Корпус чувашского языка

Новые

Арҫын чӗрине элексир сӗрекенни темле майпа тӑван-пӗтенӗнчен ҫӗтсе юлнӑ пӗртен-пӗр ҫамрӑк, капӑр чӑрӑш тата ҫупкаланса ларакан тӗксӗм хӗрлӗ шӑрттанлӑ пилеш (писевленнӗ ҫулҫисем ытларах симӗс шӑнӑрлӑ) ҫеҫ пулчӗ.

Помоги переводом

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Юман — атте, ҫӑка — анне пулсан, ку чӑваш — ҫармӑс вӑрманне те хӑр-тӑлӑх шӑпи сӗртӗнсе иртнӗ-ши вара.

Помоги переводом

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Тӗлӗнмелле: пӗр юман та, пӗр ҫӑка та курӑнмасть.

Помоги переводом

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Ун хушшинче, турата лӑшлаттарса, ухӑнтарса илсе, темле вӗт кайӑк вӗт-вӗт туса илчӗ.

Помоги переводом

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Ҫын ҫӳллӗш ҫеҫ ӳснине пула кутамас курӑнаканскер тураттисене ҫӗр ҫумӗнченех пур еннелле те ӳстерсе янӑ та тапчам ӳтлӗ-тирлӗ патша майри пек саркаланса ларать, патне те пырса ан тӗкӗн.

Помоги переводом

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Йытӑ ҫӗмӗрчӗ тата!

Помоги переводом

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Хлорофиллне кӗр-кукамай сӑрӑхтарса илнӗ ҫулҫӑсенчен пӗршӗннисем те, кӑнчӑхнисем те, кӑнчӑр сивӗ ҫапнипе хӑмӑрланса усӑннисем те, ӗнерхи лӑс-лӑс ҫумӑрӑн юлашки «шӑратнӑ тӗксӗм кӗмӗлне» тумлатаканнисем те пур.

Помоги переводом

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Сӗрен хуллин кутӑрка ҫулҫисене те сартут пӗрчисем тивнӗ е вӗсене такам юри пылчӑк сирпӗтсе хӑварнӑ тейӗн.

Помоги переводом

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Темшӗн ун тураттисем сулахай еннелле ҫеҫ тармакланнӑ…

Помоги переводом

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Ҫулла симӗс хыс тӑхӑнаканни, кӗркунне сарӑ кӗрӗк тӑхӑнаканни те кунтах…

Помоги переводом

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Хӗрлӗ хӑва ҫӳҫе…

Помоги переводом

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Кутрашкаллӑ ҫирӗк…

Помоги переводом

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Ҫӗрелле сулӑннӑ авмашка, шӑрӑллӑ, хӑйӗн мӑкӑльлӗ-муклашкаллӑ сарлака, йӑвӑ тураттисене чатӑр пек чаркаласа янӑ каврӑҫ…

Помоги переводом

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Хуппи паталлӑ, сайра та хытанка ҫулҫӑллӑ, тӳпенеллех кӑнтарӑннӑ йӑрӑс ӑвӑс…

Помоги переводом

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Ав тата лӑсланса, кӗреленсе, виҫҫӗленсе ӳсекен акшӑ-макшӑ хурама…

Помоги переводом

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Унӑн типшӗрнӗ ҫулҫисем те тутӑх ҫапнӑ йӗс тӳмесене ҫеҫ аса илтереҫҫӗ.

Помоги переводом

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Юнашарах — вулли катӑрка хура йӗрсемпе йӗрленсе, катрашкаланса пӗтнӗ, тӗрӗннӗ хупӑллӑ, усӑк туратлӑ кӗре ластак ама хурӑн.

Помоги переводом

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Арҫын куҫӗ тӗлне килекен, ҫил ҫук майӗпе шӑпӑрт, тарӑн шухӑша путнӑн, пӗр ухӑнмасӑр, хускалмасӑр канӑҫлӑхпа лӑпкӑлӑх юрри ӗнӗрлесе ларакан йывӑҫсенчен йӑпӑшланса ӳсекен вӑркӑля тирек ҫеҫ, ҫу варринче мамӑк кутлӑ маҫака ҫаврӑнаканскер, шӑпӑрлӑ ҫара (сыхланса юлнӑ, саралнӑ пӗр-ик ҫулҫине шута илмесен) тураттисене ҫӳлелле чӑнк кӑнтарнӑскер, халӗ вилтӑпри палӑкӗ пек хуп-хура: ҫи-пуҫне тӑхӑнса хывассипе вӑл яланах малта.

Помоги переводом

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Ума сиксе тухать-и шӑрчӑк, Ҫӳрет-и кӑткӑ та ӗҫпе Кунта пӗрне те ман сасартӑк Таптас килмест хӗрхеннипе.

Помоги переводом

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Сурас килсен, сурма та вырӑн Шыратӑп эпӗ именсе.

Помоги переводом

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Сайт:

 

Статистика

...подробней