Новые
— Мӗн?.. мӗнле Санюка? — сиксе тӑчӗ вӑл.
Пӗр ҫулӑхсан… // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 85–90 с.
Упӑшкине ыталанӑ Марук аллине ӑнсӑртран вӗри шыва чикнӗ евӗр карт! туртса илчӗ.
Пӗр ҫулӑхсан… // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 85–90 с.
Пӗррехинче Ваҫҫа, иккӗмӗш сменӑран тин ҫеҫ таврӑннӑскер, мӑшӑрӗ ҫумне тӗршӗнчӗ те: — Каҫӗ кӗҫӗр ҫав тери тӗттӗм. Те ҫумӑр ҫӑвасшӑн. Леш урам вӗҫӗнче пурӑнакан Санюка, хӑй ыйтнӑран, килне ҫитиех ӑсатса ятӑм. Ҫавӑнпа кӑшт кая юлтӑм, — терӗ.
Пӗр ҫулӑхсан… // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 85–90 с.
Ҫаплаччӗ те, анчах…
Пӗр ҫулӑхсан… // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 85–90 с.
Кашни утӑмра чуптуса илменни кӑна, — калаҫса юлатчӗҫ хапха умӗнчи инкесем.
Пӗр ҫулӑхсан… // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 85–90 с.
Чисти кӑвакарчӑнсем пек, тупата.
Пӗр ҫулӑхсан… // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 85–90 с.
— Мӗнле пулма пӗлнӗ-ши ҫак Марукпа Ваҫҫа.
Пӗр ҫулӑхсан… // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 85–90 с.
Ӑҫта кайма тухсан та, хӗрпе каччӑ пек алӑран алӑ тытӑнса, шӑкӑл-шӑкӑл калаҫса телейлӗн утатчӗҫ вӗсем.
Пӗр ҫулӑхсан… // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 85–90 с.
Шӑкӑл-шӑкӑл шӑкӑлтатса, пӗр-пӗрне чӗререн савса-хисеплесе пурӑнатчӗҫ Марукпа Ваҫҫа.
Пӗр ҫулӑхсан… // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 85–90 с.
Чип-чипер ӑстӑнлӑ ҫынсен чӗринех хура ҫӗлен евӗр авкаланса, хирӗнсе кӗрсе каять вӗт, эсрел мӑйраки, пӗр ҫулӑхсан, йӗркеллӗ ҫынсенех пӑтратса яма, тем кӑтартма пултарать.
Пӗр ҫулӑхсан… // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 85–90 с.
Ҫак кӗвӗҫӳ тенине кам эсремечӗ шутласа кӑларнӑ-ши ӑна?
Пӗр ҫулӑхсан… // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 85–90 с.
Хӗрпе каччӑ пӗр-пӗрин ҫумне йӑпшӑнчӗҫ те, пулас кунсен илемлӗхӗ ҫинчен шутласа, телейлӗн, ерипен-ерипен шӑвӑнса килекен ире хирӗҫ ҫӗнӗ ӗмӗтсемпе ӗмӗтленсе утрӗҫ.
XII // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.
— Лена, Ленукӑм, эпӗ сан чӗрери, сан ӗмӗтри сасӑсене илтрӗм, манӑн телейӗм, манӑн тусӑм…
XII // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.
— Мӗн илтрӗн, Ваня?
XII // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.
— Чим, Лена, илтрӗм, эпӗ те илтрӗм.
XII // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.
Халлӗхе хам тӗллӗн пӗр ӗҫ те пуҫарса туман, аслисем кӑтартса пыракан ҫулпа кӑна утса пынӑ пулин те, хама кӑштах ӳснӗ пек туятӑп.
XII // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.
Эпӗ хам та кӑштах ҫитӗнтӗм пулмалла.
XII // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.
Манӑн чӗпӗсем ҫитӗнсе ҫитрӗҫ ӗнтӗ.
XII // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.
Чӑнах, чӑнах, пирӗн ферма автанӗсем вӗсем.
XII // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.
— Эпӗ вара автансем авӑтнине илтрӗм.