Новые
Сӗнкӗлтететчӗҫ-ха вӗсем наукӑпа тӗпчев институчӗ вырнаҫнӑ икӗ хутлӑ кирпӗч ҫурт умӗпе, унтан ҫӳллӗ хӳме, хӑлтӑр-халтӑр карта-хура ҫумӗпе хӗлхемсӗр сӑмахсемпе перкелешсе.
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.
Темле майпа вӗсен ҫулӗ Н.Г.Чернышевский ячӗллӗ халӑх «пытанчӑк» вӗшкекен урампа та выртрӗ.
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.
Ҫула май лавккасене кӗркелесе каҫхи апат тумалӑх хура ҫӑкӑр, сӗт, килька илчӗҫ, ҫакӑншӑн кашни 90-шар пус расхутланчӗ.
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.
Кайрӗҫ вара ҫавӑнталла ҫуначӗсене ҫӗклеме хӑймасӑр, тута-ҫӑвар тасатма усӑ курнӑ типтеркӗҫ пек лутӑрканнӑ кӑмӑлпа.
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.
Каччӑсем юханшыв портӗнчи пассажирсене турттаракан пӑрахутсене йышӑнакан пристаньре каҫ каҫлас терӗҫ.
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.
Ула Тимӗр пӗлет: С. М. Киров ячӗллӗ поселокра унӑн темиҫе туратри тӑванӗсем пурӑнаҫҫӗ, анчах вӗсен урамне те, ҫуртне те ас тумасть (вӗсем патӗнче тӑван амӑшӗпе хӑй пӗрремӗш класа кайнӑ ҫул ҫеҫ пулнӑччӗ).
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.
Килен-каянсен ҫуртне вырнаҫма ытла та тӑкаклӑ (йышӑнӗҫ-и-ха тата унта ялтан килнӗ кашни ҫамрӑк, кӑптӑр-кӑптӑр ӗҫ шыракана?).
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.
Анчах ӑҫта каҫ выртмалла-ха?
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.
Тӗттӗмленчӗ пулин те хӗвелӗн хӗрлӗ шанӗ ката хӗрринех тӗкӗнменччӗ-ха.
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.
Ула Тимӗр унпа пӗрлех пулма сӑмах пачӗ.
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.
Ыран каллех ӗҫ шырама пуҫлатӑп…»
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.
«Э, ҫу-у-ук, — хӑйӗн шалти «гайкине» шӑтӑр-шӑтӑр хытарчӗ Кӗҫтук, — хулара ӗҫе вырнаҫмасӑр яла таврӑнмастӑпах.
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.
Ялах таврӑнмалла-и?
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.
«Ҫитӗ паян сулланса, чӑрпаланса ҫӳресе», — чӗрӗп йӗпписем пек шӑртланса тӑракан йӑмӑх хура ҫӳҫне ал лаппипе вирелле сӑтӑркала-сӑтӑркала, хӑштик-хӑштик сывлакаласа йӳҫҫӗн пӑнчӑ лартрӗ Кӗҫтук, вара ҫамрӑксем Советсен ҫурчӗ умӗнчи сквера сӗнксе ҫитрӗҫ те пӗр вӑрӑм, симӗс сӑрпа сӑрланӑ тенкел ҫине пырса лаклатрӗҫ.
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.
Татах ик-виҫ предприятие, хуҫалӑх органӗсене ҫитсе кун-ҫулӗсен «кӗҫӗн алӑкне туртса пӑхкаларӗҫ» апӑршасем — ниҫта та паян пурӑнмалӑх ҫӑкӑр паракан ӗҫ куҫран пӑхса, хапӑл кулса кӑтартмарӗ.
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.
Ӑшша пиҫнӗ ҫамрӑксем, ӑшран тӑвӑнса, хӑшкӑлса, Кайбулка ятлӑ юханшыв ҫыранне мӑраннӑн, тӑнкӑл-танкӑл уткаласа ҫитрӗҫ те самаях вӑрӑм туратлӑ, йӑвӑ, маччаланнӑ хӑва яраписем айне тӗшӗрӗлчӗҫ, кӑнтӑр апачӗ вырӑнне батонпа тутлӑ шыв хӑп-хап ҫырткаласа илчӗҫ.
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.
— Шел, пире рабочисем мар, квалификациллӗ ҫӑкӑр пӗҫерекенсем тата шофер кирлӗ, — кӑкӑртанах пусарса кӑларчӗ сулхӑн, сӳнӗк, хавхасӑр сӑмахӗсене кадрсен пайӗн пуҫлӑхӗ, сӑпай, тӗксӗм сӑн-питлӗ ҫулланарах панӑ хӗрарӑм.
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.
Ӑшши-пӑшши ҫамрӑксем ҫӑкӑр савӑтне кусӑрка ҫил пек вашлатса-кусса ҫитрӗҫ.
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.
— Хальлӗхе пирӗн кадрсем ҫителӗклӗ, — мӑран хуравларӗҫ кунта.
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.
Каччӑсем пӗрре утса, тепре ПАЗ автобус ҫине ларса пир-авӑр комбинатнелле вашкӑртрӗҫ.