Новые
Ак ӗнтӗ кӑвайт, лӗшкесе те йӑс-йӑс ҫунса, хевтесӗррӗн, вут куҫӗпе тӗл-тӗл ҫеҫ тукалать, кӑварӗ, ҫӳхе сийлӗ кӗлпе хупланнӑскер, тутӑх, тӗксӗм ҫутӑпа ҫеҫ тӗлкӗшкелет.
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.
Каҫар…

Эсӗ вӑхӑтсӑр пурнӑҫран уйрӑлса кайнӑшӑн эпӗ те айӑплӑ…
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.
Турра та пӗрлех ҫиллентертӗмӗр пуль ҫав.
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.
— Телее пӗрле туптарӑмӑр, анчах ҫылӑхне те пӗрле кӗтӗмӗр.
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.
— Унтан вӑрӑммӑн хашш сывласа илчӗ те хушса хучӗ:
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.
Эпир ачаранах ӗмӗт хывни, картса хуни пӗтӗмпех «пиҫсе, тӳпеми тулчӗ».
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.
Мана юратнӑшӑн, манпа «ҫӑвӑр сыпӑнма» килӗшнӗшӗн, ача-пӑча парнеленӗшӗн — пуриншӗн те, пуриншӗн те тав.
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.
— Тавах сана, Полина, — ӑссӑн пуҫ тайрӗ вӑл мӑшӑрне, — пуриншӗн те тав.
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.
Ҫак йӳҫӗллӗ-пылаклӑ асаилӳ «татӑк-кӗсӗкӗпе» сывпуллашса, Ула Тимӗр пӗр авӑк тӗнсе, шухӑшли-шухӑшлами, кури-курми, чӗмсӗррӗн ларчӗ, чунӗ кӳтсе килчӗ.
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.
Туйра тамади вара Леша пулчӗ.
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.
Ула Тимӗрӗн амаҫури амӑшӗ ҫамрӑк мӑшӑра чиркӳрех ҫырӑнтарасшӑнччӗ, анчах «Турӑ ҫуртӗнче» пӗркенчӗк айне тӑма, хӗрес чуптуса венчет пирӗ ҫине пусма Полина хӑй те, унӑн ашшӗ-амӑшӗ те татӑклӑнах хирӗҫлерӗҫ, вара пӗр-пӗрин пӳрнине ҫӗрӗ тӑхӑнтартасси ЗАГС-ра ҫеҫ пулса иртрӗ.
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.
Ҫав ҫулах вӗсем, хӑйсен пӗрремӗш тата юлашки юратӑвӗн «чечекӗ» сарӑлса ҫитсен, «акана тухма ҫӗрӗ пиҫсе ҫитнӗ» май, студентла-комсомолла туй туса, пиллӗкмӗш курсра вӗренекен Полина Кораблевапа ҫемье ҫавӑрчӗҫ.
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.
Ула Тимӗр институт ӑнӑҫлӑ, ытларах «5» паллӑсемпе ҫеҫ, пӗтерчӗ, ӗҫлеме ӑна тӑван ялӗнчи вӑтам шкулах чӗнсе илчӗҫ.
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.
Ак ӗнтӗ вӑл, тӗн «сӗрӗмӗпе пач минремесӗр, тӑп-тӑрӑ ӳснӗ» ҫамрӑк, — Полина!
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.
Паллах, ку тӗлелле, ҫиррӗмӗш ӗмӗрӗн 50-60 ҫулӗсенче, Совет Союзӗнче 30-мӗш ҫулсенче ҫӗкленнӗ пӗтӗм тӗн тӗнчине кисретекен, ишӗлтерекен-аркатакан урма-сурма «ҫил-тӑвӑл» самаях лӑшланнӑччӗ ӗнтӗ, анчах пӗтӗмӗшле халӑхӑн, уйрӑмах ҫитӗнсе пыракан ҫӗнӗ ӑрусен сӗмне, чун-чӗмне «тӗн вӑл халӑх ӑстӑнне минретекен сӗрӗм» текен ӑнлава тати-сыпписӗр сӑрхӑнтарас, унта цементлесе хытарас хавха халӗ те иксӗлмерӗ, сӳнмерӗ: Турра хирӗҫле пропаганда урӑх, ҫӗнӗ япаласемпе, витӗмлӗрех меслетсемпе ҫак ӗҫе «чӗрӗ сывлӑш вӗрсех тӑчӗ», «карласа ҫунакан кӑвайтах ҫавӑрчӗ»…
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.
Парӑнчӗ Ула Тимӗр — ҫакӑн хыҫҫӑн ҫак хӗресе вӑл яланлӑхах мӑйран хывса пӑрахрӗ…
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.
Вӑн, Н. С. Хрущев сакӑрвуннӑмӗш ҫулсенче Совет Союзӗнче юлашки пупа халӑха кӑтартма шантарать…
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.
Тӗн саманисем иртсе кайнӑ ӗнтӗ.
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.
— Пустуй минретеҫҫӗ айванккӑсен ӑс-тӑнне тӗн-тӗшмӗш сӗрӗмӗпе…