӑк шыраса тупас шутпа патваррӑн малалла таплаттарса кӗрсе кайрӗ.
V // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.
Тарӑхнипе хӗремесленсе кайнӑ Варвари хӑй пӑхакан чӗпӗсем патӗнчен Лена ӗҫлекен участока пырса тухрӗ.
V // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.
Ӑҫтан килсе кӗчӗ пирӗн фермӑна ҫав путсӗр хӗр, амӑшӗ те усалччӗ те, ку вара унран та ирттерет, сӑмсине чиксе пӑхман шӑтӑк хӑвармасть вӗт.
V // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.
Тьфу, шутласан пуҫ ҫаврӑнсах каять.
V // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.
Лешсем тата, Тамарипе Зойки, ку мана вӗтелентернӗ чухне ун ҫине ӑшшӑн пӑхса тӑрӗҫ ӗнтӗ.
V // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.
Ют ҫын пуррине те пӑхса тӑмасть, председатель-и унта е зоотехник, уншӑн пурпӗрех.
V // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.
Ой, ой, вӑл, пӗрре калама пуҫласан, тӳрӗренех кастарать.
V // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.
Ы-ых, мӑн кӑмӑллӑ Таиҫ хӗрӗ ыран пӗтерет ӗнтӗ мана: «Мӗншӗн санӑн чӗппӳсем ҫурри ытла вилсе пӗтнӗ, мӗншӗн эсӗ ҫак ҫула ҫитсе те йӗркеллӗ ӗҫлеме вӗренейместӗн, мӗншӗн…» — теме пуҫлӗ акӑ.
V // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.
Чӑн та, ӑш ҫунтармӑш, мӗнле хӑтӑлса юлас пулать ку инкекрен?
V // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.
Василий Петрович: «Эсӗ ӗҫе юратса тумастӑн, чӗпӗсене вара ҫепӗҫ те ӑшӑ чун, ҫемҫе алӑллӑ ҫын кирлӗ. Эсӗ, Варвари, ӗҫ хӑвӑртрах алӑран кайтӑр тесе ҫеҫ ҫиелтен ӗҫлетӗн. Ҫавӑнпа та санӑн чӗппӳсем имшер», — тени тӗрӗсех-ши?
V // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.
Ун чӗпписем уйрӑмах шап-шурӑ та пӳске пек чӑмӑркка-ха.
V // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.
Ҫав Таиҫ хӗрӗн Ленӑн та пулин урӑхла.
V // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.
Ытти хӗрсен, ав, чип-чиперех.
V // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.
Килти чӗпӗсене нихӑҫан та ун пек пӑхман, ҫавах ӳсеҫҫӗ.
V // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.
Эпӗ те чиперех пӑхатӑп пек вӗт-ха, апат ҫитеретӗп, шыв ӗҫтеретӗп.
V // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.
Чӑнахах та, мӗншӗн-ха манӑн чӗпӗсем ҫав тери имшер ӳсеҫҫӗ?
V // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.
Мӗнле хӑтӑлса юлмалла-ши ку хутӗнче?
V // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.
Кун пек пулсан, ӗҫрен кӑларса сирпӗтесси те куҫ умӗнчех.
V // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.
Ыран чӗпӗсен шутне тӗрӗслеҫҫӗ, манӑн вара… пӗтрӗмӗр, ҫурри ытла вилсе пӗтрӗҫ.
V // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.
— Эх, Варвари, Варвари, — пӗчченех мӑкӑртатрӗ хӗрарӑм, йывӑррӑн сӗтел хушшинчен ҫӗкленсе, — ӗҫсем чаплах мар-ха санӑн, чаплах мар.